Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тилмӗрет (тĕпĕ: тилмӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн шурса кайнӑ ҫаврака ҫамки ҫине, тарпа йӑлтӑртатакан ҫӳхе кимӗрчеклӗ сӑмси ҫине тусан вӗҫе-вӗҫе ларать, анчах хӑй пӗрехмай урине пӗр-пӗр ӑшӑ япалапа кӗптеме тилмӗрет, ҫамки ҫинчи тарне шӑммипе тирӗ кӑна юлнӑ шӑнӑрлӑ аллипе сӑтӑрса ятлаҫать:

На выпуклый бледный лоб его, на тонкий хрящеватый нос, поблескивающий испариной, садилась пыль, но он все время просил укутать ему ноги чем-нибудь теплым и, вытирая пот со лба костистой, жилистой рукой, ругался:

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Вӑл тахҫанах хай вырӑнне ҫын яма тилмӗрет.

— Он давно просил подыскать ему смену.

XIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Салтакӑн асаппа урмӑшнӑ хулӑн сасси вӑйсӑррӑн тилмӗрет, анчах та ун патӗнчен иртекен казаксен пӑлханчӑк чӗрисенче нихӑшӗн те ӑна хӗрхенес туйӑм ҫук, пулсассӑн та — кашниех вӑл туйӑма ҫиеле тухма памасӑр, пӗр шеллемесӗр вӑйпах путарать.

Низкий, иссеченный мукой голос солдата звучал тускло, но не было в мятущихся сердцах проезжавших казаков сострадания, а если и было, то воля, не давая ему просачиваться, мяла и давила неослабно.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Лощенов хулпуҫҫи тӗлӗнчен аманнӑ та, шӑлне ҫыртса, ерипен айхашать, ҫывӑхран иртсе каякан казаксене хӑйне пулӑшма тилмӗрет:

Лощенов был ранен в предплечье, лежал тихо, скалясь, просил проезжавших мимо казаков:

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫаплах тилмӗрет.

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех