Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӳсеймесӗр (тĕпĕ: тӳс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Упӑшки арӑмӗ ҫинчен тем те пӗр каланӑ чух та, арӑмӗ упӑшкине кашлама тытӑнсан та залра ларакан тӳрӗ чунлӑ ҫынсем, тӳсеймесӗр, урисемпе тӑпӑртатсах кӑшкӑрнӑ:

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Георги, Славикӗн ҫунса тӑракан куҫне тӳсеймесӗр, шӑлне шатӑртаттарса илчӗ, тем каласшӑн пулчӗ… арӑмӗ хыҫҫӑн васкарӗ…

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Куракан сывлама манса сӑнани е ассӑн сывласа илни, тӳсеймесӗр кулса яни е сиси-сисми хускалса илни — актера хавхалантарать, малашне мӗнлерех пулмаллине систерет.

Куҫарса пулӑш

7. Театр тата кино // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Хӗр куҫӗнчи курайманлӑха тӳсеймесӗр Герасим Федотович вӑраххӑн-вӑраххӑн каялла чакрӗ:

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Итлемен выльӑх, кайри урисене тӑлланӑ пулин те, кӗрхи выҫӑ шӑнасем ҫыртнине тӳсеймесӗр ташланӑ пекех тӑпӑртатать, мӑйракипе хӑмсарать, хӳрипе ҫапкалашать.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хӗр хире-хирӗҫ пӑхнине тӳсеймесӗр кӗске авӑрлӑ сенӗке ҫӗре ӳкерсе ҫурӑмпа ҫаврӑнса тӑчӗ, ҫунатланса-ҫӑмӑлланса кайнӑскер вӑрӑм авӑрлӑ виҫӗ юплӗ сенӗке ҫавӑрса тытрӗ, ӑна пысӑк утӑ ҫӗклемне тӑрӑнтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ыратнине тӳсеймесӗр асаплӑн мӗкӗрекен Вулкан чӗввӗн тӑма хӑтланчӗ, анчах вӑй ҫитереймерӗ: чӗркуҫленсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ӑна кӑкӑртан темле шӗвӗрскер яштах тирчӗ те ыратнине тӳсеймесӗр вӑл йынӑшса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Тулӑх пулнӑ ҫимӗҫ йывӑрӑшне тӳсеймесӗр кашни туратах хуҫӑлас пек усӑнтарнӑ улмуҫҫисем, кассӑн-кассӑн уҫӑ ҫил варкӑшса килет пулин те, пӗр хускалмасӑр лараҫҫӗ, хӑйсен мӑнаҫлӑхӗпе, тӑнӑҫлӑхӗпе савӑнтараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

— Каҫхине сывлӑм ӳкнӗччӗ-и? — ыйтрӗ Елена Максимовна, тӳсеймесӗр.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

— Пичче, капла кунта хӑҫанччен пурӑнӑпӑр-ши эпир? — тӳсеймесӗр ыйтрӗ шӑллӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Урайне тӑп-тапрах пусатӑн ҫеҫ — шӑт-шат туса илет сӗтел йывӑрлӑха тӳсеймесӗр.

Куҫарса пулӑш

Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.

Кӗҫех, те шыҫӑ ыратнине тӳсеймесӗр, те хӑй ҫаратнӑ пыл шӑршипе киленсе-хӗпӗртесе, вӑкӑр пек мӗкӗрсе ячӗ те, вӗллене ҫӗклесе, каллех чӑтлӑхалла тапса сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Вара пӗр самант чӗнмесӗр пычӗ те, тӳсеймесӗр, чӳрече витӗр тулалла лач! сурчӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Ҫарта мӗнлерех пулнӑ-ши эсӗ? — тесе тӗлӗнет унран Лавр, тӳсеймесӗр кулса ярса.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Яла таврӑнсан, каччӑ шикленмеллипех шикленсе ӳкрӗ: унӑн хуҫалӑхӗ питӗ юхӑннӑ, килӗ-ҫурчӗ, карти-хури япӑхнӑ, ашшӗ сачӗ хӗрӗх пӗрремӗш ҫулхи хаяр сивве тӳсеймесӗр хӑрса ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Ку камӑн? — ыйтрӑм тӳсеймесӗр.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Чечексем те ӳстеретӗр-им? — тӳсеймесӗр ыйтрӑм эпӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫак хура тӳсеймесӗр Ҫтаппан арӑмӗ Татьяна инке вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗрет.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

— Ывӑл-и?.. — урӑх тӳсеймесӗр ыйтрӗ Микула.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех