Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсене пӗр ҫӗре пуҫтарса ӑс парас тесен ай, мӗн чухлӗ тар тӑкмалла!
Нимрен нимӗр турӑмӑр... // Элиза ВАЛАНС. Тантӑш, 2015.07.23, 30 (4444)№
— Ара, тумлатасса тумлат та, ма ачана вӑрҫса тӑкмалла уншӑн?
Пахчапа мунча хуҫи // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 52–58 стр.
Шыва тӑкмалла, тӗшӗсене каллех ҫумалла, шыв кӑштах /вӑрра нӳретмелӗх/ хушмалла, хупӑлчапа витсе ӑшӑ вырӑнта 8-10 сехет лартмалла.
Пӗчӗк хӗвеле аса илтерет // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.07.20. 28№
Пахча сухаламалла-сӳрелемелле, ҫӗрулми лартмалла, утӑ-улӑм турттармалла, арман авӑртмалла, тислӗк тӑкмалла...
Янаварӑм ман, янаварӑм, Эп сана йӗвентен ямарӑм... // Татьяна Борисова. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21
– Ҫӑпана хӑвӑртрах «ҫитӗнтерме» фасоль ҫӑнӑхӗпе (кофемолкӑпа авӑртма пулать) пылран (1:1) чуста ҫӑрса ун ҫине хумалла; – ҫӑпан тымарӗ шала кайнӑ пулсан кӗленче бутылкӑна вӗри шыв ямалла, кӗленче ӑшӑнсан шыва тӑкмалла та савӑта ҫӑпан ҫине «ӳпӗнтермелле».
Ҫӑпан // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08
Камӑн ашшӗ е ачи вилнӗ, вӗсен ҫӗрне илес тесен унӑн еткер хутне (наследство) ҫыртармалла, нотариуссем тӑрӑх ҫӳремелле, укҫа тӑкмалла, регистраци палати валли хутсем пуҫтармалла – йӑлтах района чупмалла.
Ӗлӗкхилле шухӑшлани чӑрмантарать // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08
Унтан шывне тӑкмалла.
Самӑрлӑхран — курӑк пулӑшнипе // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№
17. ху вара Эпӗ вӗрентнине кураймастӑн, Ман сӑмахӑмсене хыҫна пӑрахатӑн; 18. вӑрра курсассӑн, унпа килӗштеретӗн, аскӑн ҫынсемпе хутшӑнатӑн; 19. ҫӑварна усал сӑмах калаҫма каратӑн, чӗлхӳ ултавлӑ хавха тӗвӗлет; 20. тӑванна ҫисе калаҫса ларатӑн, аннӳ ывӑлӗ ҫинчен элек саратӑн; 21. ҫавӑн пек турӑн эсӗ, Эпӗ чӗнмен пулсассӑн эсӗ Мана ху пек тесе шухӑшлаттӑн. Тӑрӑ шыв ҫине кӑларӑп сана, [ҫылӑхусене] куҫу умне тӑратӑп. 22. Эй Турра манакансем, ӑнласа илӗр ҫакна, Манӑн сире пӗтерсе тӑкмалла ан пултӑр — хӑтаракан пулмӗ. 23. Мана кам мухтав парнийӗ кӳрет, Мана ҫавӑ хисеплет, кам хӑй ҫул-йӗрне астуса пырать, ҫавна Эпӗ Турӑ ҫӑлнине кӑтартӑп» тет.
Пс 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Анчах та хӑв кӳрес таса парнӳсене тата асӑнса хунӑ парнӳсене пурне те Ҫӳлхуҫа [Турру Хӑйӗн ятне асӑнса тӑма] суйласа илнӗ вырӑна илсе пыр, ҫав вырӑна ҫӳре; 27. пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парнӳне, ашӗпе юнне, Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑн Туррун, парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтар; анчах ытти парнӳсенӗн юнне санӑн Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑн Туррун, парне вырӑнӗ умне тӑкмалла, ашне вара ҫи.
Аст 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, ҫав халӑхсене сан умӑнтан пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн хӑваласа ярӗ; [ҫӗр пушанса ан юлтӑр тесе,] хӑвна хирӗҫ тискер кайӑксем ӗрчесе ан кайччӑр тесе, тӑшманусене санӑн часах пӗтерсе тӑкмалла мар; 23. Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, ҫав халӑхсене санӑн аллуна парӗ те вӗсене сехӗрлентерсе пӑрахӗ, вӗсем ҫапла вилсе пӗтӗҫ; 24. Вӑл вӗсен патшисене те санӑн аллуна парӗ, эсӗ вара ҫӗр ҫинче вӗсен ячӗсене те хӑвармӑн: вӗсене тӗпӗ-йӗрӗпе пӗтерсе пӑрахиччен никам та сана хирӗҫ тӑраймӗ.
Аст 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Чирӗ чулсене хайӑрса кӑларса, пӳрте хырса тухса ҫӗнӗрен шӑлнӑ хыҫҫӑн та палӑрать, ҫеҫкеленсе тӑрать пулсассӑн, 44. священник пырса пӑхӗ те, эхер те пӳрт ҫинчи чир сарӑлнӑ пулсассӑн, апла ку — ҫиекен тилҫе, вӑл пӳрт таса мар; 45. ҫав пӳрте ҫӗмӗрмелле, унӑн чулӗсене, йывӑҫне, ӑна шӑлнӑ мӗнпур тӑмне хула тулашне таса мар ҫӗре кӑларса тӑкмалла; 46. пӳрт питӗрӗнсе тӑнӑ вӑхӑтра унта кам та кам кӗрет, ҫавӑ каҫченех таса мар; 47. кам ҫав пӳртре ҫывӑрать, ҫавӑн хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатмалла, [хӑй каҫченех таса мар пулӗ]; кам ҫав пӳртре апат ҫиет, ҫавӑн хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатмалла, [хӑй каҫченех таса мар пулӗ].
Лев 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кӑмӑл ҫирӗплӗхӗ, тӑрӑшулӑх кирлӗ, сахал мар тар тӑкмалла.
Ирĕклĕ вăхăт мĕнне пĕлмен гимнастка // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10