Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрӑхӗпе (тĕпĕ: тӑрӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эсир пампассен тӑрӑхӗпе ҫӳренӗ, ҫав вӑхӑтрах Горн сӑмсахӗнчен ҫавӑрӑнса кайма ниепле те пултарайман.

Так как вы путешествовали по пампасам, вы не могли в это же самое время огибать мыс Горн.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Эпӗ майорпа килӗшетӗп, шанӑҫ сахал пулсан та, вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель тӑрӑхӗпе пӗтӗм тӗнче тавра ҫавӑрӑнмалла пулать.

Я согласен с майором, что, как бы слаба ни была надежда, надо объехать вокруг света по тридцать седьмой параллели.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Нивушлӗ эсир ӑнланмастӑр, — терӗ малалла майор, — Грант капитан хӑй кӑтартса панӑ вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель тӑрӑхӗпе кайса ӑна шыраса тупас шанӑҫ сахал пулсан та, шыравсене пур-пӗрех малалла тӑсас пулать?

— Неужели вы не понимаете, — продолжал майор, — что как бы слаба ни была надежда отыскать капитана Гранта, идя вдоль указанной им тридцать седьмой параллели, эти поиски необходимо продолжать?

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— «Дункан» ҫине ҫитсенех хӗвелтухӑҫнелле ҫул тытатпӑр та крушенипе инкек курнӑ ҫынсене тупиччен вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель тӑрӑхӗпе тӗнче тавра ҫавӑрӑнса каятпӑр!

— По прибытии на «Дункан» возьмём курс на восток и пройдём вдоль всей тридцать седьмой параллели вокруг света, пока не найдём потерпевших крушение!

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Паганель старике пампассен тӑрӑхӗпе ҫул ҫӳрени ҫинчен каласа пачӗ, хӑйӗн мӗнпур калавне вӑл кунти индеецсем ӑҫта кайса кӗни ҫинчен ыйтнипе пӗтерчӗ.

Паганель рассказал старику о путешествии через пампасы и закончил своё повествование вопросам, почему индейцы покинули страну.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫак йӑхсем хальхи вӑхӑтсенче, унччен Буэнос-Айрес провинцинче куҫса ҫӳренӗ евӗрлех, пампассен тӑрӑхӗпе куҫса ҫӳреҫҫӗ.

Племена эти кочуют теперь по пампасам так же, как раньше кочевали по провинции Буэнос-Айрес.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫырансен тӑрӑхӗпе, лапсӑркка тӗмӗсен хӳттинче, ҫӑмӑл королексем явӑнса ҫӳреҫҫӗ, хаваслӑ тӑрисем юрлаҫҫӗ; сывлӑшра тангорсем мӗлтлетсе илеҫҫӗ, вӗсен тӗкӗсем колибри тӗкӗ пекех ҫап-ҫутӑ.

На берегах под защитой густого кустарника резвились лёгкие корольки, пели весёлые жаворонки; в воздухе мелькали тангары, соперничающие по яркости оперения с колибри.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Ывӑнса ҫитнӗ лашасенчен урисене аран ҫеҫ улӑштарма пултаракан лашаллисен вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель тӑрӑхӗпе мӗн вӑй ҫитнӗ таран малалла каймалла.

— Те из нас, у кого лошади настолько ослабли, что едва переставляют ноги, должны продолжать, сколько хватит сил, двигаться вперёд вдоль тридцать седьмой параллели.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Патагонец яланах пампассен тӑрӑхӗпе ҫул кӑтартса ҫӳрекен чи аван проводник пулни те палӑрчӗ.

Выяснилось, что патагонец был профессиональным проводником по пампасам.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Унӑн куҫӗсем умӗнчен темиҫе тӗрлӗ картинсем иртеҫҫӗ те, вучахри вут хӗлхемӗ ялтӑраса кайсан, труках таҫта кайса кӗреҫҫӗ; Гленарван ҫывӑракан юлташӗсен пичӗсене пӑхса илчӗ те хӳшӗ стенисен тӑрӑхӗпе йӑрӑлтатса иртекен ӗмӗлкесене курчӗ.

Самые разнообразные картины одна за другой проносились в его мозгу и исчезали, как только внимание его отвлекалось вспышками искр в очаге; Гленарван смотрел на лица спящих товарищей, на мимолётные тени на стенах казухи.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Пеонсем ҫавӑн тӑрӑхӗпе аннӑ чухне час-часах ҫурӑм ҫине выртаҫҫӗ те темиҫе ҫӗр чалӑш ҫапла ярӑнса анаҫҫӗ.

Пеоны, спускаясь по нему, часто скользят на спине по нескольку сот саженей.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Сӑмах мӗн пурӗ те виҫҫӗр аллӑ лье ҫул тӑвасси ҫинчен пырать, — эпир вӗт тӳрӗ ҫулпа ҫӳретпӗр — эпир ҫурҫӗр полушаринче Испани, Сицили, Греци ҫӗр-шывӗсен урлӑшӗпе пыракан широтан тӑрӑхӗпе каятпӑр, тӗлӗнмелле ҫӗрсем курса ҫӳретпӗр, вӑл ҫул ҫинче иртсен иртет пӗр уйӑх!

Речь идёт всего-навсего о путешествии в триста пятьдесят лье, — ведь мы пойдём по прямой линии, — о путешествии под широтой, на которой в северном полушарии расположены Испания, Сицилия, Греция, о путешествии в идеальных климатических условиях, о путешествии, которое, в конечном счёте, займёт едва месяц!

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Е тата, тем пек ӗмӗтленсе тӑнӑ ҫӗртех, эпир вӗсене ҫак ҫӗр ҫинче тупаймасассӑн, вара пирӗн, хамӑр ӗҫе пула пӗтӗм тӗнче тавра ҫавӑрӑнмалла пулсан та, вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель тӑрӑхӗпе вӗҫне тухичченех каймалла пулать.

А если даже, против всякого ожидания, мы не найдём их тут, мы должны будем следовать вдоль тридцать седьмой параллели до конца, даже в том случае, если бы пришлось совершить для этого кругосветное путешествие!

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Акӑ, пӑхӑр, ҫип ҫапнӑ пек тӳп-тӳрӗ йӗр, ӑна эпӗ карттӑ ҫинче чӗрнепе паллӑ турӑм, ҫав йӗр тӑрӑхӗпе пырса, пирӗн ҫак ҫӗршывӑн тепӗр енне ҫитичченех каҫса каймашкӑн тивӗҫ пур.

Мы обязаны пересечь эту страну вот по этой прямой линии, которую начертил на карте мой ноготь?

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Талькагуанона килсен вӑл, укҫа-тенкине хӗрхенмесӗрех, ҫынсене пуҫтарчӗ те, пӗтӗм ҫыран тӑрӑхӗпе шыраса ҫӳремешкӗн ячӗ.

Он вернулся в Талькагуано и, не жалея ни хлопот, ни денег, снарядил людей на поиски по всему побережью.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Юлашкинчен, пролив тӑрӑхӗпе вӑтӑр ултӑ сехет ишнӗ хыҫҫӑн, Ӳкӗнӳллӗ Ҫӗрӗн хӗрринче Пилар сӑмсахӗн чуллӑ ҫӗрӗ курӑнчӗ.

Наконец после тридцати шести часов плавания по проливу показалась скала мыса Пилар на краю Земли Отчаяния.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Чӑнах та, паҫӑртанпах «Дункан» Бют ҫыранӗсен тӑрӑхӗпе пырать, ҫеҫке ҫурса тӑракан айлӑмри хула, тӗлӗнмелле хитре те ем-ешӗл Ростей, хыҫала тӑрса юлнӑ.

И в самом деле, «Дункан», прибавив ходу, проходил в эту минуту мимо острова Бьюта, справа виднелся Ротсей.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель Араукани урлӑ каҫса каять, Патагонин ҫурҫӗр енчи чиккин тӑрӑхӗпе пампассен хушшинчен пырса, Атланти океанӗн шывӗсенче ҫухалать.

Тридцать седьмая параллель пересекает Арауканию, проходит через пампасы по северным областям Патагонии, а затем через Атлантический океан.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Пӗррехинче эпӗ ҫырма тӑрӑхӗпе пынӑ чухне йывӑҫ тӗмӗ айӗнче чӗрӗп выртнине куртӑм.

Раз шёл я по берегу нашего ручья и под кустом заметил ежа.

Чӗрӗп // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 18–21 с.

Пӗтӗм Чир тӑрӑхӗпе пӗрре.

Первая дымоварка по всему Чиру.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех