Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрӑшма (тĕпĕ: тӑрӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
2003 ҫултанпа Чӑваш Республикин Вӗренӳ министерствинче тӑрӑшма тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Толстов Михаил Юрьевич // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D0%BE%D ... 0%B8%D1%87

Пӗр сӑмахпа каласан, халӑхӑн пурнӑҫ условийӗн шайне лайӑхлатса пырассишӗн ырми-канми тӑрӑшма тивет.

Куҫарса пулӑш

Шупашкар хулине 555 ҫул ҫитнине палӑртса хулашӑн пӗлтерӗшлӗ вун-вун объект хута кайӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/09/shup ... sa-hulasha

Ял халӑхӗн сывлӑхӗшӗн татах та пысӑкрах хавхаланупа тӑрӑшма унӑн ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми вӑй-хал пултӑр.

Куҫарса пулӑш

Хисеплӗ ята тивӗҫрӗ // Галина Новикова. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d1%85%d0%b ... %80%d3%97/

Ӗҫе юратаканскер, хуҫасемшӗн тӑрӑшма ӳркенмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗрарӑм кӑмӑл-туйӑмне хытарнӑ, ачисемшӗн пурӑнма, вӗсемшӗн тӑрӑшма тупа тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

— Мана, Терентьев юлташ, ҫынсен сывлӑхӗшӗн яваплӑ пулма, вӗсем производствӑра ан сусӑрланччӑр тесе тӑрӑшма хушнӑ, — терӗ ӑна хирӗҫ Ирина.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫапах та, чӑн-чӑн юлташсем тупӑнччӑр тесен, сахал мар тӑрӑшма тивет санӑн.

Куҫарса пулӑш

42 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫав минтере пула пӗтӗмпех сывалса вӑраннӑ хыҫҫӑн вӑл малалла этемлӗхшӗн тӑрӑшма ӑсаннӑ.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӑван Тамбов тӑрӑхне таврӑнсан запасри юланутҫӑ большевиксен партийӗн укомӗнче тӑрӑшма пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Экснер малалла Сарӑтура консерватори уҫас тӗлӗшпе тӑрӑшма пуҫланӑ, ҫак ыйтӑва татса парас тӗлӗшпе вӑл ИРМО тӗп дирекцине сахал мар ҫитнӗ.

Следующим этапом в деятельности Экснера стало стремление открыть в Саратове консерваторию, о чём он ходатайствовал в главную дирекцию ИРМО.

Л.В. Собинов ячӗллӗ Сарӑту патшалӑх консерваторийӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9B.%D0 ... 0%B9%C4%95

— Вырӑн ҫинчен тӑрсанах, ирхи туалета вӗҫленӗ хыҫҫӑн, планета сывлӑхӗ-тасалӑхӗшӗн хыпӑнса тӑрӑшма тивет.

— Встал поутру, умылся, привел себя в порядок — и сразу же приведи в порядок свою планету.

V // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Паян аса илнӗ чух пурнӑҫри чӗрӗ сӑнсене ӳкерсе-чӗртсе тӑратма маншӑн шутсӑр ҫӑмӑл мар, апла пулин те эпӗ май пур таран тӑрӑшма тивӗҫлӗ.

Конечно, я постараюсь передать сходство как можно лучше.

IV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Лизӑна ҫакӑн пек туйӑннӑ: Виктора вӑл ачашӑн тата Лизӑшӑн кирлӗ пек тӑрӑшма пултарайманни пӑшӑрхантарать, ҫав пӑлхатать.

Куҫарса пулӑш

11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

«Апла пулсан, эсӗ хӑвӑн усӑсӑр ӗҫне пӑрах, кӗреҫӳне, кирккуна ывӑтса яр, ӗҫлеме, тӑрӑшма чарӑн!

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Маншӑн каплах тӑрӑшма епле ӳркенмен-ха вӑл?» — тӗлӗнчӗ Васса.

Куҫарса пулӑш

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Халӗ сирӗн тахҫанхи ӗмӗте пурнӑҫлама шанчӑк пур - нумай тӑрӑшма та тивмӗ.

Сейчас у вас есть все шансы исполнить давнюю мечту, причем вам даже не придется прикладывать особые усилия.

37-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Халӗ хӑш-пӗр ӗҫре ҫине тӑрсах тӑрӑшма тивӗ.

Сейчас придётся прилагать определённые усилия в некоторых делах.

32-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Кулленхи ӗҫре пысӑк хавхаланупа тӑрӑшма ҫирӗп сывлӑх, тулли телей, ӑнӑҫу сунатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Почтальон тухать ҫула – кунсерен сумка йӑтса // Ангелина Иноходцева. http://kasalen.ru/2023/07/11/%d0%bf%d0%b ... %bc%d0%ba/

Активистсем пирки сӑмах пуҫартӑмӑр та, вӗсен хушшинче сӳрӗк чунлисем ҫук, пурте йывӑрлӑхсене татса пама, Тӑван ҫӗршывӑмӑр ырлӑхӗшӗн тӑрӑшма хатӗррисем ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫитӗнӳсен пухмачӗ ырӑ ӗҫсемпе пуянлантӑр // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d2%ab%d0%b ... %bd%d0%bb/

Кил-ҫуртшӑн тӑрӑшма пӗлни!

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех