Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туйипе (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑрманпа пыракан Раман аялти туратсене йӗлтӗр туйипе шак! шаккать те юртан иртсе хӑварать.

Куҫарса пулӑш

18 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Аллинчи пӗрене пек туйипе урайне шан! тутарчӗ Шывхуҫи.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

— Ҫук, телебашнине хӑйне мар, вӑл мӗнле ӗҫленине, мӗн тунине кур эсӗ! — туйипе сывлӑшалла тӗксе, ман хула хӑй ҫумне пӑчӑртать Аннушкин.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Хальхинче Анатолий Семенович сулахай аллине ман хулпуҫҫи ҫине хучӗ те туйипе телебашня еннелле кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Хӗвекле кинеми аллинчи шӗшкӗ туйипе ҫиллессӗн юнарӗ те хура тарӑн калушне лӑкӑштаттарса кӳршӗри кил еннелле сӗнкӗлтетрӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫӑрана ҫаклатмалли тимӗре Изамбаев туйипе хире-хире хӑйпӑтрӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Карчӑк унпа юнашар ним чӗнмесӗр тӑчӗ, аллинчи туйипе ҫӗре шаккакаларӗ.

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Халӑх ҫине!» — тет Енюкка пичче, кашни кун туйипе стенана шаккаса.

Куҫарса пулӑш

Шурикпа калаҫни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Катара-катара, униче хапхи ҫывӑхӗнче, карчӑк-кӗвенте, ал туйипе туяласа, урам урлӑ кӳрше каҫать.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Мӗнле, ташласа илер-и пӗрре? — туйипе шак-шак тутарса халӑхран ыйтрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вӑл ҫурӑм хыҫӗнчи хӗрлӗ кутамкка ҫыххине пушаткаласа майларӗ те вӑрӑм туйипе шаклаттарса халӑх умне пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

«Вупӑр карчӑк» туйипе сулчӗ, «тӑрнаран» ушкӑн «шурӑ кайӑк» турӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗлӗт // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 81-82 с.

Саншӑн кӑшт ҫеҫ суда лекмерӗм! — терӗ те Лавр йытта ал туйипе хӑмсарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Акӑ, — терӗ вӑл, — туйипе атӑ пуҫне шаккаса.

Куҫарса пулӑш

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

Утать, утать туйипе таклаттарса.

Куҫарса пулӑш

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Хуралҫӑ туйипе ҫӗре таклаттарма пӑрахрӗ те пуҫне ҫӳлелле каҫӑртрӗ, унтан шыв ҫинелле пӗшкӗнсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Вӑл пуҫ пӳрне хулӑнӑш пӑралук туйипе ҫине-ҫинех ҫӗре качлаттарать.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Петӗр, туйипе шаклаттарса, ун патне хӑпарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Петӗр ун ҫине пӑхмарӗ те, туйипе кӑнтарса ӑйӑра пуҫӗнчен тытнӑ тутара айккинелле пӑрӑнма, Ивана малалла кайма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сулахай ал туни ҫине уртса янӑ кукӑр туйипе шурӑ кӗпи ҫинчен ҫакнӑ «лӗпӗш» ҫеҫ ӑна хӑй тарҫинчен уйӑрать.

Куҫарса пулӑш

Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех