Шырав
Шырав ĕçĕ:
2. Ӗмӗтленетӗр — илейместӗр; вӗлеретӗр, ӑмсанатӑр — пӗрех илейместӗр; тавлашатӑр, тӑшманлӑ тӑратӑр — илейместӗр, мӗншӗн тесессӗн эсир ыйтмастӑр.
Иак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эй тӑванӑмсем, кам та пулин: «ӗненетӗп» тесессӗн, хӑйӗн ырӑ ӗҫӗ пулмасан мӗн усси? унашкал ӗненни ҫӑлайӗ-и ӑна?
Иак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Асап курнӑ чухне никам та: «мана Турӑ ҫапла сӑнать» тесе ан калатӑр, мӗншӗн тесессӗн Турӑра усаллӑх ҫук, Вӑл никама та усал тӑвасшӑн сӑнамасть.
Иак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Кӗҫӗне хӑварнӑ тӑван хӑй асла тухнипе мухтантӑр; 10. пуян хӑй кӗҫӗне юлнипе мухтантӑр, мӗншӗн тесессӗн вӑл хирти чечек пекех пӗтсе ларӗ: 11. хӗвел тухса сарӑлать те, шӑрӑх пулать, курӑк шӑрӑхпа типсе каять, чечекӗ тӑкӑнать, унӑн илемӗ ҫухалать — пуян та ҫапла хӗвӗшӳллӗ ӗҫӗсемпех пӗтсе ларать.
Иак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эй тӑванӑмсем, кирек мӗнле асапа ҫаклансан та эсир чунтан-вартан савӑнӑр — 3. хӑвӑр мӗнле ӗненнине сӑнани-тӗрӗслени сире тӳсӗмлӗ тунине пӗлсе тӑрӑр; 4. пур тӗлӗшпе те ырӑ, пӗр кӑлтӑксӑр пулас тесессӗн, сирӗн яланах тӳсӗмлӗ пулмалла.
Иак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Мана иудейсем пурте мӗн ҫамрӑкранпах пӗлсе тӑраҫҫӗ: эпӗ малтан пуҫласах хамӑн халӑхӑм хушшинче, Иерусалимра, пурӑнтӑм, 5. вӗсем мана тахҫантанпах пӗлеҫҫӗ, каласа кӑтартас тесессӗн, эпӗ фарисей пулса хамӑр тӗнри чи ҫирӗп вӗренӗве пӑхӑнса пурӑннине каласа пама пултараҫҫӗ.
Ап ӗҫс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӑл ҫапла каласассӑн, фарисейсемпе саддукейсем хушшинче хирӗҫӳ тухнӑ; вара пуху пайланса кайнӑ, 8. мӗншӗн тесессӗн саддукейсем: «чӗрӗлсе тӑрасси пулас ҫук, ангел та, чун та ҫук» теҫҫӗ; фарисейсем вара: «вӑл та, ку та пур» теҫҫӗ.
Ап ӗҫс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Павела пусма тӑрӑх илсе улӑхнӑ чухне, халӑх хӗстернӗрен, салтаксен ӑна йӑтса улӑхма тивнӗ, 36. мӗншӗн тесессӗн хыҫалтан темӗн чухлӗ халӑх: вӗлерес ӑна! тесе кӑшкӑрса пынӑ.
Ап ӗҫс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ҫавӑнпа ӗнтӗ сире паянхи кун татӑклӑн калатӑп: сирӗнтен хӑшӗ те пулин ҫӑлӑнаймасассӑн, эпӗ ҫавӑншӑн айӑплӑ пулмӑп, 27. мӗншӗн тесессӗн эпӗ Туррӑн пӗр ирӗкне те сире пӗлтермесӗр хӑвармарӑм.
Ап ӗҫс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсем нумаях пулмасть Италирен килнӗ пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн Клавдий кесарь иудейсене пурне те Римран тухса кайма хушнӑ.недавно пришедшего из Италии, - потому что Клавдий повелел всем Иудеям удалиться из Рима, -
Ап ӗҫс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Павел ӑна хӑйпе пӗрле илсе каясшӑн пулнӑ; хӑй патне илсен, ҫав ҫӗрте пурӑнакан иудейсен кӑмӑлӗшӗн унӑн ӳтне каснӑ, мӗншӗн тесессӗн унӑн ашшӗ эллин пулнине пурте пӗлсе тӑнӑ.
Ап ӗҫс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Этем чӗрине пӗлсе тӑракан Турӑ пире панӑ пек, вӗсене те Таса Сывлӑш парса, вӗсене Хӑй кӑмӑл тунине пӗлтерчӗ; 9. Вӑл пирӗнпе вӗсен хушшинче нимӗнле уйрӑмлӑх та курмасть, мӗншӗн тесессӗн вӗсен чӗрине ӗненӳпе тасатрӗ.
Ап ӗҫс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ирод ҫавӑн чухне Тирпа Сидон ҫыннисем ҫине ҫилӗллӗ тӑнӑ; лешӗсем пӗр канаша килнӗ те ун патне пынӑ: патша вырӑнне тирпейлесе тӑракан Власта хӑйсен енне ҫавӑрса, патшаран хӑйсемпе килӗшӳ тума ыйтнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсен ҫӗрӗнчи халӑх Ирод патша ҫӗрӗнчи тырӑпа тӑранса пурӑннӑ.
Ап ӗҫс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Кусем ҫитнӗ те, Таса Сывлӑш илччӗр тесе, вӗсемшӗн Турра кӗлтунӑ, 16. мӗншӗн тесессӗн унччен Таса Сывлӑш вӗсем ҫине пӗрин ҫине те анман-ха, вӗсене Иисус Ҫӳлхуҫа ячӗпе тӗне анчах кӗртнӗ пулнӑ.
Ап ӗҫс 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Вара хурал пуҫлӑхӗ тарҫӑсемпе кайса апостолсене пӗр ирӗксӗрлемесӗр илсе килнӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем халӑх хӑйсене чулпа персе вӗлересрен хӑранӑ; 27. илсе килсен вӗсене синедрион умне тӑратнӑ та, аслӑ священник вӗсенчен ҫапла ыйтнӑ: 28. эпир сире ҫак ят ҫинчен вӗрентме хытарсах чармарӑмӑр-и? акӑ ӗнтӗ эсир хӑвӑр вӗрентӗве пӗтӗм Иерусалима сартӑр, Ҫав Ҫыннӑн юнне пирӗн ҫине ҫитересшӗн тӑрӑшатӑр, тенӗ.
Ап ӗҫс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Халӑха пула вӗсене хаса пама сӑлтав тупаймасӑрах, юнаса анчах кӑларса янӑ, мӗншӗн тесессӗн пулнӑ ӗҫшӗн пурте Турра мухтаса аслӑланӑ.
Ап ӗҫс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ӗнтӗ апостолсене ярса тытнӑ та ирччен хураллама хушнӑ, мӗншӗн тесессӗн ун чухне каҫ пулса ҫитнӗ.3. и наложили на них руки и отдали их под стражу до утра; ибо уже был вечер.
Ап ӗҫс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Эй Израиль арӗсем! ҫак сӑмахсене итлӗр-ха: Назарет Иисусӗ Этем пулнӑ, Унӑн Турӑлӑхне Турӑ сире Ун урлӑ хӑватсем, кӗтретсем, паллӑсем кӑтартса уҫса пачӗ, ҫакӑн ҫинчен эсир хӑвӑрах пӗлетӗр, мӗншӗн тесессӗн ҫакӑ сирӗн хушшӑртах пулса иртнӗ.
Ап ӗҫс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Иисуса курсассӑн Ирод питӗ хӗпӗртенӗ, мӗншӗн тесессӗн вӑл Ун ҫинчен нумай илтнӗ те Ӑна тахҫантанпах курасшӑн пулнӑ: вӑл Унран пӗр-пӗр хӑват курма ӗмӗтленнӗ, 9. вӑл Ӑна темӗн чухлӗ ыйту панӑ, анчах Иисус ӑна нимӗн те каламан.
Лк 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗ, Пасха ятлӑскер, ҫывӑхарса килнӗ; 2. аслӑ священниксемпе кӗнекеҫӗсем Иисуса вӗлерме вӑрттӑн май шыранӑ, мӗншӗн тесессӗн халӑхран хӑранӑ.
Лк 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.