Шырав
Шырав ĕçĕ:
Галя чӗрне вӗҫҫӗн тӑрать, сиксе те пӑхать, анчах Маруся аллинчен тытма ниепле те пӳ ҫитеймест, — тӑрӑшни те кӑлӑхах.Галя подпрыгивает, встаёт на цыпочки, но всё напрасно — она не может достать до Марусиной руки.
Маруся, Галя тата Вера ҫухални // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.
Пӗтӗм тӑрӑшни ҫӑва патне кайрӗ!
VII сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Туса лартнӑ вите кӑшт кӑна ун ҫӗрӗ ҫине кӗнӗ пулин те, Иван Иванович хӑй кӳреннине палӑртмарӗ; анчах чӗри унӑн хӑвӑрт тапрӗ, тулашӗнчен лӑпкӑн курӑнма тӑрӑшни уншӑн питех те хӗн пулчӗ.
III сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Лелька инҫе, анчах ӑна пурпӗрех намӑс пулса ҫитет, ырӑ кӑмӑллӑ пулма тӑрӑшни канӑҫ памасть.Лелька далеко, а угрызения совести и благородный порыв не дают покоя сейчас.
Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Апат ҫинӗ вӑхӑтра амӑшӗ, пӗр шухӑша тӗрлӗ май ҫавӑркаласа, мӗнле вӑл пурне те хӑйӗн хевти ҫитнӗ тарая тума тӑрӑшни ҫинчен темиҫе хут кала-кала панӑ.За ужином мать на разные лады и с бесконечными повторениями объясняла, как она для них старается.
Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.
Ҫав ҫынсем яланах пӗр-пӗрне хыттӑнах мӑшкӑллама тӑрӑшни ҫинчен эпӗ вуланӑ кӗнекесем ним те шарламастчӗҫ, ҫавӑ темле тӗлӗнмелле пекчӗ.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫынна мӗнле пӑхнинче унтан яланах кулма, ӑна ыраттарма, лайӑх мар тума тӑрӑшни сисӗнетчӗ.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл мана яланах хӑй ҫинчен шухӑшлаттарса ҫӳретет, ҫине тӑрсах ӑна ӑнланса илес килет, анчах ҫавӑн пек тӑрӑшни усӑсӑр.
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ох-хо, Олеша, чухӑн пурӑнать халӑх, никам та уншӑн тӑрӑшни ҫук.Охо-хо, Олёша, бедно живёт народ, и никому нет о нём заботы!
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хӑйне хӑй ним пӗлмен ҫын вырӑнне хума, ахалех кӳрентернӗ Иван Белограй слесарь пек кӑтартма тӑрӑшни халӗ айванла япала ҫеҫ пулнӑ пулӗччӗ.Глупо теперь отнекиваться, разыгрывать из себя невинно оскорбленного слесаря Ивана Белограя.
16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Хӑйӗн кӗрешӳри юлташӗсем, тусӗсем — тӑван заставӑри пограничниксем пурте тревогӑпа тӑни, вӗсем пурте ӑна пулӑшма тӑрӑшни, чикке пӑсакана тытас ӗҫри ответлӑха вӗсем те унпа пӗрлех туйса тӑни Смолярчука вӑй-хал парать, хӑйне шанса тӑма пулӑшать, юлташӗсем пулӑшнине пӗлни, ун ҫинчен шухӑшлани ӑна хавхалантарать.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Стефан Дзюба Белограя хавасланса кӗтсе илнӗ пек курӑнма тӑрӑшрӗ, паллах, вӑл тӑрӑшни харам пулмарӗ: Белограй, ӑна курса, картузӗпе сулчӗ, ӑшшӑн кулчӗ.
2 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Сomme il faut пуласси маншӑн хисепе тивӗҫлӗ ӗҫ, пысӑк пахалӑх, пур енчен те лайӑха тухассишӗн тӑрӑшни ҫеҫ мар, пурнӑҫӑн тӗп шӑнӑрӗ пулса тӑчӗ, унсӑр пуҫне телей те, чап та, ҫут тӗнчере нимӗнле лайӑх япала та пулма пултараймасть, тесе шутларӑм.
XXXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Манӑн философи ыйтӑвӗсемпе калаҫас кӑмӑл пурччӗ те, эпӗ мӑнаҫлӑн: юрату вӑл хӑвӑнта мӗн ҫуккине тепӗр ҫынра тупма тӑрӑшни пулать, терӗм тата ытти ҫакнашкал сӑмахсем каларӑм.
XXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ ҫакна ҫийӗнчех асӑрхӑттӑм, нимӗн те каламӑттӑм, Дмитрий патне кайӑттӑм та калӑттӑм: «Тусӑм, эпир пӗр-пӗринчен пытарма тӑрӑшни кӑлӑхах: хӑвах пӗлетӗн, эпӗ санӑн йӑмӑкна хам виличчен те юратма пӑрахас ҫук; анчах эпӗ йӑлтах пӗлетӗп, эсӗ манӑн чи лайӑх шанчӑка пӗтертӗн, мана телейсӗре хӑвартӑн; анчах Николай Иртеньев хӑйне ӗмӗрлӗхех телейсӗр туса хӑварнӑшӑн епле тавӑрассине пӗлетӗн-и? — Ака сана ман йӑмӑкӑм», — вара эпӗ ӑна Любочка аллине тӑсса парӑттӑм.
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Епле тумланни тата ҫӳҫне тураса тирпейлени енчен пӑхсан, Софья Ивановна ҫамрӑк сӑнлӑ пулма тӑрӑшни палӑрать, унӑн ҫӳҫӗнче кӑвакарнӑ пайӑркасем пулас-тӑк, вӑл вӗсене ҫынна кӑтартман пулӗччӗ.
XXIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫапах, ман паллӑсем, пӗтӗмӗшпе илсе шутласан, «тӑваттӑран» чылаях иртрӗҫ, анчах ку мана пӗртте интереслентермерӗ ӗнтӗ; мала тухасшӑн тӑрӑшни ытла та айванла хӑтлану тата mauvais genre кӑна пулать тесе шутла пуҫларӑм, ҫакна хама ҫирӗппӗн ӗнентертӗм; ман шутпа шӑпах Володя пек туса пырас пулать: питех начар та ан пултӑр, ытлашши лайӑх та ан пултӑр.
XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ ҫак хуҫӑка ҫӑра ӑшне тӑрса юлнӑ пайпа сыпма, ҫав пая мӗнле те пулин кӑларма тӑрӑшни те кӑлӑхах пулчӗ; юлашкинчен: «Эпӗ тепре айӑпа кӗтӗм» текен хӑрушла шухӑшпа килӗшмелле пулчӗ, ҫитменнине ку айӑп паянах, атте хӑйӗн кабинетне килсенех, курӑнать.
XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мана атте пачах уйрӑм йышши, питӗ чаплӑ, эпӗ ӑнланайми тата яхӑнне пыма пултарайми ҫынсем хушшинче пурӑннӑн туйӑнатчӗ, унӑн вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлме тӑрӑшни — ӑна хисеплемесӗр кулни пулать, тесе шутлаттӑм.
XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унӑн хура фраклӑ ҫӳлӗ кӗлетки, шухӑш-кӑмӑлне уҫӑмлӑн палӑртакан шурса кайнӑ пичӗ ҫав тери кӑмӑллӑ; сӑхсӑхма, аллине ҫӗре перӗнтерсе пуҫ тайма, пупран ҫурта илме е тупӑк патне ҫывхарма яланхи пекех пӗр иккӗленмесӗр тунӑ хусканӑвӗсем те килӗшӳллӗ; анчах, мӗншӗнне пӗлместӗп, шӑпах ҫав самантра вӑл кӑмӑллӑ курӑнма тӑрӑшни килӗшмерӗ мана..
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.