Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ытла та чаплӑ пулса тухӗччӗ ку: Фабиан господин шкулта большевиксене вӗрентсе ӳстернипе хӑйӗн ӗлӗкхи ҫылӑхӗсене каҫарттарать!Красиво бы это выглядело: Фабиан искупает свои грехи, вырастив в школе гнездо большевиков!
Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Хупаха эрех ӗҫме кӗрсе тухӗччӗ.
Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ялсем хушшинче шӑв-шав тапрантӑр кӑна, вӑл сӗлӗхсене Янтул сухан мӑйи пек ҫакса тухӗччӗ.
Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
— Хӑвӑн айван пуҫупа шухӑшласа пӑхнӑ-и эс: мӗн пулса тухӗччӗ, эс Хусантах тӑрса юлнӑ пулсан?
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ҫапах та хӑйӗн Долоресне шпорланӑ май коммерсант йывӑҫсен мӗлкине асӑрхануллӑн кӗчӗ, хӑйне кӑтартмасӑр пырас терӗ; япӑх пулас тӑк та — ӑнсӑртран курнӑҫнӑн ҫеҫ килсе тухӗччӗ ку.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.
Тантӑшӗсем пекех, вӑл та пуртӑ-мӑлатук йӑтса тухӗччӗ, хуҫалӑхри хуралтӑсене ӑна та кӑна юсӗччӗ, арҫын алли ыйтакан ӗҫ килте темӗн чухлех-ҫке.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тупата, кашни хурӑна, вӗренене, чӑрӑша, юмана тыта-тыта ыталӗччӗ Ванькка, кашни йывӑҫа тав туса тухӗччӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Костьӑна шӑрчӑксем те, вӗтӗ шӑнасем те ҫилентереҫҫӗ, шапасене вара вӑл йӑлтах таптаса тухӗччӗ — ан тив, ӳлӗмрен хӑйк! та ан туччӑр.
Кам пулма туртӑм пур санӑн? // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Вара ку питӗ лайӑх пулса тухӗччӗ.
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Шишкин пирки ман пуҫӑма салхуллӑ шухӑшсем пыра-пыра кӗмен пулсан, кулӑшла пулса тухӗччӗ.Это, наверно, было бы смешно, если бы мне в голову не лезли грустные мысли о Шишкине.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Вӑйлӑ негр хаваспах хӑйӗн юлташӗсене пурне те хулпуҫҫи ҫине лартса лапамран илсе тухӗччӗ.Бравый негр рад был бы посадить себе на плечи всех своих товарищей и вынести их из лощины.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Кивӗ, кирлӗ мар, кая тӑрса юлнӑ япаласене, — мӗскӗн пахчасене, чӑхсене, виноградӑн йӳнӗ сорчӗсене, — пурне те сирпӗтсе-аркатса ярӗччӗ вӑл, хӑйӗн хуҫалӑхӗнчи лайӑх культурӑсем лартса тухӗччӗ, пӗтӗмпех ӑнӑҫтарса ҫитерӗччӗ; чӑнласах ӗҫе тытӑнсан, ҫакна йӑлтах туса ҫитерме пулать, тет вӑл.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ҫитменни ҫине эпӗ, РСДРП членӗ, большевик, хамӑн парти фракцийӗпе пӗр шухӑш-кӑмӑллӑ пулманни питех те кулӑшла пулса тухӗччӗ.И было бы смешно мне, члену РСДРП, большевику, не разделять точки зрения своей партийной фракции.
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ку вара телейлӗ вӗҫленекен савӑнӑҫлӑ повесть пулса тухӗччӗ, автор ӗнтӗ Федор Лукич харсӑрлансах ҫак ӗҫе тытӑннине, станица совечӗсенчи ятран ҫырнӑ списоксенче Катеринӑна шыранине, шырасан-шырасан, пӗтӗм ҫӗр савӑнмалӑх, герой юратӑвне туртса кӑларнине ҫырма перо та тытнӑччӗ…
VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Кӗҫех вӑл пур вӗренекенсемпе пӗтӗм пысӑк обществӑна хирӗҫ вӑрҫӑпа тухӗччӗ.сейчас он бросит вызов всему окружающему — и негодяям-школьникам, и этому порочному обществу.
Супӑнь // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.
Вӑл, тарӑхса ҫитнӗскер, тухӗччӗ те хӑй килӗнчен, ҫак йӗрӗнчӗке — «сывлӑш ҫулне» ватса ҫӗмӗрсе тӑкӗччӗ, каппайчӑк чӑрсӑр тимӗр ҫӑварне хуплӗччӗ, вӑл пурнӑҫ хуҫи, пурнӑҫ — уншӑн, ҫавӑнпа та ӑна мӗн кансӗрлет — ҫавна пӗтермелле.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Вӑл хӑйӗн ӑнӑҫсӑр юратӑвӗшӗн кулянӗччӗ, пулни-иртнишӗн макӑрӗччӗ, ун ҫинчен йӑлтах манӗччӗ, вара… вара «ырӑ ҫынна» качча тухӗччӗ, лайӑх, ӑслӑ, тарават арӑм, ача амӑшӗ пулӗччӗ, мӗн пулни-иртнине хӗр ӗмӗчӗ вырӑнне ҫеҫ хурӗччӗ, хӑй ӗмӗрне пурӑнса мар, тӳссе ирттерӗччӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
- 1