Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑвасси (тĕпĕ: ту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хальхи ҫамрӑксен тивӗҫӗ – вӗсене тав тӑвасси, тӑрӑшуллӑ та тимлӗ пӑхасси.

Куҫарса пулӑш

Ветерансене оркестр саламларӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61066

Чӑваш Енре хӑмла компетенцийӗн центрне уҫасси, ҫӗнӗ сортсене кӑларса хатӗрлесси, «симӗс ылтӑна» пухса хатӗрлемелли техника тӑвасси тата ытти тӗллевсене те уҫӑмлатрӗҫ коллегире.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кластер тӑвасшӑн // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60719

Тӗрӗс акса хӑварасси пирӗн ака лаптӑкӗсен структурисене тӑвасси.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кластер тӑвасшӑн // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60719

Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министерствин анлӑ коллегийӗнче агромаркет тӑвасси, сӗт хакне пӗр шайра тытасси, апат-ҫимӗҫ кластерне тӑвасси тата ытти тӗллевсем пирки калаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кластер тӑвасшӑн // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60719

— Клубра тӑвасси мура кайтӑр-ха вӑл, вӑт, кино хыҫҫӑн ресторанта тусан — ӗҫ пулать, — хушса хучӗ Борис, заводра Радикпе пӗр цехра ӗҫлекен токарь.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Вӑл ӑна тепӗр хут хӑйӗн тӑвасси ҫинчен те шухӑшламан пулӗччӗ, Таня сӗрме купӑспа каланине пӑхса, итлесе ларма кӑна пултӑрччӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Кашни утӑмах сӑнаса пыраттӑм пулин те, кашни утӑмрах йӑнӑш пулса пыратчӗ, мӗншӗн тесен эпӗ ӗҫне тӑвакан ҫын мар, ӗҫне тӑвасси ҫинчен шухӑшлакан ҫын кӑна пулса тӑтӑм…

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Коммунизм тӑвасси унӑн пурлӑхпа техника никӗсне ҫирӗплетес ӗҫе тата общество пурнӑҫне кашни ҫын активлӑ хутшӑнсан кӑна ӑнӑҫлӑ пыма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

— Пурнӑҫа хитререх, усӑллӑрах, ырӑрах тӑвасси ҫынран хӑйӗнчен килет пулӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Каярахпа ҫурт-йӗр лартасси ялсенче ҫулсеренех хӗрӳленсе пычӗ те, Герасим Федотович отпуска килсен Татти инкепе Кирик — ӑна ялта халь пурте пекех Шемердянов теҫҫӗ — ҫӗнӗ пӳрт тӑвасси ҫинчен ҫеҫ калаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хӑйсем ҫинчен мар, пурте патька-патша ҫинчен, тӑшмана тӗп тӑвасси, тавӑрасси ҫинчен шухӑшлаҫҫӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сальникова Ватага ялӗ патӗнче ҫапӑҫу пуҫланас умӗн вӑл хӑй майлӑ ҫарпуҫӗсемпе патька-патшана епле сиен тӑвасси пирки калаҫса татӑлчӗ, вӑл сӗннипе ӗнтӗ ҫапӑҫу хирӗнчен Пӑкачава ирӗксӗрлесех илсе тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӗрӗпех мӗн тӑвасси пирки шухӑшларӗ.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫапӑҫасси, тӑвасси пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Шывӑн турачӗ пур-и? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унӑн пӗртен-пӗр ӗмӗчӗ — пуясси, карьера тӑвасси.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Килтешре темиҫе кун пурӑннӑ хыҫҫӑн Укаслу хӑй юлташӗсене малалла мӗн тӑвасси пирки канашлама пухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пупсем хушнӑ ӗҫе тӑвасси ҫӑмӑл маррине Савантер питӗ лайӑх пӗлет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Паллах, ҫӗнӗ ҫӗрте тӑвасси кӑшт хаклӑраха ларать те-ха ӗнтӗ, тем мар, авӑртнӑшӑн ҫынсенчен ытларах илме пулать…

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑмла типӗтмелли ятарлӑ тытӑм тӑвасси пирки те сӑмах пуҫарнӑ, ӑна тума проект та хатӗр.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев Чӑваш Енре хӑмла ӗрчетессине интенсификацилесси ҫинчен калакан килӗшӗве алӑ пуснӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/06/oleg ... ssine-inte

Унӑн ҫак фашиста тӗп тӑвасси килчӗ, анчах сас-чӳ кӑларма юрамасть, хамӑрӑннисем патне ҫитсе ӳкмелле, асӑрхануллӑ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех