Шырав
Шырав ĕçĕ:
2. Ывӑлӗ каланӑ: аттем, эпӗ, ӑна хам илсе килнӗ пурлӑхӑн ҫуррине парсассӑн та, тӑкак тӳсмӗп, 3. мӗншӗн тесессӗн вӑл мана сан патна сывӑ халлӗн илсе ҫитерчӗ, манӑн арӑма сыватрӗ, кӗмӗлӗме илсе килсе пачӗ, санӑн куҫна та сиплерӗ, тенӗ.
Тов 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Киввисемпе тӑкак та пысӑк.
Хӗрӳ тапхӑра хатӗр // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№
Мӗншӗн тесен ҫулталӑкра пӗр вӗлле хурчӗн ҫемйине пӑхма каякан тӑкак сумми ӳсет, чир-чӗр тӗлӗшпе те лару-тӑру ҫӑмӑл мар, хуртсен тухӑҫлӑхӗ чакать.
Чӑваш пылӗпех чей ӗҫесчӗ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№
Ҫулӑм 19 миллион тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ, 23 ҫын пурнӑҫне илсе кайнӑ.
Асӑрханулӑхпа тимлӗх кирлех // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№
Шыв пуянлӑхне тӑкак кӳрес мар тесен ӗҫ пуҫариччен пирӗнпе ҫыхӑнса канашламалла.
Пулӑ мӗншӗн сахалланать? // Анатолий МАКСИМОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№
Ҫулталӑкра тӑкак 200 тоннӑпа танлашать.
Пулӑ мӗншӗн сахалланать? // Анатолий МАКСИМОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№
Республика территорийӗнче ун чухне вӑрмансенче пушарсем алхасатчӗҫ, вӑраха тӑсӑлакан шӑрӑх та типӗ ҫанталӑка пула ялхуҫалӑхӗ пысӑк тӑкак тӳсетчӗ, ӗҫсӗрлӗх шайӗ 9,5 процента ҫитнӗ, ӗҫ укҫи енӗпе пухӑннӑ парӑм 120 миллион тенкӗрен те иртнӗччӗ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945
— Акӑ манӑн тупӑшпа тӑкак кӗнеки, шутласа ил те тӳле, — терӗ вӑл.— Вот тебе моя приходо-расходная книга, подсчитай и плати, — сказал он.
VI. Ҫыру // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Пурнӑҫа ҫакӑн пек йӗркелесе янӑ хыҫҫӑн вӗсен кун чухлӗ тӑкак тумалла та мар, е тата япаласем те чылай сахал кирлӗ, — Верочка сипе тӗслӗхшӗн урана тата ҫие тӑхӑнмалли япаласем кӑтартрӗ.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӗсен ӗҫлекен пӳлӗмӗсем хӑйсен хваттерӗсен ҫумнех вырнаҫнӑ, ҫавӑнпа та инҫе кайса тӑкак курмалла мар; вӗсем материала перекетлеҫҫӗ; ҫапла вара кунта перекет пропорцийӗ питӗ пысӑк, эпӗ: ҫурри те пулать, тесе шутлатӑп, анчах эпир ҫапах та виҫҫӗмӗш пайне ҫеҫ хурӑпӑр; ҫак тӑкаксене саплама каякан 50 тенкӗрен, вӗсем хӑйсем валли тата перекетлесе хӑвараҫҫӗ 16 т, 67 п.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Икӗ карчӑка, ҫӗвӗҫсен тӑванӗсене шалу параҫҫӗ — вӗсен кухнинчи штата тытса тӑнӑ ҫӗре каякан пур тӑкак та ҫавӑ ҫеҫ.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫумӑртан сыхланмалли сӳнчӑк пулмасан, кӗпене эптертен кӑларса нумай тӑкак курма пулать.Если не иметь дождевого зонтика, это значит много терять от порчи платья дождем.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах ку пурте мар-ха: хӑйсем усӑ курассишӗн тата хӑйсемшӗн ҫеҫ ӗҫлесе, вӗсем ҫӗлемелли материала та, вӑхӑта та перекетлӗрех тыткалаҫҫӗ: ӗҫ хӑвӑртрах пулса пырать, унпа пулакан тӑкак та сахалтарах.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫавӑнпа та арӑмӑн укҫа-тенкӗ енчен пысӑк тӑкак курмалла пулать.
XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Никам та никама та ан кӳрентӗр, никам та нимле тӑкак ан кӳтӗр тесе, пурне те питӗ тӗрӗс шутласа пычӗҫ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эсир куратӑр ӗнтӗ, шут ӗҫне туса пырас пулать, ытлашши тӑкак ан тухтӑр тесе сӑнаса пымалла.Вы видите, надобно вести счеты и смотреть за тем, чтобы не было лишних расходов.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах кукӑль те юлатех: кумсене варени вырӑнне лартса пама пулать, ҫапах тӑкак мар вӗт, перекет.
XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.