Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑпрапа (тĕпĕ: тӑпра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑпрапа пӗрле хутшӑнса кайнисене ҫуса илеҫҫӗ, ылтӑн пуринчен те йывӑртарах пулнипе тӗпне ларса юлать, ҫавӑнпа тӑпра шывпа юхса каять.

Россыпное золото добывается путём промывки, при которой золото, как более тяжёлое, оседает на дно, а размытая порода уносится водой.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Тӑпрапа хутшӑнса кайнисем ҫав хытӑ япаласем саланса кайнипе пулса тӑнӑ.

Россыпи образовались от разрушения жил.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ылтӑн вырӑнӗсем ҫӗр ҫинче икӗ тӗрлӗ пулаҫҫӗ — тӗприсем тата тӑпрапа хутшӑнса кайнисем.

Месторождения золота в природе бывают двух видов — коренные, или жильные, и россыпи.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Хуп-хура ӗнсе кайнӑ тӑпрапа ҫав йӑм-йӑм ҫутӑпа чӑлтӑртатса выртакан участоксем хушшинчи контраст тӳремлӗхре хӑйне манир сӑн-сӑпат кӳрет.

Контраст между выгоревшей, почерневшей почвой и этими сверкающими ослепительным блеском участками придавал равнине своеобразный вид.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӗсен айӗнче вӑл вӑрах хушӑ пӗкӗ пек авкаланчӗ, шӑнӑр хутлатнӑ чухнехи пек тӑсӑла-тӑсӑла тӳрленекен урисемпе кӗрпеклӗ юра хырса чаваларӗ; йынӑша-йынӑша ярса, ут чӗрнисем алтӑкласа пӗтернӗ, пулӑхлӑ хура тӑпрапа йӑлтӑртатакан ҫӗр ҫинче — хӑй ҫуралнӑ, пурӑннӑ, хуйхӑ-суйхӑпа пуян та телей-савӑнӑҫран чухӑн пурнӑҫ мӗн хатӗрлесе панине хӑй йӑлтах илнӗ ҫӗр ҫинче — пуҫӗпе ҫапкаланчӗ.

Но он долго еще выгибался под ними дугой, рыл судорожно выпрямлявшимися ногами зернистый снег и, стоная, бился головой о взрытую копытами, тучную, сияющую черноземом землю, на которой родился и жил, полной мерой взяв из жизни — богатой горестями и бедной радостями — все, что было ему уготовано.

XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫут хӗррисем юртан тасалса ҫаралаҫҫӗ; таврара тӑмлӑ тӑпрапа ҫӗрӗшнӗ курӑк шӑрши кӗрет.

Отходят и оголяются супесные пригорки, первобытно пахнет глинистой почвой, истлевшей травой.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫурхи хӗвелӗн, типсе кимӗрчӗкленнӗ тӑварлӑ тӑпрапа пӗлтӗрхи ҫӗрӗшнӗ курӑксен шӑршисене сӑрхӑнтарса ҫил вӗрет.

Запахами солнца, сохлых солончаков и сопревшей прошлогодней травы напитан ветер.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Масар шӑтӑкне ӑна христиансен йӑлипе — пуҫне хӗвеланӑҫ еннелле туса — вырттарчӗҫ; ҫиелтен ҫӑра хура тӑпрапа витрӗҫ.

Положили в могилу по-христиански: головой на запад; присыпали густым черноземом.

XXXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сергей Ставрополе кайса ҫӳренӗ вӑхӑтра Ҫемен ватӑ Семененковсене ҫӗнӗ нӳхреп алтса пачӗ (кив нӳхрепӗ вӑйлӑ ҫумӑрта ишӗлсе аннӑ), ӑна тӑпрапа витрӗ, ҫиелтен кӗл сапрӗ, пусӑ тасатрӗ, ҫӗнӗ ҫатан карта тытрӗ, кукуруза пухма сапетка ҫыхрӗ.

Пока Сергей ездил в Ставрополь, Семен выкопал у стариков Семененковых новый погреб (старый завалился после ливня), покрыл его землей и посыпал сверху золой, почистил колодец, поставил новый плетень, заплел сапетку для кукурузы.

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Юрать, кӑна тӑвӑпӑр эпир, — сӑмах пачӗ Григорий, тӑпрапа вараланнӑ кабеле пӗшкӗнсе илсе.

— Ладно, это мы сделаем, — сказал Григорий наклонившись и поднимая запачканным землей кабель.

XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Вӑл ваткӑллӑ пиншак тӑхӑннӑ, ҫӑм тутӑр ҫыхнӑ, унӑн уринчи аттисем хура пылчӑкпа, юман тӗпне сыхлануллӑн ҫӗклесе илнӗ алли тӑпрапа вараланнӑ.

Одета она, была в ватник, подвязанный шерстяным платком, на ногах — сапоги в липком черноземе; ладони ее, на которых она приподняла молодой дубок, были испачканы землей.

XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Лавсем ҫине хӑма ещӗксемпе хӑва корзинкӑсем лартнӑ; ҫав ещӗксемпе корзинӑсене Чурсунри тӑмлӑ тӑпрапа пӗрле ҫулталӑкри юмансен, катӑркассен, карагачӑн тӗпӗсене нумай лартса тухнӑ.

На бричках стояли деревянные ящики и хворостяные корзины; в эти ящики и корзины вместе с чурсунским суглинком кустами усаживались однолетки дуба, ясеня, карагача.

XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Вӗсене вырнаҫтарса, ҫиелти тӑпрапа витеҫҫӗ, хыҫалтан план тӑвакансем чанкӑртатакан лента сӗтӗрсе пыраҫҫӗ, виҫӗ ураллӑ япалана лартса тимлӗн пӑхаҫҫӗ, виҫеҫҫӗ, ҫыраҫҫӗ.

После их размещения их прикрывают верхним дерном, а сзади планомеры несут звонкую ленту, установив треногую вещицу, внимательно смотрят, меряют, записывают.

IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ял ҫинчен ҫырнӑ пирӗн литературӑна, калӑпӑр, хура тӑпраллӑ анлӑ уй-хирсемпе, ял ҫинчен ҫыракансене ҫав тухӑҫлӑ тӑпра ҫинче ҫӗр ӗҫлекенсемпе танлаштарас пулсан, ҫак хӑюллӑ танлаштарӑва малалла аталантарса; ҫак хура тӑпрапа (агроном чӗлхипе каласан) епле усӑ курнине тата унта мӗнле культурӑсем акса тунине пӑхас пулсан, — вара ҫав ҫӗрӗн пӗтӗм лаптӑкне сухаласа акнине курма пулӗччӗ.

Если бы сравнить нашу литературу о деревне, скажем, с обширными полями чернозема, а товарищей, пишущих о деревне, с хлеборобами, обрабатывающими эту плодородную почву; если бы такое сравнение развить дальше и присмотреться, как же (говоря языком агронома) освоен этот чернозем и какие культуры на нем возделываются, то можно было бы увидеть всю площадь земли вспаханной и посеянной.

XXI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Халиччен тӑнӑ вырӑна улӑштарса, трактор бригадисем те хӑйсен пӗтӗм хуҫалӑхӗпе: уйри тимӗрҫ лаҫҫипе, кухньӑри савӑт-сапасемпе, тимӗр пичкесемпе, тӗренӗсене тӗкӗр пек йӑлтӑртатичченех тӑпрапа сӑтӑрса тасатнӑ плугсемпе тулӑ пуссинелле куҫрӗҫ.

Туда же, меняя стоянку, направились тракторные бригады со всем своим хозяйством — с походной кузней, с кухонным скарбом, с железными бочками и с плугами, у которых лемехи так начищены землей, что блестят зеркалами.

II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Вырӑнӗ-вырӑнӗпе — вӑл тӑпрапа хутшӑнса кайса, тар тӗтӗмӗпе хуралса ларнӑ.

Местами — он был густо перемешан с землей и покрыт пороховой гарью.

XXVI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Тумтир шӑрши те, чӗрӗ тӑпрапа лӑсӑ тата ҫӗрме пуҫланӑ улӑм шӑршисем те капланнӑ кунта.

В нем скопились запахи потной одежды, сырой земли, хвои и прелой соломы.

XXI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Юргин тӑрӑшсах котелок тӗпӗнчи ҫунӑка тӑпрапа сӑтӑрса тасатать.

Юргин старательно оттирал гарь на дне котелка.

XII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Пичче лашасене аран-аран чарчӗ, пӗрне тӑварса, мана ун ҫине урлӑ хучӗ те юланутпа хуторалла юрттарчӗ, эпӗ ӑнран кайнӑ, пӗтӗмпех хам дудак чӗкрипе тата тӑпрапа вараланса пӗтнӗ, дудакӗ путсӗрскер, чип-чиперех вӗҫсе кайнӑ.

Брат кое-как остановил коней, отпрег одного, меня поперек положил и — верхи в хутор, а я без памяти, весь дудачиным пометом и землей обмазанный, а дудак, подлюка, натурально, улетел.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Демка ывӑҫ тупанне Ҫемен сӑмси умне тыта-тыта кӑтартать; ывӑҫ тупанӗ ҫинче хӑйӗн ҫӳп-ҫаплӑ, тӑпрапа тата викӑпа хутӑштарнӑ таса мар тырӑ выртать.

Демка совал к лицу Семена ладонь, а на ладони лежала горстка сорного, перемешанного с землею и викой зерна.

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех