Шырав
Шырав ĕçĕ:
50. Ҫапла патша Вефсурӑна хӑйӗн аллине ҫавӑрса илнӗ те ӑна сыхласа тӑмашкӑн унта хурал хӑварнӑ.50. И овладел царь Вефсурою и оставил в ней стражу, чтобы стеречь ее.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл священниксене — Турӑ Ҫуртӗнче кӗлӗ туса тӑракансене, Ҫӳлхуҫана ӗҫлесе тӑмашкӑн Ун патне ҫывӑхаракансене — пулӗ.принадлежать будет священникам, служителям святилища, приступающим к служению Господу:
Иез 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Левий йӑхӗнчи священниксем вара, Садок ывӑлӗсем, Израиль ывӑлӗсем Манран уйӑрӑлса кайнӑ вӑхӑтра пӗрмай Манӑн Сӑваплӑ вырӑнӑма сыхларӗҫ, ҫавӑнпа ӗнтӗ Мана ӗҫлесе тӑмашкӑн, Ман патӑма ҫавсем ҫывӑхарӗҫ, Мана ҫупа юн памашкӑн, ҫавсем Ман умӑмра тӑрӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вӑл Турӑ Ҫуртне пур енчен те, тӑватӑ енчен те, виҫсе тухрӗ; таса вырӑна таса марринчен уйӑрса тӑмашкӑн Турӑ Ҫурчӗ тавра пилӗкҫӗр шалча тӑршшӗ, пилӗкҫӗр шалча сарлакӑшлӑ хӳме тытса ҫавӑрнӑччӗ.
Иез 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Хупӑрласа тӑмашкӑн ҫу сӗрнӗ херувим пулнӑ эсӗ, Эпӗ сана ҫапла пулма лартнӑ; эсӗ Туррӑн сӑваплӑ тӑвӗ ҫинче пулнӑ, вутла ялтракан чулсем хушшинче ҫӳренӗ.
Иез 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Вӗсене ӗмӗр тӑршшӗпех Манран хӑраса тӑмашкӑн, хӑйсене, хӑйсем хыҫҫӑн хӑйсен ачисене ырӑлӑх кӑтартмашкӑн пӗр чӗре те пӗр ҫул парӑп.
Иер 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Акӑ ӗнтӗ паян Эпӗ сана ҫак мӗнпур ҫӗр ҫинче Иуда патшисене хирӗҫ, унӑн улпучӗсене хирӗҫ, унӑн священникӗсене хирӗҫ, ҫак ҫӗрӗн халӑхне хирӗҫ тӑмашкӑн тӗреклӗлетнӗ хула пек, тимӗр юпа пек, пӑхӑр хӳме пек пулма ҫирӗплӗх патӑм.
Иер 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вӗсенчен ан хӑра: сана хӑтарса тӑмашкӑн Эпӗ санпа пӗрле пулӑп, терӗ Ҫӳлхуҫа.8. Не бойся их; ибо Я с тобою, чтобы избавлять тебя, сказал Господь.
Иер 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Тӳпене тытӑнтарса тӑмашкӑн, ҫӗре ҫирӗплетмешкӗн, Сиона: «эсӗ Манӑн халӑхӑм» тесе каламашкӑн Хамӑн сӑмахӑмсене санӑн чӗлхӳ-ҫӑварна хывӑп, сана Хамӑн аллӑм хӳттипе витсе тӑрӑп.
Ис 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Моисей унӑн аллине тултарнӑ, ӑна таса ҫу сӗрнӗ: 19. ҫапла Аарона, унӑн ывӑлӗсене Турӑ умӗнче тӑма, пӗрле кӗлтума, Унӑн халӑхне Унӑн ячӗпе пиллеме ӗмӗрлӗхе пиллӗх панӑ; 20. Ҫӳлхуҫа, ӑна хӑйӗн халӑхне каҫарттарса, Хӑйне парне кӳрсе, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрсе тӑмашкӑн ӑна пӗтӗм пурӑнакан ҫын хушшинчен суйласа илнӗ; 21. Иакова Хӑй пӗлтернине вӗрентмешкӗн, Израиле Хӑйӗн саккунне ӑнлантармашкӑн Турӑ ӑна Хӑй ӳкӗчӗсене панӑ, пур тавлӑ ӗҫе татса пама ирӗк панӑ.
Сир 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӑл Аарона — ун пекех сӑваплӑскере, Левий йӑхӗнчен тухнӑ пиччӗшне — асла кӑларнӑ, 8. унпала ӗмӗрлӗхе халал хывнӑ, халӑх хушшинче ӑна священник тунӑ; Вӑл ӑна ыттисенчен уйрӑм илемпе пилленӗ, ӑна мухтав пиҫиххийӗ ҫыхса янӑ; 9. Вӑл ӑна чӑн илем тӑхӑнтартнӑ, хисеплӗ, сумлӑ тумтир тумлантарнӑ: 10. аялтан пӗр тумтир пулнӑ, ҫиелтен подирпа ефод тӑхӑнтартнӑ; 11. вӑл утса пынӑ чухне Израиль ывӑлӗсене астутарса тӑмашкӑн, кӗлӗ чатӑрӗнче сасӑ илтӗнсе тӑтӑр тесе шӑнкӑртатса пымашкӑн унӑн тумӗн арки тавра ылтӑн улмасемпе шӑнкӑравсем ҫакса тухнӑ; 12-13. ӑна сӑваплӑ тумтир — ылтӑнран, сенкер ҫӑмран, пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран ӑстайлӑн тунӑ тумтир — тӑхӑнтартнӑ, ӑна ӑстайлӑн тунӑ сут кӑкӑрлӑхӗ ҫактарнӑ, кӑкӑрлӑхӗ ҫинче урим тата туммим пулнӑ, ун ҫинче ылтӑн харшана лартнӑ виркӗсленӗ чулсем, питех те хаклӑ чулсем, пулнӑ, чулӗсем ҫине, пичет ҫине ҫырнӑ пек, асӑнмалӑх Израиль йӑхӗсен ячӗсене касса ҫырнӑ; 14. кидарӗ ҫинче — ылтӑн ҫутанкка, ун ҫинче — «Туррӑн Сӑваплӑ Япали» текен сӑмахсем, вӑл — чыслӑх мухтавӗ: куҫа ӑмсантаракан чаплӑ эреш, ӳнер ӗҫӗ.
Сир 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Пилӗк хула ҫине вут-ҫулӑм ансассӑн, ҫылӑхлисем пӗтнӗ чухне, вӑл тӳрӗ ҫынна ҫӑлса хӑварнӑ, 7. унта вара ҫылӑх ҫинчен пӗлтерсе тӑмашкӑн йӑсӑрланакан пушӑ хир, ҫимӗҫне вӑхӑтсӑр кӳрекен ӳсентӑрансем тата иккӗленчӗк чун палӑкӗ — тӑвар юпа — тӑрса юлнӑ.
Ӑсл 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ пурне те Хӑвӑн сӑмахупа пултарнӑ, 2. Ху тунӑ чӗрчунсене пуҫ пулмашкӑн Хӑвӑн ӑслӑлӑхупа этеме пултарнӑ, 3. ӑна тӗнчене тӳрӗ те тӗрӗс тытса тӑмашкӑн сута таса чунпа тума хушнӑ.
Ӑсл 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Е пыл хурчӗ патне кай, кур-ха: епле ӗҫчен вӑл, мӗнлерех ырӑ ӗҫ тӑвать вӑл; сывлӑхлӑ тӑмашкӑн унӑн пылне хура халӑх та, патшасем те ҫиеҫҫӗ; ӑна пурте юратаҫҫӗ, мухтаҫҫӗ; унӑн вӑйӗ ҫук та, ӑсӗ пур.]
Ытар 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эх, Санӑн йӗркӳсене туса тӑмашкӑн манӑн ҫулӑм-йӗрӗм вӗсен енне кайинччӗ!5. О, если бы направлялись пути мои к соблюдению уставов Твоих!
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Шанса тӑмашкӑн мӗн хевти пур ӗнтӗ манӑн? мӗне ӗмӗтленсе ӗмӗре тӑсмалла манӑн?11. Что за сила у меня, чтобы надеяться мне? и какой конец, чтобы длить мне жизнь мою?
Иов 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тата ӑна ӗҫлесе тӑмашкӑн керменри чи лайӑх хӗр тарҫӑсенчен ҫиччӗшне суйласа илнӗ те Эсфирьпе унӑн тарҫисене хӗрарӑм ҫуртӗнчи чи лайӑх уйрӑма вырӑнаҫтарнӑ.
Эсф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ааронӑн шута илнӗ ывӑлӗсене священниксене, вӗсен кил-йышӗнчи арҫынсене тата шута илсе тухнӑ левитсемпе вӗсен кил-йышӗнчи арҫынсене хӑйсене тивӗҫлӗ пая парса тӑмашкӑн вӗсем пурӑнакан кашни хуларах ятран суйласа илнӗ ҫынсене уйӑрса лартнӑ.
2 Ҫулс 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ахаз Турӑ Ҫуртӗнчи савӑт-сапана пуҫтарнӑ, Турӑ Ҫуртӗнчи савӑт-сапана ватса-ҫӗмӗрсе пӗтернӗ, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн алӑкӗсене питӗрсе илнӗ, Иерусалимӑн пур кӗтесӗнче те чӳк парнисен вырӑнӗсене лартса тухнӑ, 25. Иудейӑри кашни хуларах ют турӑсем умӗнче тӗтӗрсе тӑмашкӑн тӳпем вырӑнсем тутарттарнӑ, ҫапла вӑл ашшӗсен Ҫӳлхуҫа Туррине вӗчӗхтернӗ.
2 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ӗнтӗ Хенаана ывӑлӗ Седекия пынӑ та Михее питӗнчен ҫупса ярса каланӑ: сан урлӑ калаҫса тӑмашкӑн Турӑ Сывлӑшӗ манран мӗнле ҫулпа пӑрӑнса кайнӑ-ши вара? тенӗ.
2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.