Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑкнине (тĕпĕ: тӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Манӑн ӑна ҫакӑнта илсе килсе кӑтартас килчӗ, хӑйӗн куҫӗсемпех куртӑрччӗ вӑл кунта нимӗҫсене мӗн чухлӗ пӗтерсе тӑкнине.

Мне захотелось, чтобы он попал сюда и посмотрел на это своими глазами.

9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Гестаповецсем темиҫе минут хушшинчех унӑн тирпейлӗ хваттерне кутӑн-пуҫӑн ҫавӑрттарса тӑкнине курсан, унӑн куҫӗсенче хӑрани палӑрчӗ.

В глазах ее мелькнул испуг, когда она увидела, как гестаповцы за пять минут перевернули вверх дном ее образцовую квартирку.

1943 ҫулхи майӑн 22-мӗшӗ // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Ҫапла, вӑрлӑха ҫӗрпе хуплани ҫеҫ ҫителӗксӗр, лайӑх тухӑҫ вӑл ҫанӑ тавӑрса нумай тар тӑкнине юратать.

Куҫарса пулӑш

Уй кунӗ чунсене савӑнтарчӗ // А.Исаева. «Каҫал Ен», 09.06.17

Мана асӑнса ирӗн-каҫӑн куҫҫуль тӑкнине, ыйхуна ҫухатнине чунпа туятӑп.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

16. Сулахай енче ҫапӑҫакансем вара сылтӑм енчисене ҫӗмӗрсе тӑкнине курсассӑн, ҫаврӑнса, Иудӑпа унӑн ҫыннисене хыҫалтан хӑвалама тытӑннӑ.

16. Когда находившиеся на левом крыле увидели, что правое крыло разбито, то обратились вслед за Иудою и бывшими с ним, с тыла.

1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Пирӗн тӑшмансем вара ҫапла каларӗҫ: вӗсем эпир хӑйсен хушшине сасартӑк пырса кӗнине, хӑйсене ҫӗмӗрсе тӑкнине пӗлмесӗрех-курмасӑрах юлӗҫ — ҫапла вӗсен ӗҫне чарса лартӑпӑр! терӗҫ.

11. А неприятели наши говорили: не узнают и не увидят, как вдруг мы войдем в средину их и перебьем их, и остановим дело.

Неем 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Адраазар тарҫисем, хӑйсене израильсем ҫӗмӗрсе тӑкнине курсассӑн, Давидпа килӗшӳ тунӑ, ӑна пӑхӑнма тытӑннӑ.

19. Когда увидели слуги Адраазара, что они поражены Израильтянами, заключили с Давидом мир и подчинились ему.

1 Ҫулс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Адраазара пӑхӑнса тӑракан патшасем, хӑйсене израильсем аркатса тӑкнине курсассӑн, израильсемпе килӗшӳ тунӑ та ӑна пӑхӑннӑ.

19. Когда все цари покорные Адраазару увидели, что они поражены Израильтянами, то заключили мир с Израильтянами и покорились им.

2 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Хӑвӑр Египет ҫӗрӗнчен килнӗ чухне Амалик хӑвна мӗн кӑтартнине асӑнта тыт: 18. вӗсем сана ҫул ҫинче мӗнле кӗтсе илнине, эсӗ ывӑнса-ӗшенсе ҫитсессӗн, халтан кайнисене пурне те сан хыҫӑнта Турӑран хӑрамасӑр пӗтерсе тӑкнине ан ман; 19. ҫавӑнпа ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Турру хӑвӑн аллуна еткерлӗхе паракан ҫӗр ҫинче пӗтӗм таврари пур тӑшманусенчен те хӑтарса сана тӑнӑҫлӑх кӳрсессӗн, Амалик ятне ҫӗр ҫинчен пӗтер; ҫакна ан ман.

17. Помни, как поступил с тобою Амалик на пути, когда вы шли из Египта: 18. как он встретил тебя на пути, и побил сзади тебя всех ослабевших, когда ты устал и утомился, и не побоялся он Бога; 19. итак, когда Господь Бог твой успокоит тебя от всех врагов твоих со всех сторон, на земле, которую Господь Бог твой дает тебе в удел, чтоб овладеть ею, изгладь память Амалика из поднебесной; не забудь.

Аст 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех