Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тумтир сăмах пирĕн базăра пур.
тумтир (тĕпĕ: тумтир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫывӑхра тӑракан кӗреҫе сухал, лайӑх тумтир тӑхӑннӑскер, ӑнлантарса тӑчӗ:

Куҫарса пулӑш

7. Атӑл тӑрӑх — тӑвалла // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эмине вӗсене иккӗшне икӗ чӗл ҫӑкӑр тата пӗрер ҫӗклем кив тумтир тыттарчӗ те кунта вырӑн ҫук тесе мунчана кайма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӗкӗрҫӗ асӑрханкаласа хапхаран кӗчӗ те картишӗнче унта та кунта купаланса выртакан тумтир ҫине пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Виҫӗ кун каяллах систерсе хунӑччӗ, Новоград Свияжскине хӗҫ-пӑшалпа тумтир илме каятӑп тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫӳлти пусма вӗҫне хӗрлӗ сӑхман евӗрлӗ тумтир тӑхӑннӑ тулли ҫын тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫавна пулах ӗнтӗ Иван Сергеевичӑн аллисем халӗ те кӗпе ҫумалли тукмак пекех, хул мускулӗсем те тумтир витӗрех палӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Капӑр тумтир витӗр хӗр чӗрине кураймастӑн.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Эрне вӗҫӗнче, акӑ, йӗркелӳ пухӑвӗ хыҫҫӑн пуҫару ушкӑнӗ гуманитари пулӑшӑвне боецсен тумтир, пушмак виҫисене кура уйрӑмшар тӗркемсем ҫине пайланӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑлӑх - вӑй тата пӗрлӗх палли // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11656-yr ... l-kh-palli

Укҫа-тенкӗ пухӑмӗсӗр пуҫне район ҫыннисем ентешсем валли ӑшӑ тумтир, ытти япаласем пуҫтарассине йӗркелерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрнар-Ульяновск: пулӑшу кашни салтак патне ҫитрӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11680-v- ... patne-citr

Малтанах Алимпи Раюк ятлӑ юлташӗпе пӗрле килтен-киле ҫитсе ӑшӑ тумтир пухса сӳрерӗ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Вӗсен вӗренес те пулать, ӗҫлес те пулать, — терӗ Макар мучин кинӗ, тумтир тӑхӑнса.

Им и учиться надо, и работать надо, — сказала сноха деда Макара, одеваясь.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Ытти килсенче Исаков тумтир хывсах ларманччӗ-ха.

В других домах Исаков ни разу не раздевался.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Тӑрантас ҫинчен вӑрӑм хура тумтир, улӑм шлепке тӑхӑннӑ пуп анчӗ.

Куҫарса пулӑш

Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫак ӗҫсемшӗн, чӑн калатӑп, Пӗччен ҫеҫ тӑман эпир, Парса тӑчӗ пире халӑх Апат-ҫимӗҫпе тумтир.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Шалта алӑка уҫма чӑрмантараканни тумтир купи мар, чӗркуҫленсе ларнӑ ҫын кӗлетки пулчӗ.

В свете моргающей свечи увидели то, что мешало им открыть дверь. Это были не тряпки и не одежда, а согбенная человеческая фигура, стоящая на коленях.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗр-пӗр тумтир пӑрахса пар та урайне…

Ты мне брось на пол какую ни то одежонку…

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ачалӑхӗ вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсене лекнӗ те тумтир, хут-кӑранташ енӗпе йывӑр тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Тӗплӗ вӗрентетчӗ, ҫирӗп ыйтатчӗ», теҫҫӗ вӗренекенӗсем // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/04/%d1%82e%d0% ... %b5%d0%ba/

Ун ҫинчи ҫӗтӗк тумтир купине пӗр ҫӗре чӑмӑртаса кӗтесе тирпейлесе хунӑ.

Постель и разное тряпье скручены и задвинуты в угол.

Улахра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кутникӗ те ҫап-ҫарах, стена ҫумӗнче ҫеҫ пӗр тумтир лӑстӑкӗ ҫакӑнса тӑрать.

Правда, и убранства в ней лишнею пет: лавка да голые нары, над ними на гвозде какая-то одежонка, вот и все.

Ҫӗрлехи хӑнасем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Уҫӑ чӳречерен вӗрекен ҫил тумтир ҫӗтӗкӗсене хускатать, чӗлӗм тӗтӗмне ҫинҫе ярӑм пек туса яр! хӑваласа тухса каять.

Здесь он волен как этот влетающий в открытые окна ветер, шевелящий лохмотья его одежды, заигрывающий с дымом его трубки, то свивая из него тонкую сизую веревочку, то размывая в белесое облако.

Микки // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех