Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тумланса (тĕпĕ: тумлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Мӗн вара. эс тумланса ларнӑшӑн пуйӑс хӑвӑртрах чупӗ, теместӗн пуль те?

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Вирьял хӗрӗсем пухӑсене шап-шурӑ тумланса тухаҫҫӗ, пурте пекех ярӑнса утаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ҫак вӑхӑтра фабрика тулашӗнчи тӗнчере, кӑнтӑрла иртни тӑватӑ сехет ҫитессе чун пек кӗтсе, общежитире пурӑнакан Анфиса ятлӑ хӗр нихҫанхинчен те шукӑль тумланса хатӗрленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Хастарри хастар-ха та вӑл, анчах ытла та лӑпӑс-лапӑс тумланса ҫӳрет-ҫке!

Куҫарса пулӑш

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

Ҫӗнӗрен тумланса ӗлкӗрнӗ ҫӗре общежитине унӑн юлташӗсем килсе ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Сӑн-сӑпатран вӑл ытла та хитре ӗнтӗ, питӗ илемлӗ тумланса ҫӳрет, ҫепӗҫ калаҫать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Капӑртарах, хӳхӗмрех тумланса ҫӳрес килет, анчах ялта ун пек хӑтланни усӑсӑр: ваттисем тиркеҫҫӗ, ялти каччӑсем хӑйсем те ҫи-пуҫ хӑтлӑхӗ ҫине сахалтарах пӑхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Васкамасӑр тумланса эпир ешӗл ҫерем ҫине выртрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хӑпӑл-хапӑл тумланса ӗне сӑвакансем пӗрин хыҫҫӑн тепри пӳртрен тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Акӑ Анук тумланса пӗтерчӗ, вӑл Тарас еннелле вӑрттӑн пӑхрӗ, анчах каччӑ ӑна асӑрхасшӑн пулманнине кура залран сывпуллашмасӑрах тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Лешӗ, ӗҫ хыҫҫӑн янкӑс тумланса ҫӳрекенскер, столовӑйра, магазинта е урӑх ҫӗрте час-часах куҫ тӗлне пулатчӗ, кирек хӑҫан та куҫне аяккалла тартатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Хӗр тумӗ тумланса, учӗ ҫине утланса ларнӑ самант хӗр-ҫарҫыннишӗн чӑн-чӑн уяв пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Арҫынла тумланса ҫӳресе вӑл патька-патша валли пит лайӑх ҫар пухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Аҫтӑрхан шухӑш шухӑшлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Апла, арҫынла тумланса каялла каясшӑн иккен, э-э-э?

Куҫарса пулӑш

Ват ҫын — тӑват ҫын // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эсӗ, тет, пӗр-пӗр ҫӗре кай та, кӑштах лӑпланса пурӑн, кан, вара арҫынла тумланса каялла кил.

Куҫарса пулӑш

Ват ҫын — тӑват ҫын // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Илтилет, арҫын тумне тумланса хӑй халӑхне пулӑшнӑ, усал ҫичӗ юта ҫӗнтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пысӑк класа тумланса тухӑр, — терӗ тӗлӗнмелле лӑпкӑ сасӑпа вӗрентекен аппа.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ кунсем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эпӗ те тумланса ун хыҫҫӑн чупрӑм.

Куҫарса пулӑш

Тимӗркке пуян // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эпӗ тумланса тухса кайнине никам та курмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑрала // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Паҫӑр санпа пӗрле улӑхра чечексем хушшипе лӑпсӑрӑнса, услам ҫу пек «ирӗлсе — тумланса пынӑ» май, сана халалласа, ҫакӑн пек сӑвӑ сӗвемӗсем сасартӑк пуҫа килсе шӑрҫаланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех