Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таврашӗ (тĕпĕ: тавраш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юрать-ха ҫумра пӑшал таврашӗ пулмарӗ — ҫылӑха кӗресси те инҫех марччӗ.

Будь у меня оружие, он довел бы меня до греха.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫӗҫӗ таврашӗ кирлӗ те мар, турӑ хӑтартӑр ун пек япаларан!

Ножа не надо, избави бог!

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫӗнӗ ҫул каҫхине фейерверк таврашӗ ҫӗрӗпе те шӑпланмасть вӗт!

Куҫарса пулӑш

Кӗрленӗ, кӗрлетпӗр, малашне те кӗрлӗпӗр-ха! // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6211.html

— Йӑмӑк валли кирлӗччӗ те… чиксе кайма сумка таврашӗ ҫук-ҫке, ӗҫрен тӳрех килтӗм те…

Куҫарса пулӑш

Паллашу // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 74–76 с.

Кам таврашӗ?

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫавӑн пек вӑл, пӑлхавӑр таврашӗ

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Кам таврашӗ?

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Кунта пуринчен ытларах тӑваттӑн пухӑнса ларма юратаҫҫӗ: Силпи чӑвашӗ Константин Иванов, Шупашкар енчи Шупуҫ ҫынни Николай Васильев, Ҫӗрпӳ патӗнчи Патӑръел каччи Федор Павлов, Аслӑ Арапуҫ таврашӗ Петр Пазухин.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Лавр ун чухне ирчченех хӳшӗре чӗтресе ларчӗ, ирхине вӑрӑсем пулнӑ вырӑнта юн таврашӗ пулманнине курсан тин кӑшт лӑпланчӗ, ҫапах та пӗр эрне хушши милицирен килмӗҫ-ши, тесе шикленчӗ…

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Мӗншӗн пирӗн пӳрт-ҫурт таврашӗ хуларисенчен япӑхрах, кичемрех пулмалла?

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫав хушӑрах хӗр хӑй ӑҫтисем, кам таврашӗ иккенне пӗлтересшӗнех маррине туятӑп.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

«Малтанлӑха 10 ҫын анчахчӗ. Кӗпе-йӗм кӑна ҫӗлетчӗҫ. Пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн производствӑна сарсах пытӑмӑр. Ӗҫ тумтирӗ, вырӑн таврашӗ тата пысӑкрах ытти япала ҫӗлеме тытӑнтӑмӑр. Ӗҫлекенсен йышӗ те 54 ҫынна ҫитрӗ», — аса илет халӗ Анатолий Витальевич.

Куҫарса пулӑш

Яланах яваплӑха туйса ӗҫленӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%8f%d0%b ... b5%d0%bde/

Хам ҫуратса ӳстернӗ Ваҫҫаран, вӑрҫӑ тухиччен виҫӗ кун малтан ҫырнӑ ҫыру хыҫҫӑн, урӑх хыпар таврашӗ пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӑл киличчен пирӗн лесничествӑра вӑрман ӗҫӗпе ӗҫлекен хӗрарӑм таврашӗ пулман.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Хут таврашӗ пулмарӗ пулин те, вӑрҫӑ чарӑнсан та кӗтрӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Хӑй каллех пӗр труссипе анчах килнӗ ӗнтӗ, ҫыранта кӗпе таврашӗ курӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Лешсем ял-йышне пусмӑрланипе ҫырлахнӑ пулсан, кусем танатине ялӗ-ялӗнчи мужиксем ҫеҫ мар, ҫулсерен пурлӑх хевтине ҫухатсах пыракан улпучӗ-дворенӗсем те, тӳре-шарапа кантур таврашӗ те лекеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Тӗрлӗ тӳре-шара, Бернадский йышши халӑха выльӑх вырӑнне хуракан земски начальниксем, исправниксем; саламатпа, тӗрмепе, катӑркӑпа халӑхӑн сехрине хӑпӑтакан Огуречниковпа Мошков йышши станавайсемпе уретнисем; Платтунпа Касмухха евӗрлӗ «ятлӑ» ҫынсем; тамӑкпа тата турӑ ылханӗпе хӑратакан пуп таврашӗ; укҫа енчӗкне турӑ вырӑнне хуракан Лаврский йышши ваккатсем т. ыт те.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Кил-ҫурт таврашӗ те пӗртен-пӗр пӳрт кӑна.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лаша таврашӗ те йӑрхахрах.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех