Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тумтир сăмах пирĕн базăра пур.
тумтир (тĕпĕ: тумтир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нерпа тирӗнчен вӗсем тумтир ҫӗлеҫҫӗ, какайне ҫиеҫҫӗ, ҫуне вут вырӑнне, краҫҫин вырӑнне ҫунтараҫҫӗ.

Из шкур нерпы луораветланы делают одежду, мясо идет в пищу, а жир — на отопление и освещение.

Луораветлансем (чукчасем) // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Пӗр вӑхӑтрах ансат та самай мӑнаҫлӑ трон ҫинче ларакан король йӗпкӗн хӗрлӗ тӗслӗ тумтир тата юс тирӗнчен ҫӗлетнӗ манти тӑхӑннӑ пулнӑ.

Облаченный в пурпур и горностай, он восседал на троне — очень простом и все же величественном.

X // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Тумтир тӑхӑнса ҫӳремеҫҫӗ.

Одежды обычно не носят.

Тропик тӑрӑхӗнче мӗнле халӑхсем пурӑнаҫҫӗ, вӗсем мӗн ӗҫлеҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Тропик тӑрӑхӗнче хӗвел хӗртсе пӑхать, унта пурӑнакан ҫынсене ӑшӑ кил-ҫурт та, ӑшӑ тумтир те кирлӗ мар.

Жарко греет в тропическом поясе солнце, и жители не нуждаются там ни в теплых жилищах, ни в теплой одежде.

Тропик тӑрӑхӗнче мӗнле халӑхсем пурӑнаҫҫӗ, вӗсем мӗн ӗҫлеҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Вӗсем тумтир тӑхӑнман, кил-ҫурчӗсене йывӑҫ турачӗпе ҫулҫӑран тунӑ, вӑрҫӑ хатӗрӗсем вӗсен сӑнӑсемпе ухӑсем пулнӑ.

Они не носили одежды, жилища строили из ветвей и листьев, были вооружены стрелами и копьями.

Ҫӗр тавра малтан ҫӳресе ҫаврӑнни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Конкурса 60 ытла конкурсант, талантлӑ ӑстаҫӑсем, костюмерсем, дизайнерсем, тумтир ҫӗлекен ательесем, Пушкӑрт Республикинчи, Раҫҫей регионӗсенчен, Саха (Якути), Оренбург тата Курган облаҫӗсенчи шкулчченхи вӗренӳ организацийӗсемпе учрежденийӗсем хастар хутшӑннӑ; Каракалпакстан, Кыргызстан, Узбекистан тата Беларуҫ туслӑ ҫӗршывсенчен те пур.

На конкурс заявились более 60 конкурсантов, авторов – талантливых мастеров – изготовителей, художников по костюмам, дизайнеров, ателье по пошиву одежды, активное участие приняли дошкольные образовательные организации и учреждения дополнительного образования из районов Республики Башкортостан, из регионов России: Республика Саха (Якутия), Оренбургской и Курганской областей; из дружественных стран ближнего зарубежья Каракалпакстан, Кыргызстан, Узбекистан и Белорусии.

Ирина Аглеевана ӑнӑҫу сунатпӑр // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... -r-3452821

Ӗҫлесе илнӗ укҫапа шкула ҫӳреме тумтир тата учебниксемпе тетрадьсем туяннӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑй телейне ют ҫӗртре шыраман // Елена ВАЛИЕВА. https://ursassi.ru/articles/kun-ul-ka-al ... an-3444420

Кӑшӑллӑ шахмат, тумтир ҫинчи ятарлӑ ҫӗвӗллӗ пуканесем, - палӑртнӑ Радий Хабиров.

Шахматы с ободками, куклы со специальными швами на одежде, – отметил Радий Хабиров.

Радий Хабиров "Атя выляма" фестиваль ҫулленех пуласси ҫинчен пӗлтернӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... rn-3442627

Кивелсе ҫитнӗ тумтир йытӑ вӗрнипе те ҫурӑлать. теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кирлен, тӗрӗссипе каласан, урӑх тумтир те ҫук.

Куҫарса пулӑш

VI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тумтир.

Куҫарса пулӑш

II сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ку эрне тумтир та, йӑлара усӑ курмалли техника туянма та ӑнӑҫлӑ.

Это благоприятный период для шопинга как одежды, так и бытовой техники.

35-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Унта ҫавӑн пек уйрӑмсене асӑрхама пулать: 1) Шӑнса пӑсӑлас мар, ерекен чирсенчен сыхланас тесен, мӗн тумалла тата мӗнле тумтир тӑхӑнмалла?

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Вӑл ҫапла сӗннӗ: 1) хура пӳртсене пӗтермелле — тӗтӗм алӑкран мар, мӑрьерен тухтӑр: 2) ҫынсене кил-ҫурта таса тытма хӑнӑхтармалла; 3) весӗн апачӗ тутлӑрах та сӗтеклӗрех пултӑр; 4) хресченсем меллӗрех тумтир тӑхӑнса ҫӳреччӗр, ҫумӑрта ан йӗпенччӗр, сивӗре ан шӑнччӑр.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Хӑватлӑ, ҫӗн чӗреллӗ ҫӗн ӗмӗр чӑвашӗ Хулпуҫҫипе кӑвак пӗлӗте пӗрӗнсе, Кунҫул уйне тухса, хӗвел тумтир тумланӗ, Ҫӗн кун ӑна ыталӗ савӑнса, ачашшӑн; Умне ҫӗн ҫул ҫине, ҫӗн чечексем чӗртсе, Интернационал кӗперӗ анӗ.

Куҫарса пулӑш

Туслӑх кӗперӗ // Стихван Шавлы. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 77–79 с.

Тумтир комплекчӗсене ытларах Васкавлӑ пулӑшу тата медицина катастрофисен центрӗ 1187 хӗллехи тата ҫуллахи комплектсем, чи сахалли Мясягутовӑри тӗп район больници 101 комплект туянасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Васкавлӑ пулӑшу ӗҫченӗсем валли 42 млн тенкӗлӗх ятарлӑ тумтир туянӗҫ // Инга Алексеева. https://ursassi.ru/news/%D0%A1%D1%8B%D0% ... an-3389012

Пурӗ 3148 ҫуллахи ятарлӑ тумтир комплектне (ҫуллахи куртка, жилет, ҫурма комбинезон) тата 3056 хӗллехи комплект (ӑшӑ куртка, ҫурма комбинезон, флис куртка) туянмалла.

Куҫарса пулӑш

Васкавлӑ пулӑшу ӗҫченӗсем валли 42 млн тенкӗлӗх ятарлӑ тумтир туянӗҫ // Инга Алексеева. https://ursassi.ru/news/%D0%A1%D1%8B%D0% ... an-3389012

Пушкӑртстанри Конкурентлӑ политика енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗ васкавлӑ пулӑшу ӗҫченӗсем валли ятарлӑ формӑллӑ тумтир туянма аукцион ирттересси ҫинчен пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Васкавлӑ пулӑшу ӗҫченӗсем валли 42 млн тенкӗлӗх ятарлӑ тумтир туянӗҫ // Инга Алексеева. https://ursassi.ru/news/%D0%A1%D1%8B%D0% ... an-3389012

Ҫакӑ икӗ ачи[н] та ҫӗтӗк тумтир [анчах] тит.

Ходили они в одних лохмотьях.

1. [Икӗ Йӑван] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 47-57 с.

Апат-ҫимӗҫ, ӑшӑ тумтир пуҫтарса ӑсатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ял илемӗ унта пурӑнакансенчен килет // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d1%8f%d0%b ... %b5%d1%82/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех