Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тумтирне (тĕпĕ: тумтир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Теприсем тата хӑйсем пӗр-пӗр усал ӗҫ тунӑ чухне тӑхӑннӑ тумтирне ҫунтараҫҫӗ, — калаҫӑва хутшӑнчӗ Ишмук.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Чирлӗ ҫын тумтирне пӑрахаҫҫӗ, — хуравларӗ хӗр-полковник.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫеруш та ҫывӑрать: тумтирне хывмасӑрах выртнӑ вырӑн ҫине.

Куҫарса пулӑш

Арӑм ҫук // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 46–49 с.

— Мӗн шырама пынӑ вӑл унта?! — терӗ те аппа тумтирне тӑхӑнса тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗркке пуян // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Сӑмахламасӑр тумтирне те тӑхӑнайми, ҫӑкӑрне те ҫиейми пулчӗ хӗр ача.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Пӗррехинче Павӑл, юлашки вӑхӑтра хунавсӑр ҫемье хуйхине эрех черккинче чӳхесе сӗвӗртес, хӑрах уралантарас енне сулӑннӑскер, ӗҫрен вилӗ ӳсӗр таврӑнчӗ те тумтирне хывмасӑрах вырӑн ҫине лаплатса выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Тумтирне пӑх та, пурнӑҫне пӗл, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Учительница Агафья Павловна, тулли ӳтлӗ, ҫырӑ ҫамрӑк хӗрарӑм, кӗлеткине ҫӑт ҫыпӑҫса тӑракан тӗксӗм кӑвак платье, урине хура туфли тӑхӑннӑскер, ӑшӑ кулӑпа ҫиҫкелесе, чи малтанах хӑйӗнпе паллаштарчӗ, унтан кашни ачапа уйрӑммӑн, ятран чӗнсе паллашрӗ, вӗсен тумтирне, хут-кӑранташне тӗрӗслесе тухрӗ, вӗсене парттӑ хушшинче кӗлеткене кирлӗ пек тытса ларма вӗрентрӗ, пӗлӳ пухмалли ӗҫсемпе мелсем ҫинчен ӑнлантарса пачӗ…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Виктора кабинета илсе кӗрсен, «тип» ҫӗнӗ ҫыннӑн аллисемпе урисенчи сӑнчӑра салтма хушрӗ, хӑй вара унӑн ҫурӑлса пӗтнӗ тумтирне тӳрлетме тата пичӗ ҫинчи юрне шӑлма пуҫларӗ.

Когда Виктора привели в кабинет, «тип» приказал снять с рук и ног «новенького» кандалы, а сам стал заботливо поправлять на нем порванную одежду и вытирать кровь с его лица.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Тумтирне халех хывса ҫакнӑ пултӑр, тусанна таса урайне ан тӑк, уруна ҫуса кӗр.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентеҫҫӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 23–26 с.

Вӑл кула-кулах хӑйӗн йӗп-йӗпе тумтирне хывса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Хӑвӑн тумтирне илсе килсен кайӑн.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лукарье тӑна кӗнӗ ҫӗре вӑл, тумтирне тупса, пӳртрен тухса сирпӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӑнӑх пӗрлетсе вӗҫсе икӗ шульӑк тумтирне шуратнӑ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Утӑ ҫулнӑ ҫӗре кашни хресчен лайӑх апат-ҫимӗҫ илсе кайма тӑрӑшать, лайӑх тумтирне тумланать.

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Вӑл пӑтаран Мамич-Бердей тумтирне вӗҫертсе илчӗ, йӗрӗннӗ пек тыткаласа ӑна урайне пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗрисем вут-кӑвара сӳнтерме йӑлӑма васкаҫҫӗ, теприсем, мӑрье тасатакансем пек хуп-хура пулнӑскерсем, ҫийӗнчи тумтирне ҫӗтсе-ҫурса пӗтернӗскерсем, Атӑл ку енне каҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Усеин-Сеит ҫав воевода тумтирне чӑнахах аякка ӑсатрӗ-ши вара е хӑйӗн килне ҫеҫ леҫтерчӗ-ши? — иккӗленме пӑрахманнине систерсе ыйтрӗ Янчура.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫавӑнпа та эпӗ ак мӗн тума сӗнетӗп: ку ҫар тумтирне хамӑрӑн шанчӑклӑ ҫынсем халех Астрахане Измаил хан патне леҫчӗр.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫывӑр, — терӗ Ахтупай витнӗ тумтирне арӑмӗ ҫинерех туртса.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех