Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мирмиллон, сулахай урине малалла ярса, кӑштах хуҫлатнӑ чӗркуҫҫийӗ ҫине пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе тайӑнса, хӗҫне сылтӑм пӗҫҫи ҫинче тытса тӑрать.
I сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Алӑкран инҫех те мар, кӗнеке ҫӳлӗкӗнчен тайӑнса, кӗл ҫӳҫлӗ ҫамрӑк хӗрарӑм тӑрать, — хура кӗпи мӑйӗнчен пуҫласа урайне ҫитичченех, ал лапписене те хуплать.
Тӗтреллӗ шарик // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Ҫывӑрса каясран хӑраса, вӑл хӑйне хӑй ирӗксӗрех пӗрре инҫетри сопкӑсен мӗлкисене, тепре ҫыран таврашӗнчи симӗсленекен тӗмескесене, тепре вӗсем ҫумне тайӑнса ларнӑ станцӑри пӳртсене сӑнаттарса пычӗ.
5. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.
Амгуньски полк комиссарӗ ӑна салхуллӑн, вагон ҫумне тайӑнса кӗтсе тӑчӗ.Комиссар Амгуньского полка угрюмо поджидал его, прислонившись к вагону.
3. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.
Вӑл хӑйӗн лайӑх аллипе питҫӑмартисене тытса тайӑнса ларчӗ те, илемлӗ куҫӗсемпе кушак пуҫӗ пек пӗлӗт ҫинелле пӑхрӗ.
Буратинопа Пьеро Мальвина патне килеҫҫӗ, анчах вӗсен ҫавӑнтах Мальвинӑпа тата Артемон йытӑпа пӗрле унтан тармалла пулать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Темиҫе утӑм эпир чӗнмесӗр утрӑмӑр та, сасартӑк палаткӑран юлнӑ шӑтӑкра пӗр ҫынна курах карӑмӑр: вӑл шӑтӑк тӗпӗнче хӑрах аяккӑн тайӑнса, хулпуҫҫийӗпе окоп стени ҫумнелле сӗвенсе ларатчӗ, пальто унӑн хӑрах енчен хӑлхинчен ҫӳлӗрех хӑпарса кайнӑ, вӑл ӑна хывма тытӑннӑ та хывса пӑрахайман пек туйӑнатчӗ.
XIX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ним чӗнмесӗр пӗр-ик виҫӗ чӗркке ӗҫсен, вӑл хытӑ янтӑратса хӑм! тесе илетчӗ; пурте шартах сиксе ун патнелле ҫавӑрӑнса пӑхатчӗҫ, вӑл янах шӑммийӗпе ывӑҫ тупанӗсем ҫине тайӑнса, ҫынсем ҫине вӗсене хӑйпе вӑрҫма чӗннӗ пек пӑхатчӗ, тураман ҫӳҫӗ ҫилхе пек унӑн кӳпчесе ларнӑ хурарах питне тискеррӗн хупласа тӑратчӗ.
XIX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Унтан инҫетрех мар салху октавист Митропольский, вырӑнтан кӑларса янӑ дьякон евӗрлӗ, вӑрӑм ҫӳҫлӗ мӑн ҫын, сӗтел ҫинелле тайӑнса ларать, ӳсӗр пичӗ ҫинче унӑн тем пысӑккӑш куҫӗсем пур; вӑл хӑй умӗнчи эрех черкки ӑшнелле пӑхать, ӑна илсе ҫӑварӗ патне илсе пырать те каллех хуллен, ним сасӑ тумасӑр сӗтел ҫинелле ларать, — темшӗн ӗҫсе яма пултараймасть.
XIX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫакӑнта, вӑл пилӗкӗпе стойка ҫумнелле тайӑнса, хыҫалалла авӑнса тӑратчӗ те, питне маччи патнелле ҫӗклентерсе, пӗтӗм кӑмӑлӗнчен каласа юрлама пуҫлатчӗ:
XIX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл урисене хӑма сарнӑ ҫӗртен аялалла усрӗ, аллисемпе хӑма хӗрринчен тытрӗ те, пирӗн паталла тайӑнса, малалла калама пуҫларӗ:Он спустил ноги с подмостков, уперся руками в край доски и, наклонясь к нам, продолжал:
XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Яланхи пекех стенасем ҫумӗнче ҫырса пӗтермен, сӑн-питсӗр турӑшсем тайӑнса тӑратчӗҫ, мачча ҫумне кӗленче шарсем ҫыпҫӑнса ларнӑччӗ.Как всегда, у стен прислонились безликие недописанные иконы, к потолку прилипли стеклянные шары.
XV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Темиҫе ҫын алла-аллӑн тытса, кайрисем ҫинелле ҫурӑмӗсемпе тайӑнса тӑчӗҫ, — сарлака та ирӗклӗ ҫаврашка пулса тӑчӗ.
XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Мастерскойӗнче шӑпахчӗ, ҫынсем хуллен хӑйсен сӗтелӗсем патнелле саланатчӗҫ; Ситанов чӳрече патне пычӗ, ҫамкипе кантӑк ҫумнелле тайӑнса тӑчӗ те, хытса карӗ.
XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ пирвайхи шайне вуласа пӗтерсен, пурте тенӗ пекех сӗтел йӗри-тавра тӑратчӗҫ, ыталашса пӗр-пӗрин ҫумне таччӑн тайӑнса, салхулланнӑ пек пулса та йӑл кулса тӑратчӗҫ.
XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл чалӑш лартнӑ икона патнелле пӗшкӗнсе ларать, икона хӑмийӗ ун чӗрҫи ҫинче, варрийӗ сӗтел хӗррине тайӑнса тӑрать, ун ҫинҫе кисти тӗксӗм те ют сӑн-пите пит тӑрӑшсах ҫырать, вӑл хӑй те тӗксӗм те ютскер.
XIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Утнӑ чух вӑл кашни юпа патӗнчех чарӑннӑ, ун ҫумне ҫурӑмӗпе тайӑнса пӗр хушӑ тӑнӑ, унтан куҫӗсемпе тепӗр юпа ҫине тӗлленӗ, пуҫне пӑркаласа илнӗ тата тепӗр хут тӗлленӗ те: «Ҫитетӗп. Тӗп-тӗрӗс ҫитетӗп. Ну, Тереша, хӑюллӑрах!» — тенӗ те юнашар юпа патнелле утнӑ.
Прицепщик Терентий Петрович // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 109–130 с.
Вӑл хӑй сӑрт ҫинелле темшӗн ҫав тери салхуллӑн пӑхса ассӑн сывласа илнӗ, аллипе пуҫӗнчен ҫавӑрса тытнӑ, унтан куҫӗсене хупнӑ та тайӑнса кайнӑ.А он посмотрел на гору как-то печально, вздохнул, взялся за голову рукой, закрыл глаза и повалился.
Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.
Ку вӑл — лару вӑхӑтӗнче ҫӑмха пек хутланса е кӳршӗ ҫине тайӑнса ҫывӑрса илме, канлӗрех пулма.
3 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
Матильда тӗлӗннипе, хӑраса кайнипе, мӑн ухват ҫине тайӑнса тӑчӗ.
Гришка Хват // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 18–40 с.
Вӑл аллипе ҫулчӗ те ҫурӑмӗпе ТЭЖЭ реклами ҫумне тайӑнса тӑчӗ.
Гришка Хват // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 18–40 с.