Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тиесе (тĕпĕ: тие) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сахар Пӑваран тавар тиесе килнине курса юлнӑ Хветут нумай тытӑнса тӑмарӗ, хул хушшине пушӑ михӗ хӗстерчӗ те ерипен тӗнкӗртетсе ун патне каҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Халиччен сӳс таврашне куланай вырӑнне илекен марччӗ, кӑҫал ӑна та тиесе тухса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫапах та ҫав Лупин князь валли мӗн тиесе каяс-ши? — пӗлмӗше печӗ Сарри.

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӑватӑ лав пӗрре туптаман тимӗр тиесе килтӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сӗлле ҫеҫ мар, кӗлетри пыла та, сар ҫӑва та, хаклӑ тирсене те темиҫе лавпа тиесе тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Исмаил ҫынни Анат Атӑла темӗн чухлӗ парне тиесе тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫӗрле Михала йӗтӗм ҫинчен часах каяймарӗ: тепӗр хут хурал тӗрӗслерӗ, тиесе кайман ҫапнӑ тырӑ миххисене улӑмпа виттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Чӑн малтан ҫапнӑ таса ыраша хӗрсем ҫӗленӗ шап-шурӑ михӗсене тултарчӗҫ, миххисене лавсем ҫине тиесе, хулана хатӗрлев пунктне ӑсатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Ҫуллен вӑл, Атӑл ларсан, пирӗн пата кӑмпа тата милӗк тиесе килет, эпир ӑна купӑста-хӑяр парса яратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Пичче инкекӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Миҫе ҫынна пӗлмест пуль ӗнтӗ Ухтиван хӑй астӑвасса: урӑх ҫӗртен (вырӑнтан хӑваласа кӑларнӑ кӑвак сӑмсаллӑ тиексем, исправниксем чӑваш хушшине килсе кӗреҫҫӗ те ик-виҫ ҫултан пурлӑхӗсене ҫирӗмшер лавпа тиесе каяҫҫӗ.

Скольких из них помнит Ухтиван, как они, выгнанные за пьянство и лихоимство с одних мест, устраивались здесь, среди чувашей, и через два-три года на двадцати подводах увозили награбленное добро.

Татӑклӑ сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ӗнер сан ҫӳпҫӳне тиесе кайрӗҫ…

У тебя вчера забрали сюпсе.

Кам айӑплӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тиесе пӗтерсен ҫавнашкалах нимӗн шарламасӑр, ялалла уттарчӗ.

Погрузив все до последнего пучка, он так же молча двинулся к деревне.

Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫуран чӗнсе кайнӑ та каҫ пулас умӗн килне лашапа тиесе пырса пӑрахнӑ.

Пошел он туда на своих ногах, а обратно его привезли на лошади и сбросили у двора.

Ярила мучи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вара пӗр пысӑк хулара, панулмине: автомашина ҫине тиесе пасара илсе пынӑ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Темиҫе эрне каялла кӑна-ха вӗсем станцӑра хӑйсем авнӑ ҫунана икӗ платформа тиесе пачӗҫ, ку ҫунасем ытти ҫар хатӗрӗпе пӗрле фронта кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

ХХI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Турттарса килнӗ хӑванах парас мар пулӗ сана, Йӑлӑма кайса хӑва тиесе кил те — ӗҫле ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсемшӗн виҫӗ кимме утӑ капанӗсем пек тиесе тултарасси йывӑр ӗҫ пулмарӗ, анчах Атӑл урлӑ каҫма яланхи пекех чӑрмавлӑ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Юлашки вӑхӑтра пахча ҫимӗҫ хирӗсенчен кишӗр тиесе складсене илсе ҫитерет.

Куҫарса пулӑш

Яланах рейса тухма хатӗр // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/28/%d1%8f%d0%b ... 82e%d1%80/

Ҫуллахи пӗр тӗтреллӗ ир вӗсем ҫимеллисене хӑйсен ялӗсен лавӗсем ҫине тиесе ҫула тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӗлле Ятламас пӗр лав ӑпӑр-тапӑр тиесе таҫта кайса та пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Сӗрен хулли // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех