Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тенкӗ сăмах пирĕн базăра пур.
тенкӗ (тĕпĕ: тенкӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Стипенди 14 тенкӗ те 70 пус паратчӗҫ.

Стипендию давали 14 рублей и 70 копеек.

«Апатланма ларсан сӗтел ҫинче 13 кашӑкчӗ» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Кӑҫал та ӗҫсӗр пӗр гражданина харпӑр хӑй ӗҫне пуҫӑнма 58800 тенкӗ субсидипе тивӗҫтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗллев - ӗҫпе тивӗҫтересси // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Туянакан чи малтанах 7580 тенкӗ тӳленӗ те ытти суммӑна кредитпа тӳлеме килӗшӳ ҫырнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пахалӑхсӑр тавар сутнӑшӑн явап тытма тивет // А.ТУМАЛАНОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

«Ӗҫ ветеранӗ» ята тивӗҫнӗ ӗҫлемен пенсионерсене пенси ҫумне 1082 тенкӗ хушса тӳлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чылай ҫул ӗҫлекенсене - хисеплӗ ят // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Программа валли уйӑракан укҫа питӗ пысӑк - икӗ триллион тенкӗ ытла.

Куҫарса пулӑш

Ялти пурнӑҫа лайӑхлатассипе - форум // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Хальхи вӑхӑтра 13,1 млн. тенкӗ суммӑлӑх тепӗр икӗ ҫӗнӗ инвестици проекчӗпе малалла ӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Тӑвай районӗн 2016 ҫулхи пӗрлештернӗ бюджетне тупӑшсем енӗпе 229385 пин тенкӗ суммӑпа йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

-Район тата ял тӑрӑхӗсен администрацийӗсем, ҫынсем 2015 ҫулта Тӑвай енӗн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикине аталантарассипе, халӑхӑн пурнӑҫ шайне ӳстерессипе, вак тата вӑтам предпринимательлӗхе вӑйлатассипе, инвестицисем явӑҫтарассипе ӗҫленӗ, социаллӑ сферӑн ыйтӑвӗсене татса панӑ, бюджет укҫи-тенкипе эффективлӑ усӑ курма тӑрӑшнӑ, - тесе пуҫларӗ калаҫӑвне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Ванерке хӑйтытӑмлӑхра ӗҫлесе канӑва тухнисене, халь тӑрӑшакансене саламланӑ хыҫҫӑн. -Пӗлтӗр районӑн пӗрлештернӗ бюджетне тупӑшсем 259249,7 пин тенкӗ пырса кӗнӗ, ку вӑл планпа палӑртнин 98,7 проценчӗпе танлашать.

Куҫарса пулӑш

Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Пуш уйӑхӗнче республикӑна федераци бюджетӗнчен 154,9 млн тенкӗ килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Продукцие пирӗн ют ҫӗршывсене те сутмалла // А.ЛЬВОВА. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№

Отрасле яракан пӗтӗм кӗмӗлрен 2 млрд тенкӗ пурӑнмалли вырӑн тума кайӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпир - малтисен шутӗнче // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

«Строительствӑна хывакан кашни тӑваттӑмӗш тенкӗ — бюджетран куҫараканни. Вӑл строительство организацийӗсемшӗн патшалӑхӑн шанчӑклӑ саккасӗпе танах тата тӳрӗ кӑмӑллӑ строительсемшӗн пысӑк укҫа», — терӗ М.Игнатьев.

Куҫарса пулӑш

Эпир - малтисен шутӗнче // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Кӑҫал отрасле пулӑшма ҫул-йӗр фондӗнче пухӑнакан укҫапа, бюджетӑн инвестици тӗллевӗллӗ тӑкакӗпе, тӗрлӗ категорие пурӑнмалли вырӑна лайӑхлатмалли социаллӑ тӳлевпе пӗрле 8,5 млрд тенкӗ уйӑрма пӑхнӑ.

Куҫарса пулӑш

Эпир - малтисен шутӗнче // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Вӗсене тумашкӑн тӗрлӗ ҫӑлкуҫран 6 млрд тенкӗ тӑкакланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи Олимпиадӑна хутшӑнма Чӑваш Енӗн 34 спортсменӗ хатӗрленет // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

«Ҫын пуҫне уйӑхсерен 6,3 пин тенкӗ ытла тӳлемелле. Тӗрӗссипе, сывлӑшшӑн тӳлемелле. Кун пирки ҫур ҫул калаҫатпӑр — улшӑну ҫук», — кӑмӑлсӑрланчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен министерствин тӗпчев лабораторийӗ валли хушма 3 млн тенкӗ кирлипе ҫыхӑннӑ ыйтӑвне те ҫак шӑпах кӗтрӗ — министр заместителӗ финанс министрне ӳкӗте кӗртеймерӗ.

Куҫарса пулӑш

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Гаранти фончӗ, ыттисем — ҫӗр-ҫӗр миллион тенкӗ тӑкакланӑ.

Куҫарса пулӑш

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Анчах министр бизнес валли уҫакан МФЦ кайран хӑех ҫулталӑкра 25 млн тенкӗ ӗҫлесе илме пуҫласси ҫинчен каласан та регион ертӳҫине ӳкӗте кӗртеймерӗ.

Куҫарса пулӑш

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Бизнес представителӗсем валли нумай функциллӗ центр уҫасшӑн — 10 млн тенкӗ кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Финанс министрӗ Светлана Енилина бюджетӑн ҫӗнелекен пӗтӗмӗшле параметрӗсене пӗлтерчӗ: тупӑш тӗлӗшпе — 34,53 млрд, тӑкаксем енӗпе — 37,297 млрд тенкӗ.

Куҫарса пулӑш

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

ЧР Пуҫлӑхӗ ҫак виҫе те юлашки пулмасса, тата «темиҫе ҫӗр пин тенкӗ» хушӑнасса шанать.

Куҫарса пулӑш

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех