Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑвасси (тĕпĕ: ту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каярахпа ҫурт-йӗр лартасси ялсенче ҫулсеренех хӗрӳленсе пычӗ те, Герасим Федотович отпуска килсен Татти инкепе Кирик — ӑна ялта халь пурте пекех Шемердянов теҫҫӗ — ҫӗнӗ пӳрт тӑвасси ҫинчен ҫеҫ калаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хӑйсем ҫинчен мар, пурте патька-патша ҫинчен, тӑшмана тӗп тӑвасси, тавӑрасси ҫинчен шухӑшлаҫҫӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сальникова Ватага ялӗ патӗнче ҫапӑҫу пуҫланас умӗн вӑл хӑй майлӑ ҫарпуҫӗсемпе патька-патшана епле сиен тӑвасси пирки калаҫса татӑлчӗ, вӑл сӗннипе ӗнтӗ ҫапӑҫу хирӗнчен Пӑкачава ирӗксӗрлесех илсе тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӗрӗпех мӗн тӑвасси пирки шухӑшларӗ.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫапӑҫасси, тӑвасси пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Шывӑн турачӗ пур-и? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унӑн пӗртен-пӗр ӗмӗчӗ — пуясси, карьера тӑвасси.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Килтешре темиҫе кун пурӑннӑ хыҫҫӑн Укаслу хӑй юлташӗсене малалла мӗн тӑвасси пирки канашлама пухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пупсем хушнӑ ӗҫе тӑвасси ҫӑмӑл маррине Савантер питӗ лайӑх пӗлет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Паллах, ҫӗнӗ ҫӗрте тӑвасси кӑшт хаклӑраха ларать те-ха ӗнтӗ, тем мар, авӑртнӑшӑн ҫынсенчен ытларах илме пулать…

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑмла типӗтмелли ятарлӑ тытӑм тӑвасси пирки те сӑмах пуҫарнӑ, ӑна тума проект та хатӗр.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев Чӑваш Енре хӑмла ӗрчетессине интенсификацилесси ҫинчен калакан килӗшӗве алӑ пуснӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/06/oleg ... ssine-inte

Унӑн ҫак фашиста тӗп тӑвасси килчӗ, анчах сас-чӳ кӑларма юрамасть, хамӑрӑннисем патне ҫитсе ӳкмелле, асӑрхануллӑ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Вӑл ӑшшӑн ҫывӑракан Федьӑна пырса тӑратрӗ те хӑй наҫилкке тӑвасси ҫинчен шухӑшланине каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пӗлтерӗшлӗ тӗллевсем — ҫулсене юсасси, шыв башнисене улӑштарасси, врач амбулаторийӗ тӑвасси, шкул территорине тирпей-илем кӗртесси, Лачкассинче кӗпер тӑвасси.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗмлетӳсем. Проектсем. Тӗллевсем // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... -tllevsem/

Планра — проектпа смета хакӗпе 300 млн тенкӗлӗх 440 пуҫ ӗне усрамалли вите тӑвасси.

Куҫарса пулӑш

Сенатор Тӑвай тӑрӑхӗнче // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... tarahnche/

Мутӑра мар халь тӳрех туй тӑвасси, ытах парне парас тесен, эп хамах мӗн кирлине суйласа илӗп, тет.

Не в моде, говорит, сейчас сразу свадьба проводить, а если так сильно хочется что-то подарить, то сам выберу, что нужно.

Муталанчӑк // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 26–29 с.

Мутӑра мар халь ҫав ҫӑрӑлчӑк ӗҫ тӑвасси, авалхи пурнӑҫ юлашки».

Это грязное дело сейчас не в моде, это отсталось».

Муталанчӑк // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 26–29 с.

— Ҫӑмарта тӑвасси ман ӗҫ мар, эп лармастӑп йӑвана.

Куҫарса пулӑш

Урҫа кӑвакал // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 17–18 с.

Республикӑра ҫак чаплӑ уява ҫулсерен паллӑ тӑвасси ырӑ йӑлана кӗчӗ, Чӑваш Ен ҫынсем хушшинчи туслӑ та ырӑ кӳршӗллӗ ҫыхӑнусемпе мӗн авалтан паллӑ, кунта тӗрлӗ халӑх, тӗн тата культура представителӗсем килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ.

В Чувашии, которая испокон веков славится дружескими, добрососедскими отношениями между людьми, где в мире и согласии живут представители разных народов, религий и культур, стало доброй традицией ежегодно отмечать этот замечательный праздник.

Олег Николаев Наврус уявӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2023/03/21/glava ... et-s-prazd

Эсӗ: «Усалӑн тӗллевӗ паллӑ — усал тӑвасси. Анчах Турри мӗншӗн тӳрӗ пурнӑҫпа пурӑнакан пур ҫынна та хӳтӗлемест. Уйрӑмах инкеке лекнисене. Мӗншӗн ҫӗр ҫинче тӗрлӗ вӑрҫӑ-харҫа, хирӗҫтӑрусене чармасть? Хӳтӗленекенсем кӑна мар, тапӑнакансем те хӑйсен хура ӗҫӗсене час-часах Турӑ ячӗпе тӑваҫҫӗ, мӑшкӑллаҫҫӗ, асаплантараҫҫӗ… Лешсене те, кусене те пулӑшать-и вара Турӑ?» — тесе кӑмӑлна хуҫрӑн.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Юрӗ-ха, ӑна-кӑна тӑвасси лешӗн ирӗкӗ, анчах хӑйӗн, ӗнтӗ вӗчи пӗтӗмпех сарӑлнӑ Пурисӑн мӗн тумалла.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех