Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсен тӑсса хунӑ мӑйӗсем ҫине халех ӗнтӗ пӑчӑр-пӑчӑр кӑпӑклӑ тар тапса тухнӑ, тирӗсем ҫинчи тӑрӑхла хутланчӑксем тарӑнланнӑ.На вытянутых шеях их проступила пенная испарина, глубоко залегли продольные складки.
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Салтаксене лаша тирӗсем, мана салӑ…
Салӑ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
— Ҫак кив параппан тирӗсем мӑшкӑлласа кулаҫҫӗ-ҫке пиртен!
X // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Манӑн хам тытнӑ тискер кайӑксен тирӗсем пурте упранса юлнӑ.Дело в том, что у меня сохранялись шкуры всех убитых мною животных.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Салтаксем, пӑшалӗсене урисем ҫумне тытса, пӗр тапранмасӑр тӑнӑ; пичӗсем те вӗсен тапранман, питҫӑмарти тирӗсем хытӑ туртӑнса ларнӑ, шӑммисем ытла тухса кайнӑ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Африкӑран пил шӑмми, упӑтесем, турткӑшсемпе антилопсем кӳрсе тӑнӑ вӗсем; Египетран — ҫав тери чаплӑ эрешленӗ урапасем, Месопотамирен — чӗрӗ тигрсемпе арӑслансем, ҫавӑн пекех тискер кайӑк тирӗсем, Кувӑран — юр пек шурӑ лашасем; Парваимӑн ылттӑн хӑйӑрне ҫулталӑка ултҫӗр утмӑл талантлӑх; Офир ҫӗршывӗнчен — хӗрлӗ тата хура йывӑҫпа сандал йывӑҫне; ассурсемпе калахсен тӗлӗнмелле ӳкерчӗксемлӗ ула-чӑла кавирӗсене — Таглат-Пилеазар патшан юлташла парнисем; Ниневипе Нимрудран тата Саргонран — илемлӗ мозаика; Хатуартан — питӗ хитре тӗрӗллӗ пусма-таварсем; Тиртан — ылттӑн куркасам; Сидонран — тӗрлӗ тӗслӗ кӗленчесем; Баб-эль-Мандеб ҫывӑхӗнчи Пунтран — сайра тӗл пулакан ырӑ шӑршӑллӑ нард, алоэ, хӑмӑш, киннамон, шафран, амбра, мускус, стакти, халван, смирнӑпа латӑн, — ҫак хаклӑ япаласене хӑйсен аллине ҫавӑрса илессишӗн пӗр хут кӑна мар юнлӑ вӑрҫӑсем пуҫара-пуҫара янӑ Египет фараонӗсем.
I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Эх, сутрӗҫ, сутрӗҫ ирӗке, шуйттан тирӗсем!
XVI. «Башеннӑй, пер!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
21. Чӗри хушнипе, кӑмӑлӗ туртнипе ҫынсем пуху чатӑрӗ тумашкӑн, унта мӗн кирлине пурне те тумашкӑн, [пӗтӗм] сӑваплӑ тумтире тумашкӑн мӗн-мӗн кирлине илсе Ҫӳлхуҫана парне кӳнӗ; 22. упӑшкисем арӑмӗсемпе пӗрле пынӑ, пурте чӗри хушнипе ҫӗрӗсем, алкасем, куҫлӑ ҫӗрӗсем, хӑлха ункисем, тӗрлӗ ылтӑн япала илсе пынӑ, Ҫӳлхуҫана ылтӑн кӳрес теекенӗ кашниех ҫапла тунӑ; 23. камӑн сенкер тӗслӗ, хӗрхӗлтӗм тата йӑм хӗрлӗ тӗслӗ ҫӑм, виссон, качака ҫӑмӗ, хӗрлӗ тутарнӑ така тирӗсем, кӑвак тирсем пулнӑ, вӗсем ҫавна илсе пынӑ; 24. кӗмӗл е пӑхӑр параканӗ кашнийӗ ӑна Ҫӳлхуҫана парне кӳме илсе пынӑ; камӑн ситтим йывӑҫӗ пулнӑ, вӑл ӑна кӗлӗ чатӑрне кирлӗ ҫӗре илсе пырса панӑ; 25. ӑстайлӑ хӗрарӑмсем пурте арланӑ, вара сенкер тӗслӗ, хӗрхӗлтӗм тата йӑм хӗрлӗ тӗслӗ ҫип, виссон пырса панӑ; 26. арлама пӗлекен пур арӑм та хӑйӗн чӗри хушнипе качака ҫӑмӗ арланӑ; 27. халӑх пуҫлӑхӗсем ефодпа кӑкӑрлӑх валли оникс чулӗ тата харшаласа лартмалли чулсем, 28. ырӑ шӑршӑлӑх, ҫутаткӑҫ валли тата сӗрмелли ҫу тума, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмелли тума йывӑҫ ҫӑвӗ илсе пынӑ.
Тух 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Моисей Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхне каланӑ: Ҫӳлхуҫа акӑ мӗн тума хушрӗ: 5. Ҫӳлхуҫана хӑвӑртан парне кӳрӗр: тимлӗ пулнипе кашнийӗ Ҫӳлхуҫана парне: ылтӑн, кӗмӗл, пӑхӑр, 6. сенкер тӗслӗ, хӗрхӗлтӗм тӗслӗ тата йӑм хӗрлӗ тӗслӗ ҫӑм, [пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ] виссон, качака ҫӑмӗ, 7. хӗрлӗ тутарнӑ така тирӗсем, кӑвак тирсем, ситтим йывӑҫӗ, 8. ҫутаткӑҫ валли йывӑҫ ҫӑвӗ, сӗрмелли ҫу валли тата ырӑ шӑршӑллӑ тӗтӗм тӗтӗрмешкӗн паха шӑршӑлӑх, 9. оникс чулӗ тата ефодпа кӑкӑрлӑх ҫине харшаласа лартмалли чулсем кӳтӗр, терӗ.
Тух 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эсир вӗсенчен илме тивӗҫлӗ парнесем акӑ ҫаксем: ылтӑн, кӗмӗл, пӑхӑр, 4. сенкер ҫӑм, хӗрхӗлтӗм ҫӑм, йӑм хӗрлӗ ҫӑм, виссон, качака [ҫӑмӗ], 5. хӗрлӗ тутарнӑ така тирӗсем, кӑвак тирсем, ситтим йывӑҫӗ, 6. ҫутаткӑҫ валли — йывӑҫ ҫӑвӗ, ҫу сӗрмешкӗн тата тӗтӗрмешкӗн — ырӑ шӑршӑлӑх, 7. оникс чулӗ, ефодпа# кӑкӑрлӑх валли — харша лартмалли чулсем.
Тух 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.