Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑратпӑр (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Уяв умӗн ҫакнашкал паха парнесене тивӗҫнӗ нумай ачаллӑ ҫемьесене чун-чӗререн саламлатпӑр, кашни тӗпренчӗкӗ ҫӗршыва юрӑхлӑ ҫынсем пулса ҫитӗнессе шанса тӑратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫула ҫӗнӗ ҫуртсенче кӗтсе илнӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/01/14/ce%d0%bde- ... bb%d0%bde/

Эпир хапха умӗнче тӑратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Коронавируспа чирлеместпӗр, вӑл пире пурпӗрех ҫӗнеймест тесе шутлатпӑр, анчах… // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/02/04/%d0%ba%d0% ... %bf%d1%83/

Кӗпер Раҫҫей халӑхӗсен культура еткерлӗхӗн объекчӗ йышне кӗрсен сӑн-сӑпачӗ тӗлӗшӗнчен капӑрланасса, унӑн сумӗпе чапӗ ҫӗршыв шайӗнче ӳсессе тата районта туристсен йышӗ хушӑнасса шанса тӑратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей тележурналисчӗсем Мӑкӑр кӗперӗпе паллашрӗҫ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/02/25/%d1%80%d0% ... %bf%d0%b0/

— Хӑҫанччен тӑратпӑр ҫапла Хусан хапхи умӗнче?

Куҫарса пулӑш

15. Хусан хапхи умӗнче.. // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

«Ку пурнӑҫра кӑна эпир пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑратпӑр пуянлӑхпа е вӑйпа мухтанатпӑр. Леш тӗнчене лексен вара ушкӑнӗ пӗр пек, пӗр тӑвансем пек пулса тӑратпӑр», — тесе ашшӗ пысӑк чул ҫине ҫар пикисен ячӗсене ҫырма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫав парк пуҫламӑшӗнче тӑратпӑр та халӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Асту, улан, ҫапӑҫатпӑр, мӑрса тӗкӗрҫисемпе хирӗҫ тӑратпӑр сире, Тукай киличчен нимӗн те памастпӑр, — калаҫса йӑлӑхнӑ пек пулса хапхаран кӗме тӑчӗ Урасмет.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Йӑлапа тумтир тӗлӗшӗнчен тутарсене ҫывӑх тӑратпӑр.

Куҫарса пулӑш

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Нимӗн те тумастпӑр-ҫке, — терӗ Ахтупай, — Мамалей укҫи пӑрахма килнӗччӗ те, тӑратпӑр ак.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эпир пуҫласа Раҫҫейри «Студентсен ҫуркунни» фестивалӗн ТОП-10 йышне кӗтӗмӗр, Федерацин Атӑлҫи округӗнче общество проекчӗсене пурнӑҫлас енӗпе виҫҫӗмӗш вырӑнта тӑратпӑр.

Впервые мы вошли в ТОП-10 Российского фестиваля «Студенческая весна», занимаем третье место в реализации общественных проектов Приволжского федерального округа.

Олег Николаев Ҫамрӑксен кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/06/27/gla ... aet-s-dnem

Анчах Павлуш кам иккенне пӗлсен, вӑл пиччӗшӗ ҫинчен ыйтса пӗлесшӗннине кура, Ермолай Григорьевич: — А мӗн шӑнса тӑратпӑр ҫак эпир тулта, кӗрер, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫапла эпир те пуянсен шутӗнче тӑратпӑр пулать.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Сан ҫине шанса тӑратпӑр.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Мӗншӗн-ха эпир, учительсем, чӑваш халӑхӗ ҫав тери хӗсӗк пурӑннине курса тӑратпӑр пулсан та, нимӗн те тӑваймастпӑр?

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тата Гарвейпа пулса иртнӗ пӑтӑрмах ҫакӑнса тӑрать; унран ҫапларах пӑрӑнса иртес терӗмӗр: кунта икӗ кун ытларах тӑратпӑр та Сан-Губерта е урӑх ҫӗре ҫул тытатпӑр.

Еще висела эта история с Гарвеем, которую мы думали миновать, пробыв здесь не более двух дней, а потом уйти в Сан-Губерт или еще дальше.

XXVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

«Чӑмав» маневр турӗ, пурте парӑссем патӗнче ӗҫлеҫҫӗ, пӑрахут малалла куҫнине Дэзипе иксӗмӗр сӑнаса тӑратпӑр.

«Нырок» сделал маневр, отчего при парусах заняты были все, а я и Дэзи стояли, наблюдая удаление парохода.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

— Гез мана пӗр уйӑх тӑратпӑр терӗ.

— Гез сказал мне, что простоит месяц.

VIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Енчен те вӑл сире юратать тӗк — вунӑ утӑма кайса тӑратпӑр та шӑпамӑра пирӗнтен мӗн те пулин касса ҫӗлеме ҫавӑнтах ирӗк паратпӑр.

Если она вас любит, станемте шагах в десяти и предоставим судьбе выкроить из этого что ей угодно.

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Паян эпир цифра технологийӗсемпе ҫыхӑннӑ улшӑнусен умӗнче тӑратпӑр, пирӗн республикӑра вӗсем ҫитес ҫулсенчех пулса иртмелле.

Сегодня мы находимся на пороге перемен, связанных с цифровой трансформацией, которая ожидает нашу республику в ближайшие годы.

Олег Николаев Радио кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/05/07/gla ... aet-s-dnem

Халӗ эпир Гент Стэнли караванне лекес умӗнхи сыпӑк ҫинче чарӑнса тӑратпӑр.

Теперь мы остановимся на эпизоде, предшествовавшем появлению Гента в караване Стэнли.

V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех