Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

трубкине (тĕпĕ: трубка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах Шура унӑн юлашки сӑмахӗсене илтмен: телефон трубкине хӑвӑртрах ҫакса хунӑ та палатӑна утнӑ, киле кайма хатӗрленме пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Хӗветӗр телефон трубкине пӑрахмасӑр, ларать.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑв мӗн шутлатӑн, ҫавна тӗп инженера пӗлтер, — шӑппӑн хушрӗ Архипова трубкине ӑна парса.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ирина кабинӑри хӗр пуҫӗпе сӗлтсе илнине асӑрхарӗ, унтан телефон трубкине илнине, рычаксене куҫаркаланине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Тӗп инженер трубкине илчӗ те: «Кӑшт тӑхтасан шӑнкӑравлӑр-ха, хальлӗхе пушӑ мар, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Тӗп инженер телефон трубкине хучӗ те пӳлӗме кӗнӗ ҫынна куҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

(Телефон трубкине хурать.)

Куҫарса пулӑш

Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.

(Телефон кӑлтӑрмачне ҫавӑрнӑ май трубкине хӑлхи патне тытать.)

Куҫарса пулӑш

Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.

Вӑл аллинчи ридикюльне сӗтел ҫинелле ывӑтрӗ те телефон трубкине ярса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Куршанак // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 4–6 с.

Тара ӳкнӗ лашана тӑварса витене хупрӗ те Сятров пӳрте кӗчӗ, кӳршӗ лесникпа калаҫанҫи туса, телефон трубкине юри ҫӗре ӳкерсе аркатрӗ.

Куҫарса пулӑш

43 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Безбородов телефон трубкине ҫулса илсе такампа ятлаҫма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

28 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑл телефон трубкине илет, кирлӗ номер ыйтать.

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл телефон трубкине тепӗр хушӑ чӗнмесӗр тытса тӑчӗ те ӑна хуллен сӗтел ҫине антарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӑл телефон трубкине хучӗ те ура ҫине тӑчӗ, йӗкӗт аллинчен роза илнӗ май, кӑштах лӑпчӑнса, реверанс пекки турӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӑл телефон трубкине хурать те стройуправлени начальникӗ ҫине айӑплӑн пӑхса илет.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хӗрарӑм-диспетчер каллех телефон трубкине тытать.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Кӑлкан пек ҫӳҫлӗ хӗрарӑм-диспетчер телефон трубкине хучӗ те, пуҫне ҫӗклесе, чикан пит-куҫлӑ, сулхӑн сӑнлӑ арҫын ҫине пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Унта вӑл, телефон трубкине илме тӑнӑскер, мана асӑрхаса сывлӑх сунчӗ, ал пачӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Темиҫе хут Павлик чуххӑм номер ҫине шӑнкӑравларӗ, унта такам трубкине ҫӗклерӗ.

Пару раз Павлик набирал несуществующие номера, а потом куда-то дозвонился.

Павлик // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/601

Хӗрарӑм, йӗме пуҫланӑскер, лайӑхмарланнипе е урӑх темле сӑлтавпа трубкине хучӗ пулас — сасси илтӗнме пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех