Шырав
Шырав ĕçĕ:
Савса савни тунӑ сарӑ хӗр, Нина, сӑнарӗ, килӗштермен тӗсе тепӗр тӗс хутӑштарса темӗн чул урӑхлатас тесе тӑрмашсассӑн та, ҫук иккен, урӑхланмасть, тӗссӗрленмест иккен пӗрре вара вырнаҫнӑ чи-чи малтанхи илем.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
«Белограй пан» тути ҫинче пытанса тӑракан шап-шурӑ тӗс — виле тӗсӗ халӗ ун питҫӑмартийӗсем ҫине те, ҫамки ҫине те, янахӗ ҫине те куҫса ларчӗ.
16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
— Анчах хӗрлӗ тӗс тата пысӑк тарӑху тӗсӗ!..
Хӗрлӗ хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Тӗксӗм хӗрлӗ тӗс ерипен-ерипен тап-таса ҫулӑм тӗсне йышӑнать.Постепенно темно-красный сумрак переливается в свежие и чистые, огненные тона.
Хӗрлӗ хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Ҫӳлелле хӑпарнӑҫем хура-хӗрлӗ тӗс ерипен ҫуталать, малтан ҫутӑ хӗрлӗ тӗсе куҫать, унтан шупкарах кӗрен тӗслӗ курӑнма пуҫлать те сивӗ пӗлӗтӗн кӑвак талккӑшӗнче палӑрми пулать.
Хӗрарӑм-сунарҫӑ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Акӑ ӗнтӗ, хӗвел ҫаврашки те мар, тӳперен ӳкекен хӗрхӗлтӗм тӗс пӗтӗм таврана: лӑпкӑн выртакан шыв ҫийне те, чӑнкӑ шурӑ ҫырана та, эпӗ утакан сукмака та — кӗрен тӗс ҫаптарчӗ.
Турат ҫинчи сливӑсем // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 184–189 с.
Малтан ун куҫӗ умӗнче тӑман явӑҫни, тата туртасемпе пӗкӗ айӗнчи лаша силленсе пыни курӑнса тӑнӑ, тата вӑл хӑйӗн айӗнче выртакан Микитене астуса илнӗ; унтан тата ҫак шухӑшсем патне урӑх шухӑшсем хутшӑна пуҫланӑ, — вӑл праҫник ҫинчен, арӑмӗпе становой, тата ҫурта ешчӗкӗ ҫинчен, унтан каллех ешчӗк айӗнче выртакан Миките ҫинчен шухӑшланӑ; кайран тата ун куҫне сутакан-илекен мужиксем курӑна пуҫланӑ, тата шурӑ стенасемпе тимӗр витнӗ ҫуртсем, ҫав ҫуртсен айӗнче Миките выртнӑ; кайран пурте ун пуҫӗнче пӑтранса кайнӑ; сӗвек кӗперрин тӗсӗсенчен пӗр шурӑ тӗс пулать, ҫавӑн пекех ун пуҫӗнчи тӗрлӗ шухӑшсем те хутӑшса кайнӑ та ун пуҫӗнче нимӗн те юлман, вӑл вара ҫывӑрса кайнӑ.
IX // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
Вӑл хӑш-пӗр чух тимӗр шапан е хӗлле тытнӑ сӑсар тӗсӗнче тӗл пулакан илемлӗ ҫутӑ хӑмӑр тӗс пулнӑ.
X сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Хура тӗс ӗлӗкрен пыракан йӑлапа хурлӑхлӑ тӗс шутланать.
Вилӗм, пытару тата асӑну // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Живопиҫпе театр, прикладной искусство пире тӗспе киленме те вӗрентеҫҫӗ, Маркс каланӑ пек, халӑх лайӑх ӑнланакан тӗс туйӑмне йӗркелеҫҫӗ.
Хӑвна ху вӗрентни // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Наука тӗпчевӗсем кӑтартнӑ тӑрӑх, пӗчӗк ачана (ултта ҫитмен ачана) хӗрлӗ тӗс ытларах килӗшет, вӑл ӑна чи хитре тӗс тесе шутлать.
Хӑвна ху вӗрентни // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Куратӑн-и, хӗрлӗ тӗс унта та — вӗри туйӑм тӗсӗ, унӑн символӗ пулса тӑрать.Ты видишь, что красный цвет и здесь — цвет страсти, и он служит ее символом.
VII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Вӑл кукӑр ураллӑ, миҫе ҫултине пӗлмелле мар ҫын, унӑн пичӗ ҫинче те, пуҫӗ ҫинче те тӗс кайнӑ сайра ҫӳҫ, куҫӗ те тӗссӗр.
II // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Кӗрхи ешӗлпе симӗс тӗс ҫурхи таса тӗспе тӗлӗнмелле килӗшсе тӑраҫҫӗ, кун пек илемлӗх сӑрт айлӑмӗсенче лайӑх та хӗвеллӗ ҫулсенче кӑна тата ҫурҫӗрте пулать.
7. Алеша сӑрчӗ ҫинче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Хӗрлӗ тӗс сӑрӑ тӗсре илемлӗн палӑрнӑран-ши, тарпа йӗпеннӗ сӑн-питсемпе куҫӗсем йӑлтӑртатнӑран-ши, вӗсене ӗҫре хавхаланни илӗртнӗрен-ши, — пурте лайӑхланса кайнӑ пек туйӑнаҫҫӗ.
3. Ҫуркунне // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Хӗвел аялта тӑнӑ — кӑнтӑрла иртни ҫичӗ сехет пулнӑ ӗнтӗ, — ун чалӑш та сарлака, Розелли г-жан пӗчӗк пахчине пӗтӗмпех ҫутатса тӑракан пайӑркийӗсенче ылтӑн тӗсрен кӗрен тӗс ытларах пулнӑ.
XXIV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Тӗсӗсем вара кашнин харпӑр хӑй тӗс.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Лиза паян кӑна пӑртак салхуллӑрах, ҫавӑнпа унӑн сарӑ тӗс пур, ытти кунсенче сарӑ тӗс пачах пулмасть, ун пичӗ тӗлӗнмелле таса пулать, терӗҫ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Художник хушӑран темле таса, иккӗлентерекен тӗспе витӗннӗ тӳпене пӑхкаласа илчӗ, кашни пӑхмассерен унӑн ҫӑварӗнчен: «мӗнле таса тӗс!» е «тарӑхтарать, мур илесшӗ!» тенӗ сӑмахсем туха-туха кайрӗҫ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Унӑн сӑн-питӗнче темскер, ҫав тери кӑмӑла килмен тӗс, ҫав тери тискер тӗс пуррӑн туйӑннӑ, ҫавӑнпа та ӗнтӗ, ун ҫине пӑхаканнисем куҫӗсене йӑпӑр-япӑрах хӗрӗн хаваслӑ сӑн-пичӗ ҫине куҫарнӑ.
I // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.