Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах чӑкӑртӑш, шакӑрчаллӑ, тӗнккес, никрес, икӗ питлӗ Ҫтаппана — «тимӗр пӑрҫана», унӑн юман чукмар пек алли час-часах пуҫран ҫӳлерех ывӑтӑна-ывӑтӑна хӑпарнине, хӗрарӑмсене ӗнсисем хыҫне йӑва ҫавӑрнӑ шуйттансенчен ытла та чурӑссӑн, мурлансах тасатнине пӗлсе, ялта ун ҫумне яланлӑха тӗршӗнесшӗн, унпа пурнӑҫа пӗрле ҫавӑрасшӑн ҫунакан инкесемех е «пиҫсе ҫитнӗ, анчах татӑлмасӑр юлнӑ ҫырласем» — хӗрсем — «парка ӳснӗ ӗшнере» те тупӑнман.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Унтан хӑна килес умӗн пахчине хӑйех шӑлса тасатнине аса илет те, килхушшине кӗрсе, виҫӗ-тӑватӑ турпас ывӑҫласа тухать, вӗсене сӗтел ури айне чикет.
Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.
Ҫапла Володя юр мӗнле тасатнине паллашма пултарнӑ.
12-ри Володьӑн ӗмӗтне пурнӑҫланӑ: вӑл юр тасатакан машинӑпа ярӑнса курнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33837.html
Автомашинӑпа кӗрсе тухма пулать, ҫынсем трактор эрнекун ҫӗрӗпех урам хушшисене тасатнине пӗлтерчӗҫ.
Ҫулсене вӑхӑтра тасатаҫҫӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/02/11/c%d1%83%d0 ... %d0%b0cce/
Вӑл лавккапа карта хушшине пичкесемпе ытти ӑпӑр-тапӑртан тасатнине асӑрхарӗ.Он увидел, что закоулок между лавкой и оградой уже очищен от бочек и другого хлама.
XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Тата турӑхпа ҫӗве (простокваша) организма тасатнине асра тытмалла.
Спорт Улӑпӗн пурнӑҫ йӗрки // Шӑмӑршӑ хыпарӗ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2021.09.24, http://shemursha-vesti.ru/linenew.php?id=891&text=news-publikacii
Калинкке шашулкки шаклатнине, крыльца ҫине такам чупса хӑпарса ҫенӗхре ури ҫинчи юрне шӑлса тасатнине боецсем илтмерӗҫ.Бойцы не слышали, как звякнула щеколда калитки, как кто-то взбежал на крыльцо, обмёл в сенях ноги.
Тӗлпулу // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Халӗ ӗнтӗ, ҫӗтӗк-ҫатӑксене урамран тасатнине пула, ыйткалакана парасси те ҫук, тата хаяр хуйхӑпа чухӑнлӑха курса пӑшӑрханасси те ҫук… ҫавӑнпа та ӗнтӗ халь: пӗтӗм этем ҫӗр ҫинче тутӑ та, питӗ те тесе шухӑшлама пултаратпӑр…
IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Загорулько танкӗ хӑйне пӑхнине, ҫунине, кашни винтне шӑлса тасатнине тата хире, инҫе ҫула илсе ҫӳренине юратнӑ.
Ӑслӑ танк // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.
Кам миҫе километр ҫул тасатнине курӑпӑр.
Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Пӗр каҫхине кантура пырсан, Артамонов, ҫав ача урайне тӑкса янӑ чернила ҫӗҫӗпе хырса, йӗпе кипке татӑкӗпе ҫуса тасатнине курчӗ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Сасартӑк эпир юнашар тӑрса юр тасатнине Лиза пӗлсен…
Улттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Унта вунӑ кун хушшинчи вӑрҫӑ хыпарӗсене, Хӗрлӗ Ҫар Донбаса оккупантсенчен тасатнине пӗлтернӗ.В ней была весть о том, что Красная Армия полностью очистила Донецкий бассейн от оккупантов.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Сергей вӑл икӗ хутчен шӑлӗсене тасатнине асӑрхарӗ.
7 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
Хӑйсем хаваслӑн пире ал сулаҫҫӗ, анчах мӗншӗн вырӑс салтакӗсем ҫак авалхи ялӑн урамне пылчӑкран, пӗлтӗрхи ҫулҫӑсенчен тата юртан тасатнине, тикӗс мар вырӑнсене тикӗслетнине ҫиелтен тӑрӑшсах хӑйӑр сапнине ӑнланаймаҫҫӗ пулас.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Мӑрьене начар тасатнине пула пӳлӗме тӗтӗм тулса куҫа кӗрет.Труба была плохо прочищена, и дым, наполняя комнату мутью, слезил глаза.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Куртӑм-ха эсӗ сӑмса тутрине сурчӑкпа йӗпете-йӗпете чӗркуҫҫи тӗлӗсене тасатнине.Я видал, как ты утирку слюнявил да пятнышки на коленях счищал!
X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Эсӗ сеялка хыҫҫӑн та утатӑн, плугсене те майлаштаратӑн, калча апачӗпе те иккӗмӗш эрне аппаланатӑн, пӗрре эпӗ витере лашасене тасатнине те куртӑм.
XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Унӑн аттинчен тикӗт шӑрши кӗрет тесе, пирӗн хуторта никам та калас ҫук, анчах вӑл ӑна чи лайӑх хур ҫӑвӗпе тасатнине пурте пӗлеҫҫӗ, ун пек ҫӑва, тепӗр мужик пулсан ӗнтӗ, хаваслансах хӑйӗн пӑтти ҫине ярса ҫимелле.
Умӗнхи сӑмах // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Марийка ҫак аслӑ ҫул ҫинче Ольховка хӗрарӑмӗсем икӗ эрне каялла пирвайхи юр тасатнине аса илчӗ.
III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
- 1
- 2