Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туха (тĕпĕ: тух) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ ҫакна каларӑм ҫеҫ — вӗтлӗхрен пӗр ҫын туха парать.

И только я это сказал — из кустов выходит мужик.

Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.

Ӗнер мӗнпур офицерсене пӗтерсе тӑкма хушнӑ ачаллӑ хӗрарӑм мала туха тӑчӗ.

Вперед пробралась баба с ребенком, та самая, которая вчера требовала уничтожить офицеров.

XV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Ӳкӗтлессе ҫапла ӳкӗтлерӗм-ха хама, анчах ҫӗтӗк-ҫатӑк, хуралса-пӑнтӑхса тӗсне янӑ чиркӳ пурпӗрех пуҫран туха пӗлмерӗ.

Уговаривать-то себя так я уговаривал, а все равно облупленная, почерневшая от времени церквушка не шла из головы.

12 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Анчах уҫӑмлӑн нимӗнех те туха пӗлмерӗ ман.

Но получалось нечто весьма неопределенное.

2 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Аваллӑхран килнӗ «Канны» ӑнлану, ҫӗршер ҫул хушши ҫар учебникӗсен страницисенчен туха пӗлменскер, тӑшмана стратегиллӗ окружение ҫавӑрса илсе аркатмалли ҫӗнӗ ӑнланӑва — «Сталинграда» — вырӑн парать.

Пришедшее из древности понятие «Канны», сотни лет не сходившее со страниц военных учебников, уступало место новому синониму стратегического окружения и разгрома — «Сталинград».

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Сехӗрленӳ туйӑмӗ ӑшчикрен туха пӗлмест.

Не покидает чувство опасности и тревоги.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Малтан вӑл пӗтӗм ҫан-ҫурӑмӗпе чӗтренӗ, кайран чӗтресси иртсе кайнӑ та, вӑл хулленех тӑнтан туха пуҫланӑ.

Сначала он дрожал всем телом, потом дрожь прошла, и он понемногу стал терять сознание.

VII // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.

Вӑл сывлӑмпа нӳрелсе вӑраннӑ ҫӗре хӗвел туха пуҫланӑ, лаши те ял патнелле ҫывхарнӑ.

Когда же он, сырой от росы, проснулся, то увидел, что восходит солнце и он подъезжает к своему селу.

XXI сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.

Мӑрьесенчен тӗтӗм те туха пуҫларӗ, пӑх-ха.

А то, бачь, у людей из труб дым начинает идти.

XIII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.

Аллисене кӑларса, вӑл михӗрен туха пуҫларӗ.

Выпростав наружу руки, он стал вылезать из мешка.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Хӑнасем Новинскранах килсе кӗрсе туха пуҫларӗҫ.

Из самого Новинска стали заглядывать гости.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Отряд вӑрмантан туха пуҫларӗ.

Отряд начал выдвигаться из лесу.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Эпӗ пӗрре, ҫамрӑк чухне, ачасемпе пыратӑп, сасартӑк куратӑп — вӑрмантан вӑрман хуҫи туха парать…

Вот я раз, еще молодая была, шла с ребятами и вдруг вижу — хозяйка из лесу…

Власьевна вӑрманта мӗнле ҫӳрет // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Тӗтре сирӗле пуҫланӑ; пӗлӗтсем туха пуҫланӑ, ҫӑлтӑрсем курӑнми пулнӑ.

А туман уж расходиться стал, и как будто тучки заходить стали, не видать уж звезд.

5 // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Костылин упаленсе туха пуҫланӑ, анчах урине чула лектернӗ, каскипе кемсӗр-кӗмсӗр тутарнӑ.

Полез и Костылин, да зацепил камень ногой, загремел.

5 // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Вӗсем каллех шӑтӑксем витӗр ҫулҫӑ ҫиме туха пуҫларӗҫ.

И они перелезали на новый корм.

Пурҫӑн хурчӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ҫапах та Дик чӗрине ҫавӑрса илнӗ шанчӑк пӗчӗккӗн тӳрре туха пуҫларӗ.

И однако надежда, наполнившая сердце Дика, как будто начала отчасти оправдываться.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Контрреволюциллӗ буржуаллӑ Рада каллех ҫиеле туха пуҫланӑ.

Опять всплывает на поверхность контрреволюционная буржуазная Рада.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.

Ҫак пӗчӗк чӑваш ялӗ Тухтара пайтах нуша кӑтартрӗ, нумай-нумай тарӑхтарса варне витерчӗ, ҫапах та вӑл канӑҫсӑр каҫсенче те асӗнчен туха пӗлмерӗ, шухӑшлӑ кунсенче те манӑҫмарӗ.

Несмотря на то, что в этой маленькой деревушке Тухтар испытал много нужды и горя, перенес жгучую душевную боль и обиду, она снилась ему тягучими зимними ночами и представала наяву однообразными рабочими днями.

XII. Ятлӑ йыхравҫӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Чарусӑр чир-чӗр, алӑкран алӑка шаккаса, чухӑн ҫуртсене сӗкӗнсе кӗрет, пурне те суйласа асаплантармасӑр, пурӑн ӗмӗре татса каймасӑр туха та пӗлмест.

Болезни, стуча из двери в дверь, в особенности бедняцкие, без разбору уносят в могилу взрослых и детей, немощных и здоровых.

XII. Ятлӑ йыхравҫӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех