Шырав
Шырав ĕçĕ:
тархасласассӑн (тĕпĕ: тархасла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Израилӗн мӗнпур йӑхӗ Ун умӗнче хӑраса-хисеплесе тӑтӑр: 25. Вӑл асапланаканӑн асапӗнчен пӑрӑнмарӗ, Хӑйӗн сӑнне унран пытармарӗ, Хӑйне тархасласассӑн Вӑл ӑна илтрӗ.
Пс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Тусӑмӑн мӑшкӑлӗ пулса юлтӑм иккен; Турра тархасласассӑн, Вӑл мана хуравлатчӗ, эпӗ, тӳрӗ те айӑпсӑр ҫын, мӑшкӑла тӑрса юлтӑм иккен.
Иов 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Сан умӑнта ҫылӑха кӗнӗшӗн Санӑн Израиль халӑхне тӑшманӗ хӗне ӳкерсессӗн, вӗсем вара, Сан енне ҫаврӑнса, ҫак Ҫуртра Санӑн ятна асӑнса Санран каҫару ыйтса тархасласассӑн, 34. Эсӗ тӳперен илтсемччӗ, Хӑвӑн Израиль халӑхӗн ҫылӑхне каҫарсамччӗ, вӗсенӗн ашшӗсене Хӑв панӑ ҫӗршыва тавӑрсамччӗ вӗсене.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Израиль ывӑлӗсем хӑйсене мадиансенчен хӑтарма Ҫӳлхуҫана йӑлӑнса тархасласассӑн, 8. Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсем патне пророк янӑ, каланӑ вӗсене: Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, акӑ ҫапла калать: Эпӗ сире Египетран илсе тухрӑм, сире чуралӑх килӗнчен илсе тухрӑм; 9. сире Египет ҫыннисен аллинчен, хӑвӑра хӗсӗрлесе тӑнӑ мӗнпур пусмӑрҫӑ аллинчен хӑтартӑм, вӗсене хӑвӑр патӑртан хӑваласа ярса сире вӗсен ҫӗрне патӑм, 10. каларӑм сире: «Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр; хӑвӑр пурӑнакан аморрейсен ҫӗрӗнчи турӑсене ан пуҫҫапӑр» терӗм; анчах эсир Ман сӑмаха итлемерӗр, тет, тенӗ.
Тӳре 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1