Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑвасси (тĕпĕ: ту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура: «…кӑҫалтан тытӑнса эпир ҫулсерен ялти пиллӗкрен кая мар ҫӗнӗ культура ҫурчӗ тумалли 5 ҫуллӑх строительстви хута кайни тата 10-ран кая мар клуба тӗпрен юсасси, модуль мелӗпе тӑвакан клуб йышши культура учрежденийӗсем тӑвасси ҫинчен пӗлтеретпӗр», - тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ улшӑнусем куҫ умӗнче // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44129-yr-ul ... uc-um-nche

Ҫапла вӗҫленчӗ пӗве тӑвасси, хур-кӑвакал ӗрчетесси, пулӑ шариклесе ҫиесси, пӑр ҫинче ачасем ярӑнасси.

Куҫарса пулӑш

Тиха пилӗкне хуҫакансем // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 29–32 с.

Ҫул ҫитмен ачасем хушшинче преступлени тӑвасси ӳсменни те савӑнтарать.

Куҫарса пулӑш

Саккунлӑхшӑн тӑрӑшасси — тӗп тӗллев // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%81%d0%b ... %b5%d0%b2/

Тишкерсе пӑхсан, Тукай (10 вырӑнне 20), Асанкасси, Кайнлӑк (иккӗшӗнче те 1 вырӑнне 4), Комсомольски (58 вырӑнне 62), Элпуҫ (7 вырӑнне 9), Александровка (7 вырӑнне 10) ял тӑрӑхӗсенче преступлени тӑвасси ӳсни палӑрать, ытти ҫӗрте чакнӑ е пӗр шайрах юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Саккунлӑхшӑн тӑрӑшасси — тӗп тӗллев // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%81%d0%b ... %b5%d0%b2/

Петӗрӗн усал ӗҫ тӑвасси ак мӗнрен пуҫланчӗ: вӑл вуникӗ ҫул тултарсан, ашшӗ ют яла платнике тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Хам нумаях пулмасть паллашнӑ хастар хуралҫӑна вӗлерекенсене суд тӑвасси ҫинчен илтсен, эпӗ унта кайма шутларӑм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Хӑй те мана хытах юратма тытӑнчӗ пулас, вӗренӳ ҫулӗ пӗтсен туй тӑвасси пирки те калаҫса татӑлтӑмӑр, урӑхларах каласан, юрату хӑйӗн чи чӑнкӑ ҫыранне хӑпарса ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Малашлӑхра – энергин ҫӗнелекен ҫӑл куҫӗсемпе усӑ курса хӗвел электростанцийӗ тӑвасси, электромобильсем валли заправкӑсем уҫасси.

В перспективе – строительство солнечной электростанции на возобновляемых источниках энергии, открытие заправок для электромобилей.

Олег Николаев Энергетик кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/22/gla ... et-s-dnyom

Ачи ятне хурса менелник тӑвасси хӗпӗртеттерчӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппаншӑн турӑш умӗнче тупа тӑвасси вилӗмпе пӗрех пулчӗ пулсан, Макҫӑмшӑн ку ытлашши нимех те мар.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Турӑ умӗнче суя тупа тӑвасси уншӑн вилӗмрен те хӑрушӑ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсен сӗнӗвӗ те – предприяти умӗнче ҫуран каҫмалли вырӑн тӑвасси пирки.

Куҫарса пулӑш

Ыйтусене асӑрхава илнӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10670-yj ... rkhava-iln

Калининӑри Светлана Михайлова, акӑ, салари республика пӗлтерӗшлӗ автоҫул иртекен Ленин тата Гагарин урамӗсенче тротуарсем тӑвасси пирки килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ыйтусене асӑрхава илнӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10670-yj ... rkhava-iln

Малалла мӗн тӑвасси пирки пӗтӗмпех калаҫса татӑлтӑр тата.

Куҫарса пулӑш

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӑҫта каясси, мӗн тӑвасси яланах каччӑран килмелле вӑл.

Куҫарса пулӑш

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӳк тӑвасси пирки сӑмах кашни кунах хускалать-ха.

Куҫарса пулӑш

7. Ваттисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эп ӑна хан тӑвасси ҫинчен пуплетӗп, халӑх ӑна шанса тӑтӑр тетӗп, эсӗ пур…

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тахӑшӗ чӑтаймарӗ, тем те пӗлекен, ыранхине, пулассине курса тӑракан мулларан (мулла-и вӑл, мӑрса-и, аллах янӑ ырӑ ҫын-и — пур пӗрех мар-и, чунсене ҫеҫ лӑплантартӑр ҫак синкерлӗ вӑхӑтра!) Салтыков тумтирӗпе мӗн тӑвасси ҫинчен ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сӳтсе тепӗр хут тӑвасси те маншӑн киленӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тухйисем пӗри тепринчен илемлӗрех // Елена ЛУКИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11431-tu ... ileml-rekh

Ыйтусем ытларах ача пособийӗ, республикӑри Амӑшӗн капиталӗ, ҫӗр лаптӑкӗ илесси, ача-пӑча лапамӗсем тӑвасси тавра пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ачалӑх телейлӗ пултӑр // Е.ПЕТРОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11434-ac ... ejl-pult-r

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех