Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫӗрле вӑл, кӑмака хутса, пӳрте ӑшӑтать, хур ашӗ пӗҫерет, ҫисе тӑраннӑ хыҫҫӑн выртса канать.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Кӗтӳҫӗсем апат ҫисе тӑраннӑ тӗле хӗрсем ӗнисене суса пӗтерчӗҫ.
XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
— Мӑй таранах тӑраннӑ та-ха эсӗ… — йӑл кулчӗ ҫамрӑк пассажир.
1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.
Ҫисе тӑраннӑ мӑнукӗсене пахчаналла илсе тухрӗ.
Кишӗр // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/560
— Атя апатланар, эпир ҫисе тӑраннӑ ҫӗре пӑрала хатӗр пулӗ, — тет.
Пӑрала // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Ҫапла майпа, чӑх пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн сӑхсах тӑраннӑ пек, юр-вар туянмалах та, тутли-пылаккине тутанса пӑхмалӑх та услам-паришӗ пулатчӗ унӑн.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Ҫисе тӑраннӑ чӗпӗсем вара шыв пырса ӗҫеҫҫӗ.
II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Малтисем кӑшт тӑраннӑ пек пулсанах вырӑнпа пӗрмаях хӑйсен хыҫӗнчисемпе улшӑнса пычӗҫ.
Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.
Пыл чашӑкне лекнӗ шӑна ҫапла асапланать; вӑл пылне йӗкленичченех ҫисе тӑраннӑ ӗнтӗ, ирӗкре вӗҫсе ҫӳреме каясчӗ унӑн, анчах ӑна пыл ямасть: вӑл урасене те, ҫунатсене те ҫилӗм пек ҫыпӑҫнӑ, хӑй ҫумне яланлӑхах ҫыхса лартнӑ; унӑн пылакӗ те ӗнтӗ тӳсме ҫук йӳҫӗ, ҫапах тӳсес пулать, пур пӗрех вӑл хӑйӗн ҫирӗп ытамӗнчен вӗҫертмест.
VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Матушка лайӑх ҫывӑрса тӑраннӑ хыҫҫӑн упӑшки пӳлӗмӗн алӑкӗ патне пырса итлерӗ.
Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ун пеккине эпир, Хусан ханӗсем пуҫ пулса пурӑннӑ вӑхӑтрах курса тӑраннӑ».
7. Вӗҫленмен ҫапӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ял хушшинче илтсе тӑраннӑ усал хыпара асра тытса, ваттисем тӗкӗрҫӗсене хирлӳпе ухӑ такмакӗсене илме, Сӗмӗл ҫыннисене вара сенӗксем йӑтса тухма хушрӗҫ.
12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Эпир ӑна курса тӑраннӑ, — терӗ Тукай, ыттисен кӑмӑлне сиснӗ пек.
1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Микулайӗ хӑйма ҫисе тӑраннӑ кушак пек ҫуланса ларать, Клавйи вӑтаннӑ пек туса пуҫне уснӑ.Мигулай ведет себя как кот, только что нализавшийся сметаны, а Клавье сделала вид, что смутилась.
Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Халӑх ҫисе тӑраннӑ ҫӗре ачасем яла каймалли ҫул ҫине пушӑсемпе кайса тӑчӗҫ.
Чӳк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Лупин-Горбатый мӑрсасене вӑрҫса тӑраннӑ иккен.
5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ахтупай хӑйне мӑрса чӗнтерессе кӗтсе тӑмарӗ, ыйхӑран тӑраннӑ хыҫҫӑн мӑрса патне хӑех кайма шут тытрӗ.
4. Упа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Кӑштах калаҫкаласан килӗшсе тӗв турӗҫ: тӗмсем патӗнче ӳпре-шӑна ҫывӑратмӗ, лашасене тертлентерсех ҫитерӗ, ҫавӑнпа та янаварсене юхан шыв хӗррине яма, хамӑр вара ту хушӑкӗнче канса вӑй пухма, унтан тӑраннӑ лашасене хамӑр тӗлте кӑкарма йышӑнтӑмӑр.
V. Бигӑн ту ҫул // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Красноармеецсем ирхи апатне ҫисе тӑраннӑ хыҫҫӑн, хӑшӗ гимнастеркине тӳмелекелесе, хӑшӗ каннӑ урисене пуртянка чӗркекелесе, кашниех мӗнпе те пулин ӗҫлӗ пулчӗҫ.
V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Ара, какӑриччен тӑраннӑ ҫыннӑн пӑшӑхланӑ кӑвакал тукмакки те анмасть тенешкел, пӗр-пӗр хресчене, калӑпӑр, ампар алӑкне вунӑ тӑпса ҫине ларттараймӑн, хӗрарӑма кӑмакаран кӑвар харӑсах пилӗк-ултӑ турчӑкапа турттараймӑн.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.