Шырав
Шырав ĕçĕ:
Афанасий Львович хӑйӗн Степанида пӳлӗмӗпе юнашар пӳлӗмне кӗрсе ҫӑвӑнсан, ҫул ҫинчи тумтирне хывса урӑх тумтир тӑхӑнсан, ҫамрӑк майра хуҫа ӑна чей ӗҫме чӗннӗ.
II // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Джордано Брунона сарӑ тумтир тӑхӑнтартнӑ, тумтирӗ ҫине хура сӑрӑпа илемсӗр те килӗшӳсӗр шуйттансем ӳкерсе пӗтернӗ, пуҫне ҫӳлӗ калпак тӑхӑнтартнӑ, калпакӗ ҫине те вутра ҫунса вилекен ҫыннӑн асаплӑ сӑнарне ӳкернӗ пулнӑ.
Джордано Бруно // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Тумтир, тумтир!
XII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Хулпуҫҫисем ҫинче ылттӑн, ҫаннисем ҫинче ылттӑн, пилӗк таран ылттӑн тумтир, ҫӗлӗкӗ те ылттӑнлӑ, пиҫиххийӗ те ылттӑн, пур ҫӗрте те ылттӑнлӑ, пур япали те ылттӑнран; ҫуркунне хӗвел пӑхать вӗт-ха, пахчара тӗрлӗ кайӑксем чӗриклетсе юрлаҫҫӗ, курӑк тутлӑ шӑршӑ сарать, вӑл та ылттӑн тумтирпе шӑп ҫавӑн пекех ҫиҫсе тӑрать, воевода ӑна утланма та чи лайӑх лаша панӑ: пӗр лаши икҫӗр червонец тӑрать».
VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Вӗсен тумтирӗ — ултавлӑ тумтир.
Ҫерҫисемпе дервиш ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Тырӑ ҫук — тырӑ, тумтир ҫук — тумтир паратпӑр.
ХХIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Старикӗн тумтирӗ капӑр пулнӑ пулин те, Арторикс тумтир тӑрӑх ҫав старик мим иккенне пӗлнӗ.По одежде старика, хотя она была роскошная и дорогая, Арторикс сразу узнал мима.
XVII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Вӗсен пурте вӗр-ҫӗнӗ тумтир, офицерсен тумне тӑхӑннӑ, халиччен ку тумтир ҫире те пулман пулмалла.
16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Майӑн 8-мӗшӗнче, юлашки экзамена — закон божине парса таврӑнсан, эпӗ килте хам палланӑ ҫынна, Розанов патӗнче ҫӗвӗҫ ҫумми пулса ӗҫлекенскере, куртӑм; вӑл унчченех темиҫе тӗспе йӑлтӑртатакан яка-ҫутӑ хура пуставран ҫӗленӗ мундирпе сюртук йӑтса килсе, лацкансен вырӑнӗсене пурӑпа паллӑ тунӑччӗ, ун чухне ку тумтирсене ҫиелтен ҫиппе чиксе туртса тухнӑччӗ, халӗ вара йӑлтӑркка ылтӑн тӳмисене хутпа чӗркенӗ йӑлтах хатӗр тумтир илсе килчӗ.
XIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл тумтир кил-йышра утиял вырӑнне те, кӗрӗк, пухча, урай витти, Поликейӑн тумтирӗ вырӑнне тата ытти ӗҫре те сӳренӗ.
VII // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Урӑх тумтир тӑхӑнса ҫутӑ ҫӗре тухсан, матрос ун ҫине пӑхрӗ те ӳсӗрпе тайкаланаканскер, тумтирне ырласа, пуҫӗпе сулчӗ.
VII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Сире ман тумтир кӑмӑла каять пулсан, хӑвӑр тумтирпе улӑштарма пултаратӑр.Если вам приглянулось мое платье, можете поменяться со мной.
VII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Алвиша илес пулсан вара, турккӑсен карнавал тумтирӗ пек тумтир тӑхӑннӑскер, вӑл хӑйӗн юратмӑшӗ пекех нӗрсӗр курӑнмасть.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Сасартӑк, хамӑртан аллӑ метрта пире хирӗҫ ҫар тумтирӗ те мар, анчах штатски тумтир те мар тӑхӑннӑ пӗр ушкӑн хӗҫпӑшалланнӑ ҫынсем килнине асӑрхарӑм.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Манекен тумтир кӑтартмалли кӗлетке анчах пулнине, ӑна ҫӗнӗ модӑлла тумтире лайӑхрах кӑтартма тунине шута илмеҫҫӗ.
2. Ҫыннӑн хӑйне хӑй тытас йӑли // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Диван патӗнче тӑракан пукан ҫинче вӑл тирпейлӗн хутлатса хунӑ тумтир курчӗ, анчах малтанах ӑна хӑй тумтирӗ вырӑнне йышӑнмарӗ.На стуле около дивана он увидел аккуратно сложенную одежду и сначала не признал ее.
24. Кӗрешӳ тата вӑрӑма пырать-ха // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Санӑн ху тумтирне хывса урӑх тумтир тӑхӑнмалла.
II. Мужик ӑс-тӑнӗ полководец пӗлнин тӗшне тӑрать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Пыра киле ерипенех Гансӑн, пиччен тата манӑн хамӑн та ҫири тумтирсене, курткӑна, унтан жилета та хывмалла пулчӗ, чи ҫӑмӑл тумтир те йывӑр туйӑнать, ҫан-ҫурӑма ыраттарать.
XLII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Николай валли тумтир туяннӑ чух вӑл сутӑҫсемпе ҫав тери хӗрӳллӗн тавлашрӗ, ҫав хушӑрах хӑйӗн ӗҫке ернӗ упӑшки валли кашни уйӑхра пекех ҫӗнӗ тумтир илсе памалла пулнӑшӑн вӑрҫнӑ пек пулчӗ.
IX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Эпир хамӑр илсе килнӗ тумтирсене питӗ лайӑх тӗрӗслерӗмӗр, сакӑр кӗмӗл доллар тупрӑмӑр, вӗсене ашӑкран тунӑ кивӗ тумтир ӑшне ҫӗлесе хунӑ иккен.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.