Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытӑнтӑм (тĕпĕ: тытӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пуртта каска ҫине лартрӑм та путек милки тунисене пуҫтарма тытӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Арӑм ҫук // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 46–49 с.

Ывӑлӗ, хӗрӗсене хисеплесе пӗтерсен эп те юрлама тытӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Кашни вӑтӑр-хӗрӗх утӑмранах вара пӗрер кӗлтине пайӑркан-пайӑркан ывӑтса хӑварма тытӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Кӑмӑлӑм та палӑрмаллах улшӑнчӗ: шӳтлеме-кулма пӑрахрӑм, сӑлтавсӑр-мӗнсӗрех ҫилленме, кӳренме тытӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Эпӗ Надежда Константиновна патӗнче пит ҫамрӑкла ӗҫлеме тытӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Ҫавна май ҫине тӑрсах ӑна вӗрентме тытӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Выльӑхӑн та чунӗ пур // Александр ЛЕОНТЬЕВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44271-vyl-k ... a-chun-pur

Ҫапах мана ӳкӗте кӗртрӗҫ-кӗртрӗҫех: эпӗ ҫултан ҫул кукуруза нумайрах акма тытӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Хӑм шыранӑ клуба шыраса тупрӑм та ҫуртӑн тимӗр ҫийӗ витӗрех фашистсен сӗтелӗсем ҫине «хӑяр» тӑкма тытӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Эпӗ вара, апӑрша, ҫӑвар туллин суйма тытӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫӗтӗк тапочкисемпех ытти хуралҫӑсем патне ҫӳрӗ ку апӑрша хӗрӗ, ҫын умӗнче аван мар тесе, сӑран шырама тытӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Утах, эпӗ сан хыҫран пырӑп тесе, хам тӗллӗн калаҫма тытӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

…Ах, каҫарӑрах, тархасшӑн, ытла аякран калама тытӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Нумай хушӑ тытман диссертацине тепӗр хут тӳрлетсе, хушса ҫырма тытӑнтӑм, вӗренӳ хуҫалӑхӗнче опытлӑ лаптӑксем йӗркелерӗм.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Ҫырусем ҫырма тытӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Пушӑ вӑхӑтсенче эпӗ скульптурӑпа аппаланма тытӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Эпӗ ӗнтӗ кунсеренех Ҫавал хӗрринче ҫухалса пурӑнма тытӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Эп ӗнтӗ каллех ун юррипе, кӗввипе сывлама тытӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Тытӑнтӑм хайхискерне пӑсӑрлантарма.

Куҫарса пулӑш

Ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тытӑнтӑм ҫакна йытӑ шӑмми кӑшлаттарма, эй, ҫитеретӗп, эй, ҫитеретӗп.

Куҫарса пулӑш

11. Ват ҫын хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку хушӑра эпӗ татма пуҫланӑ тӗле пуртӑпа касма тытӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Киремет хурами // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 51–53 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех