Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпир хамӑр тӑван планета ҫинче ҫӗр тӑрӑх утатпӑр, алла пӗр ывӑҫ тӑпра илетпӗр те пӗр-пӗрне тӑпрапа перетпӗр…
Уйӑх ҫинче // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Ну, кунта ӗнтӗ, чӑнах та, ҫӗрӗ лайӑхрах: тӑмлӑрах тӑпра, лайӑх тӑпра теҫҫӗ хресченсем; тепӗр каласан, мана валли пур ҫӗрте те тырпул ҫителӗклӗ пулать.
Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.
Икӗ ҫивӗчлӗ пысӑк хӗҫӗсемпе, вӑрӑм сӑнӑсемпе тупӑксем алтрӗҫ, ҫӗлӗксемпе, тумтир аркипе тӑпра йӑтрӗҫ, козаксен ӳчӗсене тирпейлесе хучӗҫ те, вӗсен куҫӗсене ҫӑхансемпе ҫӑткӑн ӑмӑрткайӑксем сӑхса пӗтӗрмелле ан пултӑр тесе, чӗрӗ тӑпрапа витрӗҫ.
VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Вӑл малтан сарӑ тӗслӗ тӑпрана илсе ывӑтрӗ, унтан хура тӑпра тухрӗ, вара — хӗрлӗреххи.Он сначала откидывал жёлтую землю, потом пошла земля чёрная, потом красноватая.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.
Тимӗр хыпкӑчлӑ машина, ҫыран хӗрринчи тӑпрана ӑса-ӑса илсе, лартнӑ пӗренесем хушшине тӑпра тӑкнӑ.А машина с высокой железной рукой ходит по стенке и ковшом нагребает на неё землю.
Шыв илни // М. Тимофеева. Житков Б.С. Пулӑшу килет: калавсем; вырӑсларан М. Тимофеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 28 с.
Ҫыран хӗрринче пин-пин ҫын кӗреҫесемпе тӑнине курах кайнӑ капитан, ҫынсем тачкӑсемпе тӑпра турттарнӑ, ҫыран хӗррине шыв ан ҫиттӗр тесе ӑна тӑпрапа ҫирӗплетесшӗн пулнӑ.
Шыв илни // М. Тимофеева. Житков Б.С. Пулӑшу килет: калавсем; вырӑсларан М. Тимофеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 28 с.
Ҫӗр ҫинче тӑпрапа пӑчкӑ кӗрписӗр пуҫне урӑх нимӗн те тупманнипе, Беби пӗчӗк ача пекех выляма пуҫлатчӗ: вӑл хлобочӗпе тӑпра пухатчӗ, унтан ӑна хобочӗпе илсе хӑйӗн пуҫӗпе ҫурӑмӗ ҫине сапатчӗ.
«Карлик» // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Эпӗ унпа пӗрле ҫамрӑк йывӑҫсене пӑхаттӑм, шӑтӑксем алтса тӑпра тултаттӑм, йывӑҫсем ҫинчи хуртсене иртсе пӑрахаттӑм, тӗпӗсене тӑпра купалаттӑм.Я рыл и таскал землю, вместе с ним ухаживал за молодыми деревцами, снимал червей, окапывал стволы.
3. Пирвайхи ӗҫсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Вӗсем чӳлмеке тӑпра тултарса чечексем куҫарса лартнӑ вӑхӑтра, хатӗрленӗ чӳлмексем ҫинче те, тӑпра куписем ҫинче те темӗн чухлӗ ҫерҫи сиккелесе ҫӳрет.
Кайӑксемпе ачасем // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Вӑл ура ҫине тӑчӗ те, арӑмӗн пичӗ ҫине пӗр тӑпра муклашки те ӳкерес мар тесе, виле шӑтӑкне майӗпен те асӑрхануллӑн тӑпра тӑкма тытӑнчӗ.Он выпрямился и стал осторожно засыпать могилу, стараясь, чтобы комки не падали на лицо.
36 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Витязь ҫулӗ ҫинче тем чухлӗ шӑршӑсем эфир ҫӑвӗн шӑрши те, нумай ҫул ӳсекен ӳсентӑран тымарӗсен шӑрши те, мӑк шӑрши те, ҫӗнӗ тӑпра (тин сирӗлсе курӑннӑ тӑпра) шӑрши те, ҫӗрнӗ ҫулҫӑсен шӑрши те: вӑрманти тӗрлӗ чӗрчунсен шӑрши те пур.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Чӑнкӑ гранит тусен хӗррисенче, тӑпра тытӑнса тӑман вырӑнсенче, пӗр сыпӑк хыҫҫӑн тепӗр сыпӑк пусма евӗр картсем турӗҫ, унта йывӑр чулсем хурса ҫирӗплетрӗҫ, вара ҫемҫе тӑпра сапрӗҫ.
5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Акӑ мӗн тума кирлӗ: моделе илеҫҫӗ те ещӗке лартаҫҫӗ, ещӗкӗ тимӗртен тунӑскер, анчах унӑн тӗпӗ ҫук, унтан ҫав ещӗке тӑпра тултараҫҫӗ, моделе каялла туртса кӑларсан, тӑпра ӑшӗнче модель формиллӗ путӑк юлать.
Иккӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Штабс-капитан ҫапах та, пӗшкӗнкелесе те пулин, траншея тӑрӑх уткаласа пырса, тӑпра чавса тунӑ хӳтлӗхсем патне чиперех ҫитрӗ те, сапернӑй офицерпе пӗрле, пӑч тӗттӗм ҫӗртех ӗнтӗ, ҫынсене ӗҫе вырнаҫтарчӗ те, тӑпра купаласа тунӑ хӳтлӗх ҫумӗнчи шӑтӑка кӗрсе ларчӗ.
4 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Тепӗр виҫҫӗр утӑма яхӑн кайсан, эсир каллех батарея патне пырса тухатӑр — унта вара шӑтӑксем алтса тултарнӑ, йӗри-тавра тӑпра тултарнӑ корзинкӑсем купаланӑ, платформӑсем ҫинче тупӑсем, ӑҫта пӑхнӑ унта тӑпра купаласа тунӑ хӳтлӗхсем.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Кунта вара пылчӑк, йӗри-тавра тӑпра тултарнӑ корзинкӑсем, тӑпра купаласа тунӑ хӳтлӗхсем, нӳхреп пек алтнӑ шӑтӑксем, платформӑсем, ҫӗр пӳртсем; ҫав ҫӗр пӳртсем ҫинче ҫав тери пысӑк чугун тупӑсем лараҫҫӗ, тирпейлӗн купаласа хунӑ етресем выртаҫҫӗ.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Нӳрлӗ тӑпрана, чӑн та, пӗтӗмпе чавса тухнӑ, аялта кӑна мар, ҫӗрулми хунӑ ҫӗрте те тӗллӗн-тӗллӗн тӑпра купаланни курӑнчӗ.Повсюду были кучи свежевырытой земли; даже там, где хранилась картошка, пол был перекопан.
I. Канӑҫсӑр ир // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
— Кубань ҫеҫенхирӗн хура тӑпри — тата Угреньти вӑрманлӑ уйсенчи кӗлленнӗ хӑйӑрлӑ тӑм тӑпра! — терӗ Высоцкий ыратнӑ чухнехи пекех асапланса та ҫамкине пӗркелентерсе.
4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Тӑпрапа пӗрле хутшӑнса кайнисене ҫуса илеҫҫӗ, ылтӑн пуринчен те йывӑртарах пулнипе тӗпне ларса юлать, ҫавӑнпа тӑпра шывпа юхса каять.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ку округсем пурте ылтӑн тӗлӗшӗнчен питӗ пуян пулнӑ, анчах Овенсра шыв ытлашши нумай пулни ӗҫлеме йывӑрлатнӑ; Балларадри ылтӑн тӑпри унта-кунта пулни ӗҫе чӗртсе яма чӑрмантарнӑ; Бендигӑра чуллӑ тӑпра ылтӑна уйӑрса илме паман; пӗр Александр тӑвӑнчӗ кӑна, ӗҫе чӗртсе ярас тесен, мӗн кирли пурте пулнӑ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.