Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таврашӗ (тĕпĕ: тавраш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах ман хуҫасем — перекетлӗ ҫынсемччӗ, эрех таврашӗ нихҫан та илместчӗҫ, ӗҫмелли-ҫимеллисене хӑнисем хӑйсем илсе пыратчӗҫ, Раиса Ивановна вӗсене сӗтел ҫине майласа вырнаҫтаратчӗ ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Рейд вӑхӑтӗнче вӗсем нумай ачаллӑ ҫемьесем пурӑнакан килсенче тӗтӗм тухнине систерекен хатӗрсем вырнаҫтарнӑ, пушар таврашӗ тухасран мӗнле сыхланмалли пирки каласа панӑ.

Во время рейда они разместили в жилых домах многодетных семей дымоизвещательные приборы, так же провели разъяснительную работу о том, как избежать пожара.

Пысӑк Упакассинчи халӑха пушар хӑрушлӑхӗ пирки ӑнлантарса панӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/35264.html

Уйра ҫумкурӑк таврашӗ вуҫех те пулмалла мар.

Куҫарса пулӑш

Траншейӑсем симӗс курӑкпа тулаҫҫӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/transhejasem-sime ... lacce.html

Алӑран ярӗ-шим вара Суратов таврашӗ ака-сухана?..

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Машина таврашӗ таптаман пулӗ?

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

— Алла тымар таврашӗ те пулин лекинччӗ хуть, ҫатӑрласа тытӑттӑмччӗ те, пӗр кӑна сывлӑш ҫавӑрӑттӑмччӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Укаҫ кӑрнатир пек Лексантӑра та тиркерӗ пулсан, Тимуш — сӳннӗ вутпуҫҫи пек хуп-хура Тимуш, лапчӑк сӑмсаллӑ Тимуш, пӗчӗк Путене таврашӗ — мӗн тума кирлӗ ӑна?

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Варӑш таврашӗ, ара, Варӑш йӑхӗ!

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

«Ытла харсӑр-ҫке Варӑш таврашӗ, — ялан тӗлӗнетчӗ анне.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫук, ӳпке-сапка таврашӗ Юлмӗ ман хыҫран: Эп пуҫланӑ пурнӑҫ маршӗ Тӑсӑлать ыран.

Куҫарса пулӑш

«Хам хама кӗтсе илетӗп…» // Мальвина Петрова. https://chuvash.org/lib/haylav/7884.html

Акӑ, шкултан инҫех мар вырнаҫнӑ райпо магазинӗ ҫумӗнче ҫӳп-ҫап саланса выртать, кӗл купи ҫинче кӗленче таврашӗ йӑванать.

Вот возле магазина райпо, расположенного неподалеку от школы, лежит мусор, на куче золы валяются осколки стекла.

Хуҫасӑр йытӑсем, ҫул тӑвасси канӑҫ памасть // Эльвира КУЗЬМИНА, Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/xucasar-jyitasem, ... amast.html

Хӑйсен йӗрӗ ҫине милици таврашӗ лекнине сиссен Наталь Шупашкара, амӑш килне, тарса килнӗ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Иртнӗ ӗмӗрсенче обком таврашӗ пулман, ҫав-ҫавах аптраман, чиперех пурӑннӑ халӑх, вилсе пӗтмен.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Таранов пӳлӗмре никама та пирус-сигарет таврашӗ турттармасть, Наталь те балкон ҫине тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ман хамӑн та хурӑнташ таврашӗ ҫук унта.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫапах та пӑшӑрханмалли те тупӑнчӗ Тарановӑн: сӗтел сунтӑхӗнче эмел таврашӗ вӗҫне ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Таранов ҫемҫе ларкӑч ҫинче пӗчченех саркаланса ларать, хуларан яла килнӗ чухнехи пек Саркайӑн «Паттӑрсем» романне вуласа чӑрмантаракан хӗрарӑм таврашӗ ҫук, шухӑшлама ирӗклӗ…

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Турӑш кӗтессинчи сӗтел ҫинче графин таврашӗ ҫук, ӑна ҫӗнӗ виткӗчпе витнӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑл Сехмет Сантӑркки ятпа сӑвӑ таврашӗ чылай пичетленӗ, ҫавна пӗлетӗп паллах…

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫавӑн хыҫҫӑн мана вӑл тӳсме пултараймасть: «Сана ҫӗр мар, ҫӑхав таврашӗ ҫырма авторучка туянса памалла!» — ав еплерех шӑл йӗрет.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех