Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрӑшнине (тĕпĕ: тӑрӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Председатель хуралҫӑшӑн тӑрӑшнине Парамун ӑнланать.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Халиччен Лукарье пӗр сӑмахсӑрах мӗн кирлине чухлама тӑрӑшнине аса илчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Плаки вара Анука мӗнле илсе кайни ҫинчен, ку ӗҫре пуринчен ытла хӑй тӑрӑшнине палӑртса, кӗскен каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тата вӑл улӑхран таврӑннӑранпах Анукпа паллашма тӑрӑшнине пурте пӗлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку йӑхри медицина ӗҫченӗсем пӗтӗмпе 408 ҫул ҫынсен сывлӑхӗшӗн тӑрӑшнине ҫирӗплетмелле.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсен сывлӑхӗшӗн тӑрӑшакансене – чыс та хисеп! // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10977-cy ... -ta-khisep

Эсир маншӑн мӗнле тӑрӑшнине Сергейпе Иван йӑлтах каласа пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑтарнӑ хыҫҫӑн // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗр ача шахвӑртса калаҫма тӑрӑшнине сисрӗ пулсан та Иливан тата ытларах вӑтанчӗ, малтанах ним тавӑрса калама та пӗлмерӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Иливанпа Сарье // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑрнарти 2-мӗш шкулта, акӑ, пуҫламӑш классенче вӗренекенсемпе ашшӗ-амӑшӗ пурнӑҫ тӑршшӗпе хӑйсен тӗпренчӗкӗсемшӗн чунне парса тӑрӑшнине, вӗсем хисепе тата тав сӑмахӗсене тивӗҫлине сӳтсе явнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ачасем ашшӗсене саламлаҫҫӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11512-ac ... -salamlacc

- Коллектив пӗр тӗллевпе тӑрӑшнине кура ҫитӗнӳ турӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Вӑрнарсен - пилӗк ылтӑн // Елена ТОЛСТОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11513-v- ... il-k-ylt-n

— Эсир вырӑссемпе таса кӑмӑлпа пӗрлешнине, Хусан княҫӗсенчен яланлӑхах тасалма тӑрӑшнине ӗненетӗп.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Исмаил нуратдин ку сӑмахсене чунтан каланине, вӑл пирӗнпе чӑнах та туслӑ пурӑнма тӑрӑшнине ӗненетӗп эпӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ятлӑ-сумлӑ ҫар ҫынни ку организацин ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ, уйрӑмах ҫамрӑк ӑрӑва патриотла воспитани парассипе тимлӗ тӑрӑшнине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑлӑх чакмасть // Галина ТИХОНОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11519-yr ... h-chakmast

Тав тӑвар хресчене, вӑл ырми-канми тӑрӑшнине пула пирӗн сӗтел апат-ҫимӗҫрен пуян.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑкӑр хура тарпа ҫитӗнет // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11524-kh ... pa-cit-net

Ҫапах килти хуҫалӑхсенчен нумайӑшӗ пахалӑха лайӑхлатассишӗн тӑрӑшнине палӑртас килет.

Куҫарса пулӑш

Сӗт параканпа пуҫтараканӑн яваплӑхӗ ҫитмест // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 6 с.

Ҫапла, ял ҫыннисем те юратмаҫҫӗ мана, мӗншӗн тесен энӗ вӗсемшӗн тӑрӑшнине сисмеҫҫӗ, ӑнланмаҫҫӗ.

А почему не любят? Потому что не понимают, что я для них стараюсь.

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ревизор сӑмаха илтсен эпир тӳрех Н.Гоголӗн пьесине аса илетпӗр те, унран мӗнле хӑранине, ӑна юрама тӑрӑшнине куҫ умне кӑларатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Суту-илӳпе ҫыхӑнтарнӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/30/%d1%81%d1%8 ... 80%d0%bda/

Тӑрӑшнине аслисем те, турӑ та курать.

А старанье ваше заметят и вышние, и всевышний, будьте покойны.

Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Шутлать вӑл: ҫыхӑну ҫинҫе, Анчах… анчах, тен, пулӗ усӑ, Тӑрӑшнине путармӗ пусӑ: Ҫурт-йӗр тӑваҫҫӗ анлӑ, ҫӳллӗ; Пуҫламӑш — малтанхи пӑта.

Куҫарса пулӑш

XXII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Мӗншӗн тесен вӗсем Ятман колхоза вӑйлӑлатассишӗн мӗнле тӑрӑшнине курса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Мӗнле ӑнлантарса парӗҫ-ши вӗсем хӑйсем ҫапла ҫултан-ҫул улталама тӑрӑшнине?

Куҫарса пулӑш

3. Тата тепӗр посольство // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех