Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

телейсӗр (тĕпĕ: телей) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑваш писателӗсен союзӗн васкаса йыхӑрнӑ правлени ларӑвӗнче манӑн телейсӗр калав пичетленнӗ «Писательпе паллашни» кӗнекене тивӗҫлӗ организацисене (е органсене темелле-ши?) халӑх усӑ куракан вырӑнсенчен (арестлесе) пуҫтарса илме сӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

— Ку телейсӗр ҫынна Хусантах антарса хӑварнӑ пулсан, сывах юлатчӗ, — терӗҫ ытти врачсем те.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Шӑп ҫӗнӗ хӑта ӗҫки ирттернӗ кун телейсӗр Кӗтерукӑн Макартан ывӑл ҫуралать.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Эх, эс, чунӑм, манӑн ӑш ҫунтармӑш, телейсӗр инке арӑм!

Куҫарса пулӑш

23. Вӑрманти ҫӗр пӳртре // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Урӑхла май та ҫук, мӗншӗн тесен кирек мӗнле сунарҫӑ та унта пӗрле ҫӳренӗ чух ӑнсӑртран ҫухатнӑ юлташӗсене тупма, шӑнса ӗнтӗркенӗ пулсан — вучах умӗнче ӑшӑнма, тискер кайӑк хыҫҫӑн вуншар ҫухрӑм чупни ахалех пулсан — хӑйӗн пекех «телейсӗр» сунарҫӑпа шӳт туса кӑмӑлне ҫемҫетме пултарать.

Куҫарса пулӑш

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эсӗ пур — ун ҫинчен шухӑшласа ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе ҫывӑрмастӑн, кашни утӑмра унпа тӗл пулу шыратӑн, хӑвӑн телейсӗр шӑпуна ылханса шыва сиксе вилме хатӗр, вӑл, ӑшҫунтармӑш, ним пулман пек лӑпкӑн, пӗр сӑмах чӗнмесӗр иртсе каять, куҫ хӳрипе те пӑхса илмест сан ҫине.

Куҫарса пулӑш

5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Халӗ Иливан кӗввинче ирхине тин ҫеҫ вӑрмана тухнӑ кӗтӳ ачин айванла савӑнӑҫӗ ҫук ӗнтӗ, халӗ шӑпӑр такам пурнӑҫӗнчи телейсӗр кунсем ҫинчен, ҫын асапӗ, ӑнӑҫсӑр юратӑвӗ ҫинчен хурлӑхлӑн каласа парать.

Куҫарса пулӑш

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унтан вӗсем шӑпӑр какӑрне каллех ҫӑвара хыпаҫҫӗ, икӗ шӑпӑр, икӗ телейсӗр хӗр пек, чарӑна пӗлмесӗр макӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӗншӗн эпир ҫав териех телейсӗр пулса ҫуралнӑ-ши?

Куҫарса пулӑш

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Хӑвах каларӑн-ҫке: шӑпи унӑн телейсӗр пулӗ, — кӳренни палӑрчӗ Евӑн.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тен, сирӗн пьесӑра «телейсӗр, кӑмӑлсӑр юрату» пирки сӑмах пырать?…

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Соньӑна ан пӑрах, вӑл манран та телейсӗр.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кӑшт кӑна савӑнтарнӑ яшлӑх та, ир сӳннӗ ӗмӗт-шухӑшсем те, телейсӗр ҫемье танати те Мишӑн чӗрине витӗрех ыраттарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Унӑн та телейсӗр юрату пулнӑ, — терӗ те Эльгеев, вилтӑпри чулӗ ҫинчен тӑрса, кукӑр-макӑр сукмакпа утрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Унтан аякра мар ман шӑллӑм та хӑйӗн телейсӗр ачипе тӑпра айӗнче выртать.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

«Шӑпи манӑн телейсӗр пулӗ», — тенӗ вӑл хӑйне хӑй, шӑпи-мӗнне ӗненмен пулсан та.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Тахҫанах каласшӑнччӗ, хӑймарӑм: май уйӑхӗ телейсӗр теҫҫӗ мӑшӑрланакансемшӗн.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хӑй мӗн каланине те ӑнланаймасӑр, ачине ыталаса йӗрсе ячӗ телейсӗр амӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Икӗ ҫамрӑк чӗре — телейсӗр шӑпаллӑ пулнӑскерсем — куҫа хупмасӑр пӗр-пӗрин ҫине юлашки хут пӑхса савӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӗр телейсӗр хӗрача пӗрехмай кӗвентепе шыв кӳрсе пурӑнать, тет, унта.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех