Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тавар сăмах пирĕн базăра пур.
тавар (тĕпĕ: тавар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
21. Арави тата Кидар ҫулпуҫӗсем пурте санпа тавар улӑштаратчӗҫ: санпа путексем, сурӑх такисем тата качака такисем ылмаштаратчӗҫ.

21. Аравия и все князья Кидарские производили мену с тобою: ягнят и баранов и козлов променивали тебе.

Иез 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Дедан ывӑлӗсем санпа суту-илӳ тӑватчӗҫ; чылай утрав санпа тавар улӑштаратчӗ, сана тӳлеме сӑлан шӑммипе хура йывӑҫ илсе килетчӗҫ.

15. Сыны Дедана торговали с тобою; многие острова производили с тобою мену, в уплату тебе доставляли слоновую кость и черное дерево.

Иез 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. «Япӑх, япӑх» тет тавар туянаканни, айккине пӑрӑнать те — мухтанать.

14. «Дурно, дурно», говорит покупатель, а когда отойдет, хвалится.

Ытар 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Пӗр-икӗ хутчен вара тӗрлӗ тавар сутакансемпе улшуҫсем Иерусалим тулашӗнче ҫӗр каҫрӗҫ.

20. И ночевали торговцы и продавцы всякого товара вне Иерусалима раз и два.

Неем 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Иерусалимра пурӑнакан Тир ҫыннисем пулӑ тата ытти тавар иле-иле килсе шӑматкун Иерусалимра Иудея ҫыннисене сутатчӗҫ.

16. И Тиряне жили в Иудее и привозили рыбу и всякий товар и продавали в субботу жителям Иудеи и в Иерусалиме.

Неем 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Суту-илӳ карапӗсем парса тӑнӑ ылтӑнсӑр пуҫне Соломон тата тавар салатса ҫӳрекенсенчен, купсасен суту-илӗвӗнчен, Арави патшисенчен тата тӗрлӗ вырӑнти ҫӗр пуҫлӑхӗсенчен те ылтӑн илсе тӑнӑ.

15. сверх того, что получаемо было от разносчиков товара и от торговли купцов, и от всех царей Аравийских и от областных начальников.

3 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫӗр айӗнчи пуянлӑхпа мухтанма пултараймасан та конкурентлӑ тавар кӑлараҫҫӗ вӗсем, анӑҫ санкцийӗсене парӑнмасӑр малашлӑх ҫулне такӑрлатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Импорта улӑштарассине шута илсе халӑх ыйтнине тивӗҫтерме хамӑр ҫӗршыври тавар производствин ҫӗнӗ технологийӗсене туса хатӗрлеме кирли палӑрать.

С учетом тренда на импортозамещение появилась необходимость в разработке новых технологий производства отечественных товаров для удовлетворения потребностей населения.

Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2016) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&t ... id=3196749

Республикӑри кашни пиллӗкмӗш предприяти ҫӗнӗ йышши тавар туса кӑларать.

Каждое пятое предприятие Чувашии выпускает инновационную продукцию.

Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2016) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&t ... id=3196749

«Ҫӗр айӗнчи пуянлӑхсемпе мухтанма пултарайманнине пӑхмасӑр эпир конкурентлӑ тавар кӑларма пултаратпӑр. Ҫакна Чӑваш Енре иртнӗ кунсенче ӗҫлӗ визитпа пулнӑ Раҫҫей Правительствин пуҫлӑхӗ - «Единая Россия» парти ертӳҫи Дмитрий Медведев тата РФ вӗренӳпе ӑслӑлӑх министрӗ Дмитрий Ливанов пысӑка хурса хакларӗҫ», - тенӗ республика Пуҫлӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

Уяв парни - патшалăх награди // Валентина ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Предпринимательсемпе тавар туянакансен шухӑш-кӑмӑлне пӗлме анкетӑсем валеҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Бизнес-пĕрлĕх: «Тупăшу шайĕ пысăк!» // С.СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

2015 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне апат-ҫимӗҫ хатӗрлекен, ертсе пыракан предприятисем сутлӑха тавар 12,7 млрд тенкӗлӗх е виҫӗмҫулхи асӑннӑ тапхӑртинчен 28,4% нумайрах ӑсатнӑ.

На 1 октября 2015 года ведущие предприятия пищевой промышленности отправили в торговую сеть продукцию на 12,7 миллиард рублей или 28,4% больше, чем три года назад.

Кил хуçалăхĕсенче ĕне-выльăх сахалланать // Николай ЯКИМОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Патшалӑх вырӑнти тавар туса кӑларакансене саккун шайӗнче яланах пулӑшнине тата малалла та пулӑшассине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чăвашпотребсоюз ырă ята çĕнĕ ÿсĕмсемпе çирĕплетет // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Вӗсенчен виҫҫӗшӗ - Етӗрнери аш-какай комбиначӗ, тулли мар яваплӑ «Кооператор» тата «Янтарь» обществӑсем - хӑйсен темиҫе продукцине «Чӑваш биопродукчӗ» тавар паллипе кӑларма ирӗк илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чăвашпотребсоюз ырă ята çĕнĕ ÿсĕмсемпе çирĕплетет // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

«Манӑн тавар аптрамасть-ха, ав ҫав ҫыннӑн манӑннинчен те чаплӑрах», — тӗллесе ярать хайхи тепӗр пуян патне.

«Мой товар не плох, но вот у того человека он еще лучше», — отправляет, указав к другому богачу.

Тӗнче пӑсӑлчӗ // Ева Лисина. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05

Пӗр пуянӗ патне тавар туянма пынӑ.

К одному из богачей пришли купить товар.

Тӗнче пӑсӑлчӗ // Ева Лисина. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05

Эрех сутакан лавккасен халӗ сутнӑ тавар пирки Интернет урлӑ ятарлӑ системӑна информаци памалла.

В настоящее время водочные магазины должны предоставлять информацию о проданной продукции в специализированную систему через Интернет.

«Пыйтлă» çыннăн мунча шухăш // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№

Тавар ыйтакан сахалланнипе тата кредит парӑмӗсем ӳснипе хальхи вӑхӑтра асӑннӑ тытӑм финанс йывӑрлӑхне кӗрсе ӳкнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чăваш тракторĕсен чапĕ-сумĕ таврăнатех // Валентина ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№

Ҫавна пула Чӑваш Енри тирпейлекен предприятисем час-часах пахалӑхлӑ чӗр тавар ҫитменнине туяҫҫӗ, рынокра йӗркеленекен туяну хакӗсем вара сӗт туса илекенсене тӑрӑшса ӗҫлеме хавхалантармаҫҫӗ.

В результате этого перерабатывающие предприятия Чувашии периодически испытывают недостаток в качественном сырье, а низкие закупочные цены, складывающиеся на рынке, не стимулируют производителей молочной продукции.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Унсӑр пуҫне, «Турбоком-Инвест» производствӑпа коммерци фирмин турбокомпрессорсем туса хатӗрлекен Раҫҫейри пӗртен-пӗр завочӗ хута каймалла, вӑл ют ҫӗршыври паллӑ тавар туса кӑларакансен продукцине улӑштарассине тивӗҫтерӗ.

Кроме того, появится единственный в России завод по изготовлению турбокомпрессоров производственно-коммерческой фирмы «Турбоком-Инвест», который обеспечит замещение продукции известных зарубежных производителей.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех