Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗлкӗшет (тĕпĕ: тӗлкӗш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Футроз калаҫнӑ чухне ҫав хӗлхем тӗлкӗшет те унӑн питне талккӑшпех ҫутатать, ҫавна пула сӑнӗ улшӑнать — тараватлӑ-чӑн пулса тӑрать.

Когда Футроз говорил, эта искра разгоралась и освещала все лицо, отчего взгляд менялся, становясь добродушно-серьезным.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Унӑн куҫӗсенчен, хӑйӗншӗн те кӗтмен ҫӗртен, хӗрарӑмӑн савӑну-тӗлӗнӗвӗн шултра тумламӗсем шӑпӑрах юхса анчӗҫ, пичӗ хӗрелсе тӗлкӗшет.

Крупные, неожиданные для нее самой слезы женского восхищения брызнули из ее глаз, лицо горело румянцем.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Пӳлӗмре икӗ ҫурта ҫунать, икон умӗнче лампада тӗлкӗшет; лампада айӗнче кӗлтунӑ чухне католик тӗнӗн йӑлипе чӗркуҫленсе ларма тунӑ нумай сентреллӗ ҫӳллӗ сӗтел тӑрать.

В комнате горели две свечи; лампада теплилась перед образом; под ним стоял высокий столик, по обычаю католическому, со ступеньками для преклонения коленей во время молитвы.

VI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Сарӑ тӗтӗм ҫинҫен йӑрӑмланса йӑсӑрланать, кактус тӗлкӗшет, анчах хӗрӳ.

Поднялся лёгкой струйкой жёлтый дымок, кактусы тлели, но жара было много.

Марс // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

…Тӑна кӗрсен Йован пуҫне ҫӗклерӗ те хӑй ҫав тери хытӑ шӑннине туйрӗ; пӗтӗм ӳт-пӳ сурать, тӗлкӗшет; йӗри-тавра шӑп.

…Он очнулся и поднял голову, дрожа от ледяного холода, его била лихорадка, вокруг стояла тишина.

22 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Володя шӑпланчӗ, ӑна сывламашкӑн та йывӑр, ачалла пит-куҫӗ тӗлкӗшет.

Володя смолкает, ему тяжело дышать, он весь напрягся, детское лицо его горит.

Пӗр тӑван Волковсем // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 116–126 с.

Румыни тылӗ ялкӑшса ҫунать, пӗтӗм Румыни сехӗрленсе ӳкнӗн тата ӑнланмалла маррӑн тӗлкӗшет.

Пылает румынский тыл, пылает вся Румыния, тревожно и загадочно.

IX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Хӗрлӗ хунар урам варринче вӑйсӑр тӗлкӗшет.

Посреди улицы раскачивался тусклый красный фонарь.

VIII. Инкек куҫа курӑнмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Вӑл пуҫне ҫӗклерӗ; ун умӗнче ҫурта вырнаҫтармалли тимӗр ларать, шалта ҫутӑ пӑртак ҫеҫ тӗлкӗшет; ҫурти йӑлтах ирӗлсе пӗтнӗ, ҫӑвӗ сӗтел ҫине юхса сарӑлнӑ.

Он поднял глаза; перед ним стоял подсвечник с огнем, почти потухавшим в глубине его; вся свеча истаяла; сало было налито на столе его.

Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.

Кӗҫ-вӗҫ сӳнсе ларас пек тӗлкӗшет ҫӳл тӳпере Ала ҫӑлтӑр.

Дотлевали на небе Стожары.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кунтарах, авалхи Псков ҫӗрӗ тӗлӗнче, тем ҫинчен уҫҫӑн аса илтерсе тӑнӑ пек, пин-пин ҫӑлтӑрлӑ Хур кайӑк ҫулӗ ҫап-ҫуттӑн каварланса тӗлкӗшет.

А посредине, над древней псковской землей, неусыпным напоминанием, широким углящимся шляхом вычеканен Батыев Путь.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кӗҫ-вӗҫ сӳнсе ларас пек вӑйсӑррӑн йӑсӑрланса тӗлкӗшет Ала ҫӑлтӑрӑн тӗтӗмлӗ кӑвайчӗ турти чалӑшнипе тӳнсе юлнӑ тулли лав пек хӑяккӑн выртать.

Дотлевает на небе дымный костер Стожаров, как опрокинутая повозка с косо вздыбленным дышлом.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӗтӗм шӑмшакӗ унӑн, паян кӑна тӑхӑнтарнӑ тап-таса кӗпе-йӗм ӑшшипе канса, хаваслӑн тӗлкӗшет.

Всем телом радовался свежему, только нынче надетому белью.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Анчах сулахай ури вара пит йывӑр та вери, — вутпуҫҫи пек тӗлкӗшет.

Но левая была тяжелая и горячая, — она пылала, как головня.

X // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Пӑх эппин, — килӗшрӗ Дятлов; ун ӑшӗнче халь те-ха, сӳнмесӗр ҫунса ларакан пӗчӗкҫӗ лампа ҫути пек, вилӗмрен ҫӑлӑнас ӗмӗт тӗлкӗшет пулмалла.

— Тогда попробуй, — согласился Дятлов; кажется в нем и сейчас горела мечта спастись от смерти, как горела эта маленькая лампа.

IV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Тӗлкӗшет кӑна! — Вӑл темиҫе утӑм малалла ярса пусрӗ, унтан каллех Андрей патнелле вӑрт ҫаврӑнса тӑчӗ те, пӗтӗм сасӑпа, кӑшт кӑшкӑрсарах калама пуҫларӗ:

Только и пылает! — Он сделал несколько шагов вперед, потом снова повернулся к Андрею и вдруг заговорил в полный, немного крикливый голос:

XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Кӗтесри лампада сӳни-сӳнми ҫутипе турӑш умӗнче тӗлкӗшет.

Лампада перед божницей едва теплилась, бросая угасающий свет на иконы.

XI. Викентий // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Кунта улӑм пӗрчи кӑна тӗлкӗшет, Панагюриште таврашӗнче вара утӑ капанӗсем ҫунаҫҫӗ, анчах пирӗн правительство хӑлхасӑр та мар, суккӑр та мар…

— Здесь только соломинка тлеет, а вокруг Панагюриште горят целые стога, однако правительство у нас не глухое и не слепое…

V. Сутни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кӑмакари ҫулӑм шав тӗлкӗшет, пӗҫерекенӗн кӗреҫи шав чӑштӑртатать, хуранти шыв шав лӑкӑртатать, стена ҫинчи вут шуҫӑмӗ те ҫаплах пӗр сӑмахсӑр кулса чӗтрет…

Пламя в печи всё трепещет, всё шаркает по кирпичу лопата пекаря, мурлыкает вода в котле, и отблеск огня на стене всё так же дрожит, безмолвно смеясь…

Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.

9. Вара ҫапла шухӑшларӑм: «текех Ун ҫинчен аса илтермӗп, текех Унӑн ячӗпе калаҫмӑп»; анчах чӗремре вут тӗлкӗшет пек, шӑммӑмсем тӑрӑх ҫулӑм чупать пек, чарас тесе тӑрӑшрӑм, халтан кайрӑм — тытса чараймарӑм.

9. И подумал я: «не буду я напоминать о Нем и не буду более говорить во имя Его»; но было в сердце моем, как бы горящий огонь, заключенный в костях моих, и я истомился, удерживая его, и не мог.

Иер 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех