Шырав
Шырав ĕçĕ:
Алексей вӑйлатса пыракан ӗҫ шыв хӗрринчи хӑйӑрлӑ сӑртсем тӑрӑх анлӑрах та анлӑрах сарӑлнӑ; халӗ ӗнтӗ ҫав сӑртсем хӑйсен ылтӑн тӗсне ҫухатнӑ, унта слюда кӗмӗл евӗрлӗ йӑлтӑртатни те пӗтсех пынӑ, кварцӑн куҫа йӑмӑхтарса йӑлтӑртатакан хӗлхемӗсем сӳннӗ, хӑйӑр ытларах та ытларах таптаннӑ, ҫуркунне ун ҫинче ҫулсеренех тӗрлӗ ҫумкурӑксем ем-ешӗл сарӑлса ӳснӗ, сукмаксем ҫинче шӑнӑр курӑкӗ хӑйӗн ҫулҫине ҫӗр ҫумнелле уснӑ; хупах мӑн хӑлхисене сарса янӑ; садри йывӑҫсем фабрика тавра чечек сапаланӑ; кӗрхи ҫулҫӑсем, ҫӗрсе, самӑрланакан хӑйӑра ҫемҫетнӗ, фабрика хытӑрах та хытӑрах шавланӑ, ытларах пӑшӑрхантарнӑ, чӑрмав кӳнӗ; унта ҫӗршер йӗке сӗрленӗ, станоксем пӑшӑлтатнӑ; яра кунӗпе машинӑсем антӑхса каяс пек хашканӑ, фабрика ҫинче татти-сыпписӗр ӗҫ шавӗ кӗрлесе тӑнӑ, — ҫак пӗтӗм пурлӑхӑн хуҫи ху пулнине туйса тӑма тӗлӗнсе каймаллах, мӑнкӑмӑлланмаллах аван пулнӑ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ҫывӑрмалли пӳлӗмре лампада сӳннӗ пек, тунсӑхлӑ, салхуллӑ, темӗн ҫитмен пек пулса тӑчӗ.Стало так неловко, непривычно, как будто погасла в спальне лампада.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Алексей сӳннӗ пирусне ывӑтса ячӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
— Алексей туртса яма хӑтланчӗ, анчах пирусӗ унӑн тахҫанах сӳннӗ пулнӑ.— Алексей попробовал затянуться, но папироса его давно погасла, и он напрасно терзал ее губами.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ачасем те, хӗрарӑм та сӳннӗ кӑвайт тавра выртнӑ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Сасартӑк театрта ҫутӑ сӳннӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Йӗри-таврах, пурнӑҫ сӳннӗ пекех, хӑрушӑ, анчах та лӑпкӑ мар: хула ҫаплах-ха арканма чарӑнман.Все было мертво, дико, ужасно — но не тихо: все еще разрушалось.
27 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Ҫула кайма тухнӑ салтак шухӑша кайса пуҫне сулкаласа илчӗ, чӗлхине чӑплаттарчӗ, унтан вара атӑ кунчи ӑшӗнчен чӗлӗмне кӑларса, ун ӑшне табак тултармасӑрах, сӳннӗ табакне чавса хускатрӗ, чӗлӗм туртакан салтакран пӗр татӑк ӑвӑ чӗртрӗ те пуҫӗнчи ҫӗлӗкне илчӗ.
2 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Судья хӑйӗн панамине хывать те сӳннӗ сигарне тивертсе ярать.
LХХХVII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Вӑраха пынӑ ыйхӑран чунӗ вӑранать, ӑс-тӑн уҫӑлать, тахҫанах сӳннӗ ӗмӗтсем чӗрӗлеҫҫӗ…Душа просыпается от долгого сна, проясняется сознание, оживают давно угасшие желания…
IV // Степан Апаш. Ялав, 1953, 7(91)№, 25-28 стр.
Бомбоубежищере ҫутӑ сӳннӗ.
10. Улмуҫҫи // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Тихонов, Н. Совет ҫыннин сӑн-сӑпачӗ: Ленинград калавӗсем / Николай Тихонов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1942. — 54 с.
Ҫурӑмӗсем хыҫне ҫӑмӑл кутамккасем ҫакнӑ ачасем симӗс йывӑҫсем ҫине, сӳннӗ кӑвайт ҫине, хӑйсен палаткисем тӑнӑ вырӑнти хура шӑтӑксем ҫине хурланса пӑхрӗҫ.
16 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Пирӗн хытса ларнӑ, сӳннӗ планета ҫирӗп те тапранман химилле элементсенчен — пӗтӗм тӗнче тытӑнса тӑракан ҫав тӑхӑрвуникӗ кирпӗчрен тӑрать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.
Вӑл часах сӳннӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Хуппине сӳсе кӑтарту палли тунӑ хӑвӑл йывӑҫ, таптаннӑ курӑк, сӳннӗ кӑвайт вырӑнӗнчи пӗр купа кӗл — ҫаксем ман пуҫа ӗмӗр манми ӳкерчӗк пулса кӗрсе вырнаҫрӗҫ.
Вуту юханшывӗ хӗрринче выҫӑпа аптрани // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 45–57 с.
Вут сӳннӗ ӗнтӗ.
6 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
Шерккейӗн инкекӗ тата ытларах курӑнса кайрӗ: пӗтӗм ҫурт-йӗрӗнчен кӗлрен урӑх нимӗн те юлман иккен, кӑмрӑкӗ те амаланса сӳннӗ, кӗлпе витӗннӗ, куҫа сулхӑнӑн ҫиет.
ХХХIII. Ашшӗн каламан сӑмахӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Пӗҫмех кӗтесӗ сӳннӗ, кӑмрӑк ҫурӑкӗнчен пӑс тӗтӗрсе тухать.Угол дома погас, из потрескавшихся обугленных бревен вырывается пар.
ХХХIII. Ашшӗн каламан сӑмахӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Сӳннӗ чӗлӗмне тепӗр хут тултарчӗ те ӑвӑпа тивертрӗ.
XI. «Шерккейӗн те ӑс ҫук мар» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Янавар чунпа мӗн тума ҫӳрӗн, хӑш чух кӑштах мухтанас йӑли те хӑйпе пӗрлех ҫуралнӑ пуль ҫав; тен, вӑл ҫавӑн пек каласа, чунне кӑна йӑпатнӑ пуль, ватӑ чӗрине ӑшӑтна пуль, ҫын куҫ умне курӑнма ытлах вӑтанмалла ан пултӑр тенӗрен те каланӑ пуль, — кунҫулӗ сӳннӗ сехетре ҫавӑншӑн тӳре пулмӑпӑр ун тӗлне.
Пролог // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.