Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑркачӑ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавна пӗле тӑркачӑ пӗрех ачасем хытӑ тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫавна пӗле тӑркачӑ эсӗ сиксех унпа кайма хатӗрччӗ.

А ты была готова вскочить и бежать за ним.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хуҫи килӗнче ҫуккине пӗле тӑркачӑ ун вырӑнне килсе ним пулман пек ҫурт лартаҫҫӗ.

Узнали, что хозяин в тюрьме, и как ни в чем не бывало заняли его место.

XVI. Ял ҫывӑрмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ильясӑн кӗпи чавса тӗлӗнче ҫӗтӗлнӗччӗ, ӑна тимӗрҫӗ майри, Володя амӑшӗ, сапласа пачӗ, ашшӗ ҫавна та кура тӑркачӑ асӑрхамӑш пулчӗ.

Продралась у Ильяса рубашка на локтях — ему заштопала ее жена кузнеца, Володина мама, отец же ничего этого не заметил.

IV. «Харам пыр» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

«Лаша Шерккейӗ ӑсран тайӑлман пуль-ҫке, хуҫи килте ҫуккине пӗле тӑркачӑ ҫаплах иртӗхсе хӑтланни ыр кӑмӑлтан тӑвас тенӗ ӗҫ мар ӗнтӗ», — терӗҫ ҫынсем.

«Шерккей-Лошадь, видать, совсем умом тронулся: знать, что хозяина нет дома, и творить такое неправедное дело», — говорили люди.

IV. «Харам пыр» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫын ҫуккине пӗле тӑркачӑ вӑл каллех укҫине шутлама пуҫӑнчӗ.

И вновь начал было пересчитывать деньги.

III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Рада пӑшӑрханнине пӗле тӑркачӑ мӗншӗн вӑл Марийкӑна пулӑшма ӑна ярасшӑн пулмарӗ-ши, — ҫавна ниепле те пӗлеймерӗ.

Она разделяла опасения Рады, но никак не могла взять в толк, почему Рада не позволила ей кинуться на выручку Марийке.

IX. Пулӑшаканни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Огнянов ҫак улӑпӑн хӑтланчӑшне пӗле тӑркачӑ кулкаласа илчӗ.

Огнянов усмехнулся, вспомнив привычку этого великана.

III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Унтан вара кӑҫал ҫуркунне, Каблешков килсе кайнӑ хыҫҫӑн, ҫамрӑк яш-кӗрӗм темле мухтавлӑ ӗмӗтпе ӑсран каясса ҫити пӗр харӑс ҫӗкленме хатӗрленнине кура тӑркачӑ, арӑмне теплерен ҫакӑн пек сӑмах хушса хучӗ:

Потом, уже этой весной, после появления Каблешкова, Марко, видя воодушевление молодежи, столь решительно готовящейся к осуществлению своего безумного, но возвышенного замысла, как-то сказал жене:

XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хайхискер, пурте харӑс тӑриччен малтан вӑранса, пурне те сиссе-пӗлсе тӑнӑ тӑркачӑ сисмесӗр-пӗлмесӗр тӑнӑ манӑҫлӑ туйӑмпа эпӗ доктор ҫинчен шухӑша кайрӑм та, вӑл ывӑлӗ патне фронта пыни ҫинчен Ромашов мӗн каласа панине асӑма илтӗм.

И вот, проснувшись ещё до подъёма и находясь в том забытьи, когда всё чувствуешь и понимаешь, но даёшь себе волю ничего не чувствовать и не понимать, я стал думать о докторе и вспомнил рассказ Ромашова о том, как доктор приезжал к сыну на фронт.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Княгиня йӑнӑшнине пӗле тӑркачӑ ӑна хирӗҫ пымарӑм эпӗ.

Я не противоречил княгине, хотя знал, что она говорит вздор.

Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех