Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тупрӑмӑр (тĕпĕ: туп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Майне шухӑшласа тупрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ашкӑнчӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 38–40 с.

— Пирӗн иксӗмӗрӗн те аннесем ҫукчӗ-ха, халь акӑ — тупрӑмӑр хамӑр аннене…

Куҫарса пулӑш

Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.

«Эпир кӑҫал пысӑк тӑкаксемсӗрех чаплӑ фестиваль ирттерме май тупрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Кинофестиваль: ниме пӑхмасӑр — малалла! // Надежда Смирнова. «Хыпар», 2015, 89 (26741)№, 1,7 с.

Иксӗмӗр пӗрне-пӗри шыраса тупрӑмӑр, юратса пӑрахрӑмӑр, арлӑ-арӑмлӑ пулӑпӑр…

Мы встретили друг друга, полюбили друг друга, станем мужем и женой…

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Усрӗ ҫитрӗ, пулчӗ хӗр — Пуян упӑшка кирлӗ, Упӑшкине тупрӑмӑр — Кӳми лайӑхрах кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк каҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Пӗлтӗр ку енӗпе кӑштах чӑрмавсем килсе тухрӗҫ пулин те майне тупрӑмӑр, ӑнӑҫлах хӗл каҫартӑмӑр хамӑрӑн тӑватӑ ураллӑ тусӑмӑрсене.

Куҫарса пулӑш

Хамӑр тӑрӑшсан, патшалӑх пулӑшсан ӗҫ ӑнӑҫать // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9704-kham-r- ... an-c-n-cat

Тупрӑмӑр!

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тупрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

13. Ярахвийӗн ят тухнӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗр эрнерен ҫеҫ тупрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

19. Юмӑҫпа алманчӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Яхуте пичче, эпир сан валли лаша тупрӑмӑр! — терӗ Ахтупай савӑнӑҫлӑн.

Куҫарса пулӑш

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ун виллине вӑрман хуралҫи пӳртӗнче тупрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӑл вара: — Эпир кунта хамӑр мунчана тупрӑмӑр. Ҫакӑнталла килӗр! Анчах пӗрин унта юлмалла пулать. Кайран пире кӑшкӑрса пӗлтерсе хамӑр пӑявсене тупма, — тесе хӑра-хӑрах хыттӑн каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Ҫакӑн хыҫҫӑн пӑрӑнчӑкра чи ҫӳллӗ вырӑн тупрӑмӑр (ӗҫе ҫӑмӑллатма), унтан тӗмескелӗх ҫине чул муклашкисене алӑсемпе те патаксемпе купалама тытӑнтӑмӑр.

Тогда, выбрав наиболее возвышенное у поворота место (чтобы облегчить труд), мы стали ворочать камни, вкатывая их на возвышение руками и кольями.

VI. Фильбанк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Эпӗ темӗн калаҫма пикентӗм, анчах вӑл аллипе сулкалашать, хыпаланма пуҫларӗ, шӑпланчӗ, урӑх пӗр сӑмах та чӗнмерӗ, унтан сада тухрӑмӑр, вӑл килнӗ кимме шыраса тупрӑмӑр.

Я что-то заговорил, но она махнула рукой, — заторопилась, умолкла и не говорила больше ничего, пока мы не прошли в сад и не разыскали лодку, в которой она приехала.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Эпир пӗр ҫынна тупрӑмӑр, вӑл надзиратель ӗҫне вырнаҫасшӑн имӗш.

Мы нашли одного человека, который будто бы хлопочет поступить в надзиратели.

ХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

— Акӑ эпир ят тупрӑмӑр та, — терӗ Гонзак.

— Вот мы и составили, — сказал Гонзак.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Эпир сире ӗнентӗмӗр те — вилӗм тупрӑмӑр.

Мы вам поверили и нашли смерть.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 326–330 с.

Тупрӑмӑр

Нашли…

Александр Грин тата паянхи ӑру // Арсений Тарасов. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 5–9 с.

Чылайранпа шыв кӗрекен шӑтӑка тупрӑмӑр: киль айӗнче, карап хыҫӗнче сулахайра, виҫҫӗмӗш тимберс патӗнче сӑрхӑннӑ.

Старая течь, наконец, открыта: вода сочилась под килем, у третьего тимберса от кормы, слева.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

— Ултӑ гильза тупрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех