Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗлӗнтерчӗ (тĕпĕ: тӗлӗнтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пултарулӑхӗпе, тимлӗхӗпе тӗлӗнтерчӗ, нимӗнле рейсран та пӑрӑнмасть, автомашини — ялан юсавлӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Вӗҫелиса ҫак сӑмахсене питех калаҫма юратман Василий Захаровичран илтме тӳр килни тӗлӗнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Хӗлимун шалт тӗлӗнтерчӗ: мухмӑрӗ те ҫук, вӑрман ҫаппи тиеме килнӗ инкесенчен те сӑра-эрех йӑлӑнса куҫран ӳкмест халь.

Куҫарса пулӑш

46 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Ӗҫме сӑра таврашӗ ҫук-и сирӗн? — сасартӑк ыйтса тӗлӗнтерчӗ мастер ҫынсене.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тӑлӑх арӑма юратнӑ тимӗрҫӗпе купӑсҫӑн сасси яланхи пек ӑшӑ мар пулни тӗлӗнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӑратнинчен сасартӑках ырӑ калаҫу ҫине куҫни тӗлӗнтерчӗ тата кӑштах пуҫне те ҫавӑрса ячӗ Ваҫиленне.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пуринчен ытла ӑна ҫак хӗрарӑм, анкетӑна ӗненес пулсан, «Малалла» колхоз дояркинче ӗҫлени тӗлӗнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Акӑ тытатӑп та сана вунӑ ача ҫуратса паратӑп, — тӗлӗнтерчӗ вӑл савнине.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Мӗн пытармалли пур, вӑл ҫак саманта хӑй ӑшӗнче тахҫанах кӗтнӗ-ха, халь вара савнийӗ калани шӑлт тӗлӗнтерчӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫавӑн чухлӗ шыв куҫ пек пӗчӗк ҫӑлтан тапса тухни, пӗтӗм таврари уйсене вӑйлӑ ҫумӑр ҫутарса шӑварни тӗлӗнтерчӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Тӗпсӗр ҫӑл куҫӗ вара тӗлӗнмеллипех тӗлӗнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Пӗрремӗш хут Ҫӗр ҫине аннӑ Пӗчӗкҫеҫ принц ҫын таврашне пачах та тӗл пулмарӗ, ку ӑна хытӑ тӗлӗнтерчӗ.

Итак, попав на землю, Маленький принц не увидел ни души и очень удивился.

XVII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Шӑплӑхра лараканскер тавра тулли кӗленчесем те, пушшисем те ҫаврӑнкалама май памасӑр кӗпӗрленсе тӑни ӑна хытӑ тӗлӗнтерчӗ.

Когда он явился на эту планету, пьяница молча сидел и смотрел на выстроившиеся перед ним полчища бутылок — пустых и полных.

XII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ку Пӗчӗк принца хытах тӗлӗнтерчӗ:

Это очень сильно удивило Маленького принца.

X // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ӑна чечекӗн лӑпкӑ ачашлӑхӗ тӗлӗнтерчӗ.

Откуда эта тихая нежность?

IX // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Авалхи виҫӗ хутлӑ уйрӑм ҫуртӑн тулаш енчи сӑн-сӑпачӗ Завьялова самаях тӗлӗнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Халатлӑ хӗрарӑма ҫак темле ҫухалса кайнӑ пек курӑнакан ҫын сасси вӑл ӗмӗтне ҫухатнине палӑртса чӗтрени тӗлӗнтерчӗ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

14. Акӑ вӑл урам… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вассан ӑшӑ, ҫутӑ, темле чи ҫепӗҫ юрӑ пек янӑравлӑ (чӑнах ҫапла «янӑравлӑ» тесе калас килчӗ унӑн) сӑн-пичӗ ытарайми илемпе тӗлӗнтерчӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Упӑшки темле ҫепӗҫҫӗн калаҫни Вассана тӗлӗнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫавӑнпа Васса паян ирех правление килсе кӗни председателе тӗлӗнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

II сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех