Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Пин те ҫичҫӗр… ҫулта ҫакӑнти мӑнастире, поляксен аллинче тӑраканскере, казаксемпе тутарсем хупӑрласа илнӗ пулнӑ…— В 17… году казаки с татарами осаждали этот монастырь, занятый польскими войсками…
II // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Лантенак, Анатри Бретаньпе Анатри Нормандие хӑй майлӑ ҫавӑрса, акӑлчансене ҫул уҫса парасшӑн, унтан вара Вандейӑри пысӑк ҫара, икҫӗр пин хресчентен тӑраканскере, акӑлчансен ҫирӗм пин салтаклӑ корпусӗпе пулӑшасшӑн пулнӑ.
I. Граждан вӑрҫипе ҫемье вӑрҫи // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Военком вӗсене, уйрӑмах старике, 1903 ҫултанпа парти членӗнче тӑраканскере, хулари парти активӗн пухӑвӗсенче курнӑ тӑрӑх пӗлет.
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Тутӑ та сӳрӗк этем, эсӗ йӗпкӗн хӗрлӗ чечеке, вӑрӑм туни ҫинче шӑнкӑрав пек усӑнса тӑраканскере, ҫапах та асӑрхамасӑр иртсе каяймастӑн: ытарайми илӗртӳллӗ ҫав чечек.
Вӑрман сыхлавҫи // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Ҫапах та Паганель Патагонин ҫутҫанталӑкӗ ҫинчен калакан пӗр халапне, ҫак ҫӑлтӑрпа ҫыхӑнса тӑраканскере, хӑйӗн тусӗсене ярса пачӗ: индеецсем пӗлнипе Орион — вӑл темӗн пысӑкӑш лассо та виҫӗ болас, вӗсене пӗлӗт чатӑрӗнчи аслӑ сунарҫӑнталли пӑрахнӑ, теҫҫӗ.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Акӑ вал ура ҫине тӑчӗ те Николашкӑна, пысӑккисем мӗн ҫинчен калаҫнине шӑппӑн итлесе тӑраканскере, хӑй патне чӗнсе илчӗ.Но он поднялся и подозвал Николашку, который тихонько подслушивал, о чем говорят старшие.
Ҫутаттӑр // Олимпиада Таллерова. Гайдар, Аркадий Петрович. Ҫутаттӑр: калав; вырӑсларан О.Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1971. — 44 с.
Мана, телейпе ҫиҫсе тӑраканскере, шурӑ халатлӑ аппасем киле ҫитиччен машинӑпа леҫсе, пӳрте йӑтса кӗртсе тӳшек ҫине вырттарсах хӑварчӗҫ.
Шӑвӑҫ чуман // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 38–42 с.
Давыдов нумайранпа шкула кӗрсе курман, ҫавӑнпа та халӗ ӑна класс алӑкӗ умӗнче хӗвелпе шупкалнӑ кепкине чӑмӑртаса тӑраканскере, темле, хӑй те ӑнланман туйӑм ҫавӑрса илчӗ.
XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Эпӗ ҫӗнтертӗм ӑна, ҫав ҫынвӗлерекене, ҫав куҫлӑхне ҫӗклесе ман еннелле ҫаврӑнса эпӗ вилессе сивлек кӑмӑлпа кӗтсе тӑраканскере.Я победил его, этого убийцу, который, повернув голову, подняв очки, хладнокровно ждал моей смерти.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Мана та, манса кайса пӑхса тӑраканскере, сцена ҫине тӗрткелесе кӑларчӗҫ…
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
16. Ҫак Авраам хӗрне, вунсакӑр ҫул хушши шуйттан ҫыхса тӑраканскере, ҫав ҫыхӑран шӑматкун хӑтармалла марччӗ-и? тенӗ.
Лк 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Патша Вакхида — хӑйӗн пӗр ҫывӑх тусне, юханшыв леш енчи ҫӗре тытса тӑраканскере, патшалӑхри чаплӑ ҫынна, хӑйӗн шанчӑклӑ ҫыннине — суйласа илнӗ те 9. ҫавна тата унпа пӗрле усал Алкима — ӑна священник пулма ирӗк парса — Израиль ывӑлӗсене тавӑрма хушса янӑ.
1 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫиччӗмӗш уйӑхра, уйӑхӑн ҫирӗм пӗрремӗш кунӗнче, Ҫӳлхуҫаран Аггей пророк урлӑ сӑмах пулнӑ: 2. халӗ ӗнтӗ Зоровавеле — Салафиил ывӑлне, Иудейӑна тытса тӑраканскере, тата Иисуса — Иоседек ывӑлне, аслӑ иерее — тата халӑх йӑлкӑмне ҫапла кала: 3. ҫак Ҫуртӑн малтанхи чапне курнисенчен кам та пулин тӑрса юлнӑ-и сирӗн хушшӑрта, тата ӑна халӗ мӗнлерех куратӑр эсир?
Агг 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Иаир, Манассия ывӑлӗ, пӗтӗм Аргов ҫӗрне Гесурпа Мааха ҫӗрӗсен чиккине ҫитичченех илчӗ, Васана вӑл хӑйӗн ячӗпе «Иаир ялӗсем» теме пуҫларӗ, вӗсем халӗ те ҫавах; 15. Махира эпӗ Галаад ҫӗрне патӑм; 16. Рувим йӑхӗпе Гад йӑхне вара Галаадран пуҫласа Арнон юхӑм шывӗ таран, юхӑм шывпа Аммон ывӑлӗсен ҫӗр чиккийӗ пулакан Иавок ҫырми хушшинче выртакан ҫӗре, 17. ҫавӑн пекех тӳремлӗхпе Иордан шывне, чикӗ пулса тӑраканскере, Киннерефран пуҫласа тӳремлӗхри тинӗс — Тӑварлӑ тинӗс — хӗррине ҫитиччен, Фасга тӑвӗ патӗнчи тухӑҫ енчи ҫӗре, патӑм.
Аст 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2