Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрӑшаҫҫӗ (тĕпĕ: тӑрӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗренӳ ҫулне ачасем кунта хаваспах пуҫӑнасса аслисем шанса тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Капмаррӑн курӑнать пӗлӳ «карапӗ» // Владимир ФЕДОРОВ. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Ӑна авӑнӑн 1-мӗшӗ тӗлне уҫма тӑрӑшаҫҫӗ.

Его собираются открыть к 1 сентября.

Пӑрачкав патӗнчи кӗпер ҫӗмрӗлнӗ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/12955.html

Паллах, халӑха ҫырав тӗллевӗ пирки Чӑвашстат ӗҫченӗсем витӗмлӗн ӑнлантарма тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннин ырлӑхӗшӗнех пӗлтерӗшлӗ // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Самана улшӑннӑ май пуйӑс ҫулӗн пӗлтерӗшӗ те чакрӗ, анчах пурнӑҫа юратакан, вӗри чӗреллӗ ҫынсем Пӑрӑнтӑк ҫӗрӗн ятне ҫӳлте тытма тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑрӑнтӑк 65 ҫулта // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

– Кунта иккӗшӗ те – урхамахӗ те, юланутҫи те – тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Кунта чунпа канатпӑр…» // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Сӑн ӳкерчӗкри Снежана Целищевӑшӑн, Мария Протоповичшӑн, Виктория Егоровӑшӑн вӗсем чӑннипех те ҫывӑх, хӗрачасем пушӑ вӑхӑта вӗсемпе ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Урхамахсем – чи ҫывӑх туссем // АННА ФИЛИППОВА. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Елена Семеновна мӗн вӗренсе пӗтернӗренпех, 40 ҫула яхӑн ӗнтӗ, — Чурачӑкри ача садӗнче музыка ертӳҫинче, мӑшӑрӗ вырӑнти тимӗр-бетон заводӗнче водительте тӑрӑшаҫҫӗ.

Елена Семеновна с окончания обучения, уже более 40 лет, — музыкальный руководитель Чурачикского детского сада, супруг работает на местном заводе железобетонных изделий.

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче Комсомольскинчи РСУ, Урмаел вӑтам шкулӗнче Шупашкарти «ДИС» ООО СК компанисем тӑрӑшаҫҫӗ.

В средней школе №1 Комсомольска работает компания РСУ Комсомольска, в Урмаевской средней школе Чебоксарская СК "ДИС" ООО.

Ҫӗнӗ спортзал - пысӑк ҫитӗнӳсем // Н.БЕЛКОВА. «Каҫал Ен», 2016.07.01

Чи малтан ҫак уйрӑмлӑхсене палӑртни кирлӗ: чӗлхесенче логика пусӑмӗпе интонаци, кӗлӗсенчи пек, тӗп вырӑнта мар, кӗлӗсен йӗркисем пӗр-пӗринпе сӑмах сыпӑкӗ тӗлӗшӗнчен танлашма тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

«Филипповсем питӗ ӗҫчен ҫемье, тӑрӑнса каяслах тӑрӑшаҫҫӗ. Анчах те ӗҫ майне пӗлмеҫҫӗ, те ӗлкӗреймеҫҫӗ? Вӑкӑра мӗн тесе 15 ҫул усрас сӑмахран\? Ӗнисем те лайӑх пӑхманран сӗт нумай антармаҫҫӗ. Хӑйсен пурнӑҫне хӑйсем йывӑрлатаҫҫӗ пек туйӑнать. Ҫурт тума тытӑннӑранпа 10 ҫул иртсе кайрӗ ӗнтӗ. Тирпейлӗх вӗсемшӗн пӗлтерӗшлӗ мар», — хушса хучӗҫ теприсем.

"Семья Филипповых очень работящая, стараются до упаду. Но или не успевают, или не знают как работать? Например, зачем держать быка 15 лет? И коровы из-за плохого ухода молока много не дают. Кажется, свою жизнь сами усложняют. С начала строительства дома прошло уже 10 лет. Порядок для них не значим", - говорят другие.

«Элек саракансемех пулӑшу ыйтма килеҫҫӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №

Аслисем киле канмалли кунсене, каникула кӑна таврӑнаҫҫӗ халӗ, ҫавӑнпа ашшӗ-амӑшне кил-тӗрӗшре кӗҫӗннисем пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пире хулара кичем» // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Ҫак ҫынсем кунсерен тӑрӑшаҫҫӗ, пирӗн пурнӑҫа малалла кайма ҫул уҫаҫҫӗ, — терӗ Рустэм Хамитов. — Пӗр власть тытӑмӗ ҫеҫ мӗнпур нушасене татса параймасть.

Эти люди ежедневно трудятся, открывают дороги для дальнейшего развития нашей жизни, - сказал Рустэм Хамитов. - Наша одна структура власти не может решить все проблемы.

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ — чӑвашсем никӗсленӗ хулара // Юрий МИХАЙЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.15

Пилӗк килограмран та пулин хӑтӑлас тесе хӑшӗсем питӗ ҫирӗп диетӑна пӑхӑнма, халран кайиччен тӗрлӗ хускану тума тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хырӑм ай парӗ тиркет // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.05.25. 20№

Уявӗсене те пӗр кунта ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла савӑнтаракан «Кӗмӗл ҫӑлкуҫ» // Светлана САДЫКОВА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Муркаш шкулӗнче ачасене тӗрлӗ енлӗ аталантарма тӑрӑшаҫҫӗ.

В Моргаушской школе стараются развивать детей всесторонне.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Лупашкасем паян та ҫапла ӗҫлеме тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачасем валли - спорт лапамӗ // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20

Акӑ, сӑмахран Владимир Пушкин, Рафаил Тагиров, Анатолий Макаров ӗҫченсем хуҫалӑхра 40-шер ҫул ытла тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрий Поповпа Петр Краснов ял ӗҫченӗсемпе курнӑҫрӗҫ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Паянхи кун ял тӑрӑхӗсенче пурӑнакан нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫӗр лаптӑкӗпе вӑхӑтра тивӗҫтерме тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Район ҫыннисемпе тӗл пулса ыйтусене уҫӑмлатнӑ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Кӑшавӑш тӑрӑхӗнче пурӑнакансем те тӑван тавралӑха илемлӗрех, тасарах тӑвассишӗн тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Намӑсланма пӗлсессӗн шанӑҫ пур-ха // ДЕОМИД ВАСИЛЬЕВ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Ытларах уйрӑм кил хушма хуҫалӑхне аталантарма илес тесе тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑм кил хуҫалӑхӗсене - пулӑшу // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех