Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытрӑмӑр (тĕпĕ: тыт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗррехинче эпир, виҫҫӗмӗш сменӑра ӗҫлеме хатӗрленнӗскерсем, складсем умӗнчи бетон площадкӑна — хӑватлӑ прожекторсем кӑнтӑрлахи пек ҫутатакан вырӑна — ҫитрӗмӗр те, шыв кӳлленчӗкӗнче пылчӑклӑ атӑсене ҫуса тасатса мастерсен вакунӗ еннелле ҫул тытрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Ӗҫре тӑхӑнмалли ҫи-пуҫ, выртса тӑмалли япаласем илсе общежитие вырнаҫнӑ хыҫҫӑн эпир те алла кӗреҫе тытрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Пуҫӗ тапса тухрӗ — лаши хӑй ҫук: Хӳринчен ярса тытрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Пӗр апатлӑх пулӑ тытрӑмӑр, — терӗ Кирук Федя умӗнче кӑшт мухтанарах.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Эпир алӑсене «Всегда готов» тытрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Хуралчик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пурте умри йӑрӑсрах, сайра туратлӑ, пиҫӗ хулӑ-вулӑсен вӗҫӗ-тӑррисене хамӑр еннелле туртса сулӑнартӑмӑр та ҫатӑрласа тытрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Эпир Тарзан хӑюлӑхӗпе «хӑмпӑланса», ун ирӗклӗх туйӑмӗпе хыпӑнса илӗхме васкаса, ҫиччӗ виҫкелесе, ӑна-кӑна тимлесе тӑмарӑмӑр — кама мӗнли лекнӗ, ҫав ҫамрӑк ҫӗмӗрт вуллине ярса тытрӑмӑр та, тураттисенчен ҫакӑнкаласа, вӗсем ҫине апла-капла, ылма-тӗлме пускаласа, ҫӳлелле улӑха пуҫларӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Кӑҫал та эпир, иртнӗ ҫулти пекех, Пушкӑртстан делегацийӗпе пӗрле Елчӗк районӗнчи Ҫӗнӗ Эйпӗҫ еннелле ҫул тытрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Чӗри тӗпне кӗрсе вырнаҫнӑ юлташне этем нихӑҫан та манса каймасть // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... sa-kaimast

Ун чухне Вӑрманхӗрри Шӑхалӗнче выртмаран икӗ лаша вӑрласа кайма шут тытрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен тӗлпулу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ак ывӑлна тытрӑмӑр, вӑл пирӗн хаяр тӑшман, вӑл Япанча ҫарӗнче пулнӑ, халь ху пӗлнӗ пек айӑпла темеллеччӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Иртнӗ кунӑн ҫути ҫук // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пуртӑ аврине ҫӗнӗрен лартрӑмӑр та хурама муклашкине халь йӗри-тавра чӗлшерӗн ҫурма шут тытрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Киремет хурами // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 51–53 с.

Ҫавӑн чух Ҫавалта кӑна 23 йышши тӗрлӗрен пулӑ тытрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Утарта // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 49 с.

Хӑрнӑ йӑмрине касса, пӗве пуҫне юпасем лартрӑмӑр, ҫаппи-тураттипе ҫатан тытрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр йӑмра // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 47–48 с.

— Кӑштах пӑхса тӑрар-ха, малашне мӗн пулса иртет, — шут тытрӑмӑр эпир.

Куҫарса пулӑш

Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.

Ҫавӑнпа эпир пӗр-пӗринпе улӑштарма шут тытрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ашкӑнчӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 38–40 с.

— Атьӑр кайса пӑхатпӑр, — шут тытрӑмӑр эпир.

Куҫарса пулӑш

Лайӑх меслет // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 34–35 с.

Эпӗр те, ял ҫыннисем, алла хӗҫ-пӑшал тытрӑмӑр.

Это ж надо: крестьяне ружья в руки взяли вместо вил да лопат.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Салтаксем пырса хупласса кӗтмен халӑх тӑна кӗрсе ӗлкӗриччен 22 ҫынна тытрӑмӑр.

Не успевших прийти в себя от внезапного появления солдат крестьян мы взяли без труда — 22 человека.

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Илле ачипе Павӑл сана хӑвна вӑрра тытрӑмӑр тесе калаҫҫӗ тет.

— Будто с ворами тебя вместе видали… Сын Илле с Павлом.

Ультӳҫ инке // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Эпӗр вон иккӗн пӗр тӑвап, Вон ик пачӑр тытрӑмӑр, Вон ик пӑчӑр тирӗнчен Чӗн тилхепе турамӑр.

Мы ребята дюжие, Птиц поймали дюжину, Да из рябчиковой кожи Изготовили мы вожжи.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех