Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗлӗнтерчӗ (тĕпĕ: тӗлӗнтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку ӑна тата ытларах тӗлӗнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук укҫа тупни Макӑҫма та тӗлӗнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсем хирӗҫ саламламанни кӑштах тӗлӗнтерчӗ те.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук ним хӑрамасӑр чупса тухни пушшех тӗлӗнтерчӗ вӗсене.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ыйткаласа ҫӳрекене те урам хушши улаххи тӗлӗнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Икӗ арҫын, алӑк тулашӗнче юри сыхласа тӑнӑ пекех» ытла хӑвӑрт кӗни Ҫтаппана тӗлӗнтерчӗ пулсан та, вӗсем мӗн шухӑшланине тавҫӑрайман пирки, хӑй хутне кӗрессӗн туйӑнчӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Паллах, кун пек ӗҫ-пуҫ мана тӗлӗнтерчӗ, анчах хӑратмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Пушкӑртра тарӑн ҫырмасенче шӑлсене шӑнтакан ҫӑл шывӗ юхни тӗлӗнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Пултарулӑхӗпе, тимлӗхӗпе тӗлӗнтерчӗ, нимӗнле рейсран та пӑрӑнмасть, автомашини — ялан юсавлӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Вӗҫелиса ҫак сӑмахсене питех калаҫма юратман Василий Захаровичран илтме тӳр килни тӗлӗнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Хӗлимун шалт тӗлӗнтерчӗ: мухмӑрӗ те ҫук, вӑрман ҫаппи тиеме килнӗ инкесенчен те сӑра-эрех йӑлӑнса куҫран ӳкмест халь.

Куҫарса пулӑш

46 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Ӗҫме сӑра таврашӗ ҫук-и сирӗн? — сасартӑк ыйтса тӗлӗнтерчӗ мастер ҫынсене.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тӑлӑх арӑма юратнӑ тимӗрҫӗпе купӑсҫӑн сасси яланхи пек ӑшӑ мар пулни тӗлӗнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӑратнинчен сасартӑках ырӑ калаҫу ҫине куҫни тӗлӗнтерчӗ тата кӑштах пуҫне те ҫавӑрса ячӗ Ваҫиленне.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пуринчен ытла ӑна ҫак хӗрарӑм, анкетӑна ӗненес пулсан, «Малалла» колхоз дояркинче ӗҫлени тӗлӗнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Акӑ тытатӑп та сана вунӑ ача ҫуратса паратӑп, — тӗлӗнтерчӗ вӑл савнине.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Мӗн пытармалли пур, вӑл ҫак саманта хӑй ӑшӗнче тахҫанах кӗтнӗ-ха, халь вара савнийӗ калани шӑлт тӗлӗнтерчӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫавӑн чухлӗ шыв куҫ пек пӗчӗк ҫӑлтан тапса тухни, пӗтӗм таврари уйсене вӑйлӑ ҫумӑр ҫутарса шӑварни тӗлӗнтерчӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Тӗпсӗр ҫӑл куҫӗ вара тӗлӗнмеллипех тӗлӗнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Пӗрремӗш хут Ҫӗр ҫине аннӑ Пӗчӗкҫеҫ принц ҫын таврашне пачах та тӗл пулмарӗ, ку ӑна хытӑ тӗлӗнтерчӗ.

Итак, попав на землю, Маленький принц не увидел ни души и очень удивился.

XVII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех