Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тапратрӗ (тĕпĕ: тапрат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унтан, намӑс ҫуртне хӳтӗлекенсем хушшинче хӑйӗн юлташӗсене палласа илсе, ҫавӑнтах ҫапӑҫӑва хутшӑнса кайрӗ, — хӗтӗртме, хистеме тапратрӗ:

И, опознав среди защитников дома своих товарищей, немедленно ввязался в битву, подзадоривая, науськивая:

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Митяй куккӑшӗнчен отрядра ҫынсем мӗн чухли тата вӗсем малашне ӑҫта каясси ҫинчен тӗплӗн ыйтса пӗлме тапратрӗ, анчах Иван ӑна шӳт туса ҫеҫ ирттерсе ячӗ; ун пек япаласем ҫинчен кунта калаҫмаҫҫӗ, терӗ.

Митяй начал было расспрашивать о подробностях: сколько народу в отряде, куда пойдут дальше; но дядя Иван отшутился и сказал, что про такт дела не говорят.

XVIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Вара сасартӑк шыв урапа ҫине юхма тапратрӗ те урапа шакка-шакка ҫавӑрӑнма пуҫларӗ, эпир каҫпа шыв кавӑсне лайӑх хупса хӑварнӑччӗ, тӗлӗнетпӗр, кам уҫса ячӗ-ши ӑна?

Вода вдруг по колесу как зашумит, зашумит; застучит, застучит колесо, завертится; но а заставки у дворца-то спущены; дивимся мы: кто ж это их поднял, что вода пошла.

Бежин ҫаранӗ // Ярукка Сантри. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 71–91 с.

Авдюш каласа та пӗтерейменччӗ, ҫӳлти хутӗнче, пирӗн тӗлтех, такам ҫӳреме те тапратрӗ.

И не успел он, Авдей-то, проговорить, как вдруг кто-то над головами у нас и заходил.

Бежин ҫаранӗ // Ярукка Сантри. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 71–91 с.

Ҫав вӑхӑтра хӑйӗн юланутҫисемпе Задорожний хускалчӗ, курень пуҫлӑхӗ Вертыхвист ретсене ҫӗмӗрме тапратрӗ, Балабан килни курӑнса кайрӗ.

А там уже выезжал Задорожний с своими, ломил ряды куренной Вертыхвист и выступал Балаган.

IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Пӑхӑр ҫӗлӗк ванса аяккалла ыткӑнчӗ, лях сулӑнса кайрӗ, унтан ҫӗре пӗрсе анчӗ; Шило ӑна, тӑнсӑр пулнӑскере, хӗреслесе ваклама тапратрӗ.

Разлетелась медная шапка, зашатался и грянулся лях, а Шило принялся рубить и крестить оглушенного.

IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Исаев лашисене тапратрӗ.

Исаев тронул коней.

Николаевска илни // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Анчах акӑ хӗрӗнчи пӳрт ҫывӑхӗнчи тополь хыҫӗнчен пулемет шатӑртаттарма пуҫларӗ, ҫавӑнтах тепри те унпа пӗрле пеме тапратрӗ.

Но вот из-за тополя, стоявшего вблизи крайней избы, дробно застучал пулемёт, и тут же к нему присоединился второй.

Мосолик ҫаранӗсем // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

— Сунь кӑҫал Сунгари шывӗ «граждански» тапранать, тырӑ лайӑх пулать, тет, — тепӗр хут калама тапратрӗ Лю Гуй-лань.

— Старик Сунь уверяет, — снова заговорила Лю Гуй-лань, — что Сунгари вскроется в этом году «по-граждански» и урожай должен быть хорошим.

XXIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Лю Гуй-лань кухньӑна тухса кӑмака чӗртме тапратрӗ.

Лю Гуй-лань отправилась в кухню и, присев на корточки, стала растапливать печь.

XXIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вӑл аллинчи турипе хӗр ҫӳҫне турама тапратрӗ.

с гребнем в руках и начала расчесывать невесте волосы.

XXVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Тепӗр кун ирхине автансемпе пӗрлех тӑчӗ, пуртӑ илсе картишне тухрӗ, алли ҫине сурса, тупӑка ваклама тапратрӗ.

А на следующий день, встав с петухами, вышел во двор с топором, поплевал на руки и принялся рубить гроб.

ХХIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ӑна курсан, икӗ хур ами айккинелле пӑрӑнчӗҫ, хур аҫи, вӑрӑм мӑйне малалла тӑсса, какӑлтатма тапратрӗ.

две белые гусыни испуганно бросились прочь, а гусак, вытянув длинную шею, угрожающе загоготал.

XX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ватӑ сысна, шуйттан, ҫийӗнчен мана… мана тем те пӗр каласа вӑрҫма тапратрӗ

Так эта старая свинья стала меня всякими словами обзывать…

VIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ашшӗн «манӑн килес, ҫӳреҫҫӗ-и?» тенине илтсен, пичӗ-куҫӗ кӑвар пек пӗҫерсе кайрӗ унӑн, темшӗн шыв куркине ярса тытнӑскерӗн, шӗлтӗр-р пӗтсе килчӗ вӑйӗ, унтан Мукуҫ мучин «хӑна килчӗ, сӗтел ҫине хатӗрле-ха, Нинук» тесе хушнине янтӑласан, сӗлкӗшне те, вӑйӗ пӗтсе килнине те манса, чупса-вӗтеленсе хутлама тапратрӗ сӗтелӗн-тӗпел кукрин.

Куҫарса пулӑш

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Унтан, тӑкӑнмалла пекки тӑкӑнма пӑрахсан, ялт! хӑпарса кайрӗ те йӗкӗт ҫӳле кузоври вутта ӑҫталла май килнӗ ҫавӑнталла палт та палт ывӑтма тапратрӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Мӑшӑр ҫунат хушӑнчӗ тейӗн Ельккана, Андрейӑн чиксӗр савӑнӑҫне чухлаканскер, вӑл, икӗ савакан чуна татах та хӗпӗртӳ кӳрес тесе, чупса ӗҫлеме, пӗтӗм канӑҫне ҫухатса, алӑкӑн-тӗпелӗн вӗҫнӗ пек хутласа, сӑй хатӗрлеме тапратрӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Андрей хӑй еннелле туртӑнакан хӗре ҫурӑмӗнчен ҫупӑрласа кӑкӑрӗ ҫумне сӗвентерчӗ те, калаҫа-калаҫа, ӑна пуҫӗнчен лӑпкама-ачашлама тапратрӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ансан, нумай та утаймарӑм — машина, — тӗлпулу саманӗпе кӑшт сӗлкӗшленнӗ хӗр те, йӗкӗт ача-пӑчалла янкӑшнине кура, кулма-савӑнма, хӗвеллӗн ҫиҫкӗнме тапратрӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Андрей Васильевич тӑчӗ, алӑкӑн-тӗпелӗн пӑлханчӑклӑн утма тапратрӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех