Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кӗреҫи те Унӑн Хӑй аллинчех, Вӑл Хӑйӗн йӗтемне тасатӗ те туллине Хӑйӗн кӗлетне пухса хурӗ, арпи-улӑмне сӳнми вутпа ҫунтарса ярӗ, тенӗ.
Лк 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Сана уру илӗртет пулсан, ӑна касса пӑрах: икӗ урупа тамӑка, сӳнми вута кӗриччен чӗрӗлӗхе уксаххӑн кӗни аванрах пулӗ саншӑн — 46. тамӑкра вӗсенӗн хурчӗ те вилмест, вучӗ те сӳнмест.
Мк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Сана аллу илӗртет пулсан, ӑна касса пӑрах: икӗ аллупа тамӑка, сӳнми вута кӗриччен чӗрӗлӗхе хӑрах аллупа кӗни аванрах саншӑн — 44. тамӑкра вӗсенӗн хурчӗ те вилмест, вучӗ те сӳнмест.
Мк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Кӗреҫи те Унӑн Хӑй аллинчех, Вӑл Хӑйӗн йӗтемне тасатӗ те Хӑйӗн туллине кӗлете пухса хурӗ, арпи-улӑмне сӳнми вутпа ҫунтарса ярӗ, тенӗ.
Мф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Ҫӳлти Патшалӑх парнине илме хатӗр тӑрӑр, ӗнтӗ сирӗншӗн ӗмӗрлӗхе сӳнми ҫутӑ ҫуталса кайӗ.35. Будьте готовы к воздаянию царствия, ибо свет немерцающий воссияет вам на вечное время.
3 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Сион ҫинче ҫылӑхлисем сехӗрленсе ӳкрӗҫ; йӗркесӗр ҫынсем чӗтреве ерчӗҫ: «пӗтӗмпех тӗп тӑвакан вут-кӑвар вӑхӑтӗнче пирӗнтен хӑшӗ пурӑнма пултарӗ? ӗмӗр сӳнми ҫулӑм вӑхӑтӗнче пирӗнтен хӑшӗ пурӑнма пултарӗ?» 15. Кам айӑпсӑр ҫӳрет, тӳррине калать, кам ыттисене хӗссе мул пухасран йӗрӗнет, аллине сӗрев илессинчен тытса чарать, юн юхтарасси ҫинчен илтес марччӗ тесе хӑлхине хуплать, усал ӗҫе курас марччӗ тесе куҫне хуплать — 16. ҫавӑ ҫӳлте пурӑнӗ; ҫӗнтерейми чул ту унӑн хӳтлӗхӗ пулӗ; ӑна ҫӑкӑр парӗҫ; шывӗ те иксӗлмӗ унӑн.
Ис 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.